Пĕчĕк художниксем

2 класс Урок теми: пĕчĕк художниксем. Урок тĕсĕ: хутăш урок. Тĕллевсем: Эсĕ мĕншĕн çырмастăн? Манăн ручка çук йышши калаçу тĕслĕхĕсемпе паллашасси, вĕсемпе калаçура усă курма хăнăхасси; илемлĕ вулав, куçару хăнăхăвĕсене аталантарасси; лексикăна пуянлатасси; тăван тавралăха юратма, упрама вĕрентесси. Задачăсем: предметăн харкамлăх результачĕсем (предметные): ·        сăмахсене тĕрĕс вулама пĕлни; ·        вырăс чĕлхине пĕлнипе чăваш чĕлхине вĕреннĕ чух усă курма вĕренни; ·        япаласене сăнама, ушкăнлама пĕлни; ·        предложенисене тĕрĕс йĕркелеме тăрăшни; ·        пусăм çинчен пĕлни, пусăм тĕрĕс лартса сăмахсене вулама вĕренни; ·        программăра панă сăмахсене пĕлни, вĕсемпе пуплевре усă курма хăнăхни; Предмета вĕреннĕ чух кирлĕ результатсем (метапредметные): - харкамлăх результачĕсем (личностные): ·        хăш-пĕр ĕçе пĕччен мар, ытти ачасемпе пĕрле пурнăçлани вырăнлăрах пулнине пĕлни; ·        вĕренÿ ĕçĕ-хĕлне хăнăхни; ·        пĕр-пĕрне тимлесе итлемеллине, пĕр-пĕрне пÿлмесĕр калаçмаллине пĕлни; ·        вĕрентекенен, юлташĕсен сĕнĕвĕсене тĕрĕс ăнланма, шута илме пултарни; ·        чăвашла пĕлни ытти çынсене лайăхрах ăнланма пулăшнине тавçăрни; ·        ачан кăсăклăхĕ малалла аталанни, пĕлменнине пĕлес туйăм, вĕренес камăл ÿсни; - аталантару результачĕсем (познавательные): ·        çыру хатĕрĕсемпе кирлĕ пек усă курни; ·        çĕннине пĕлме тĕрлĕ вĕренÿ хатĕрĕсемпе усă курма вĕренни; ·        япаласен, пулăмсен тĕп паллине курма вĕренни; ·        текстпа ĕçлеме вĕренни; ·        вулав, куçару хăнăхăвне аталантарни; - Регулятивлă результатсем (регулятивные): ·        ĕçе пуçăниччен тĕллевне лайăх ăнланмаллине пĕлни; ·        кашни çыннăн хăйĕн умне яланах мĕнле те пулин тĕллев лартмаллине ăнланни; ·        харпăр хăйĕн, юлташĕн ĕçне хаклама, йăнăшсене курма, тÿрлетме вĕренни; ·        мĕн вĕренни, мĕн туни çинчен каласа пама хăнăхни; - Коммуникативлă результатсем (коммуникативные): ·        вĕрентÿçĕ, юлташĕсем каланине итлеме пултарни; ·        калаçăва хутшăнма, çыхăнуллă, ăнланмалла каласа пама тăрăшни; ·        ĕçе ушкăнпа, пĕр-пĕрин хушшинче пайласа пурнăçлама вĕренни; ·        иккĕн калаçу йĕркелеме пĕлни;
Раздел Завучу
Класс -
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

2 класс

Урок теми: пĕчĕк художниксем.

Урок тĕсĕ: хутăш урок.

Тĕллевсем: Эсĕ мĕншĕн çырмастăн? Манăн ручка çук йышши калаçу тĕслĕхĕсемпе паллашасси, вĕсемпе калаçура усă курма хăнăхасси; илемлĕ вулав, куçару хăнăхăвĕсене аталантарасси; лексикăна пуянлатасси; тăван тавралăха юратма, упрама вĕрентесси.

Задачăсем:

предметăн харкамлăх результачĕсем (предметные):

  • сăмахсене тĕрĕс вулама пĕлни;

  • вырăс чĕлхине пĕлнипе чăваш чĕлхине вĕреннĕ чух усă курма вĕренни;

  • япаласене сăнама, ушкăнлама пĕлни;

  • предложенисене тĕрĕс йĕркелеме тăрăшни;

  • пусăм çинчен пĕлни, пусăм тĕрĕс лартса сăмахсене вулама вĕренни;

  • программăра панă сăмахсене пĕлни, вĕсемпе пуплевре усă курма хăнăхни; Предмета вĕреннĕ чух кирлĕ результатсем (метапредметные):

- харкамлăх результачĕсем (личностные):

  • хăш-пĕр ĕçе пĕччен мар, ытти ачасемпе пĕрле пурнăçлани вырăнлăрах пулнине пĕлни;

  • вĕренÿ ĕçĕ-хĕлне хăнăхни;

  • пĕр-пĕрне тимлесе итлемеллине, пĕр-пĕрне пÿлмесĕр калаçмаллине пĕлни;

  • вĕрентекенен, юлташĕсен сĕнĕвĕсене тĕрĕс ăнланма, шута илме пултарни;

  • чăвашла пĕлни ытти çынсене лайăхрах ăнланма пулăшнине тавçăрни;

  • ачан кăсăклăхĕ малалла аталанни, пĕлменнине пĕлес туйăм, вĕренес камăл ÿсни;

- аталантару результачĕсем (познавательные):

  • çыру хатĕрĕсемпе кирлĕ пек усă курни;

  • çĕннине пĕлме тĕрлĕ вĕренÿ хатĕрĕсемпе усă курма вĕренни;

  • япаласен, пулăмсен тĕп паллине курма вĕренни;

  • текстпа ĕçлеме вĕренни;

  • вулав, куçару хăнăхăвне аталантарни;

- Регулятивлă результатсем (регулятивные):

  • ĕçе пуçăниччен тĕллевне лайăх ăнланмаллине пĕлни;

  • кашни çыннăн хăйĕн умне яланах мĕнле те пулин тĕллев лартмаллине ăнланни;

  • харпăр хăйĕн, юлташĕн ĕçне хаклама, йăнăшсене курма, тÿрлетме вĕренни;

  • мĕн вĕренни, мĕн туни çинчен каласа пама хăнăхни;

- Коммуникативлă результатсем (коммуникативные):

  • вĕрентÿçĕ, юлташĕсем каланине итлеме пултарни;

  • калаçăва хутшăнма, çыхăнуллă, ăнланмалла каласа пама тăрăшни;

  • ĕçе ушкăнпа, пĕр-пĕрин хушшинче пайласа пурнăçлама вĕренни;

  • иккĕн калаçу йĕркелеме пĕлни;

Урокра кирлĕ хатĕрсем: "Чăваш чĕлхи" учебник, 2 класс, 2011с. (Абрамова Г.В.); экран, проектор, презентаци, ушкăнсенче ĕçлемелли карточкăсем, упа костюмĕ, пыл чĕресĕ, ачасен ÿкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ выставка.

Урок юхăмĕ

I. 2 слайд. Доска.

1. Ачасен ĕçлес кăмăллăхне хăпартасси, урока йĕркелени.

Пĕр-пĕрне , хăнасене сывлăх сунни.

2. Урок тĕллевне, паян мĕн тумаллине палăртни.

II. 3 слайд. Художниксен ĕç хатĕрĕсем.

- Ачасем, эсир слайд çинче мĕн-мĕн куратăр?

- Сăрăсем: акварель сăрă, гуашь - çуллă сăрă, тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем, мольберт, палитра.

(Мольберт, палитра сăмахсене ăнлантарни)

Мольберт -ÿкерекен картинăна тăратмалли станок (от нем. не употребляемого более

Malbrett), подставка, обычно деревянная, на которой художник

помещает во время работы картину, рисунок и т. д. Существуют

треножные М. (были известны уже в античную эпоху) и М., состоящие из

вертикальных стоек, укрепленных на горизонтальном основании.

Палитра - сăрăсене хутăштармалли япала (Небольшая дощечка, пластинка, на которой

живописец смешивает краски).

- Ку япаласемпе камсем усă кураççĕ?

- Художниксем.

4 слайд. Ачасен ÿкерчĕкĕсен выставки.

- Çакăнта пирĕн пысăках мар ÿкерчĕксен выставки пур. Вĕсене камсем тунă-ши? Мĕншĕн апла шутлатăр?

- Пĕчĕк художниксем.

- Апла пулсан, эпир паян камсем çинчен калаçăпăр? Çапла, эпир пĕчĕк художниксем çинчен калаçăпăр. Пирĕн урок теми те "Пĕчĕк художниксем" ятлă.

5 слайд. Пĕчĕк тата пысăк художник.

Эсир мĕнле шутлатăр, пĕчĕк художникпа пысăк художник хушшинче уйрăмлăх пур-и? Мĕншĕн апла шутлатăр?

6 слайд. И.И.Шишкинăн "Утро в сосновом лесу" ÿкерчĕкĕ.

7 слайд. Художниксен мастерскойĕсем.

8 слайд . "Пирĕн çитĕнÿсем".

Эсир те ÿкерме юрататăр. Сирĕн хушăра ларакан хăш-пĕр ачасем ÿнер (художество шкулне) тата искусствăсен шкулне çÿреççĕ. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çитĕнÿсем тăватăр, Хисеп хучĕсем, конкурссене хутшăнни çинчен сертификатсем илетĕр.

Эсир класĕпех "Асамат " ача-пăча журналне çырăнса илетĕр. Журналăн кашни номерĕнчех "Самрăк художник "рубрика пур. Вăл сире, лайăхрах ÿкерме вĕренес текенсене, пысăк пулăшу пама пултарать.

(«Асамат» журнала тата "Çамрăк художник "рубрикăри ÿкерчĕксене ачасене кăтартни).

III. Урок теми "Пĕчĕк художниксем". Апла эпир паян урокра мĕн-мĕн тăвăпăр-ши?

Ачасен варианчĕсем.

- Тĕллевсем: Эсĕ мĕншĕн çырмастăн? Манăн ручка çук йышши калаçу тĕслĕхĕсемпе паллашасси, вĕсемпе калаçура тĕрĕс усă курма хăнăхасси; тĕссене аса илесси; "Вăрман" темăпа монолог тăвасси; вулав, куçару хăнăхăвне аталантарасси.

Фонетика зарядки.

1) Хăвăрт калани:

-мастăн- мастăн-мастăн - мĕншĕн васкамастăн?

-мастăн- мастăн-мастăн - мĕншĕн юрламастăн?

-местĕн-местĕн-местĕн - мĕншĕн вĕренместĕн?

-местĕн-местĕн-местĕн - мĕншĕн ÿкерместĕн?

Калаçăва аталантарни. 2) 1 ĕç. «Килĕшетĕп е килĕшместĕп» вăйă.

Хĕвел сарă. (Эпĕ килĕшетĕп, хĕвел сарă). Упа вăйлă. (Эпĕ килĕшетĕп, …). Тилĕ кăвак тĕслĕ. (Эпĕ килĕшместĕп, тилĕ хĕрлĕ сарă тĕслĕ). Банан йÿçĕ. Ыхра усăллă. Мечĕк çаврака.

3) 2 ĕç. Сăмахсене сыпăксем çине пайлас, чăвашларан вырăсла куçарас хăнăхăва çирĕплетесси.

9 слайд. Çанталăка сăнани.

10 слайд. Калаçу тĕслĕхĕсем.

4) Калаçу тĕслĕхĕсемпе паллашни.

-Эсĕ мĕншĕн çырмастăн?

- Манăн ручка çук.

5) Доска çинче:

çыр - çырмастăн (не пишешь)

тăхăн - тăхăнмастăн (не одеваешься)

Сăмах мăшăрĕсене танлаштарни, пĕлтерĕшĕсене ăнлантарни.

6) Вĕç сăмах çумне мĕнле сыпăк хушмалла -мастăн е -местĕн? Мĕншĕн?

7) Вулав тата куçару хăнăхăвне аталантарни. «Пĕчĕк художниксем» текста вуласа вырăсла куçарни.

а) учитель текста вулани, ачасем ун хыççăн хорпа калани; ачасем пĕр-пĕрин хыççăн вуласа предложенисене вырăсла куçарни.

ă) Суйласа илсе вулани. Çак предложенисене чăвашла куçар: 1) Мишутка рисует ягоды и гриб. 2) Тимка не рисует. 3) У меня нет карандаша. 4) Рисуй красиво, не спеши. 5) Вот тебе карандаш.

б) Интонацие аталантарни. Текстри юлашки 4 предложение тĕрĕс интонаципе вулани (диалога).

7) 4 ĕç. Ыйту-хурав ĕçне аталантарни.

- Текстра мĕнле сăнарсемпе тĕл пултăмăр?

- Тимка мĕншĕн ÿкермест?

8) 6 ĕç. Кайăк (кашăк, курак), çулçă, йывăç, чечек (чакак), кăмпа, лĕпĕш.

- Тимка мĕн укернĕ?

- Художниксене ÿкерчĕксем тума мĕн кирлĕ?

IV. Вĕреннине çирĕплетни.

12 слайд. Палитра.

1) Доска çинче палитра ÿкерчĕкĕ. Ачасем пĕрерĕн тухса сĕтел çинчен тĕрлĕ тĕсрен касса кăларнă çаврашкасене илеççĕ те палитра çине пĕчĕк магнитсемпе çыпăçтарса хураççĕ. (Тĕссене аса илни).

- Тимка урокра мĕн ÿкернĕ?

- Вăрман.

14 слайд. Дом для растений и животных.

2) - Мĕн вăл вăрман? Унта мĕн-мĕн пур? Халĕ эпир сирĕнпе вăрман тăватпăр. Вăрманта мĕнле йывăçсем ÿснине аса илĕпĕр.

Вăрманта мĕнле пулмалла?

15 слайд. Тăван тавралăха упрар.

16 слайд. «Упа - утаман» юрă.

Пĕтĕмлетни.

V. Ачасем хăйсен ĕçне хаклани.

Урокра пурнăçланă ĕç

Манăн отметка

1

Умею составлять предложения на чувашском языке.

Чăвашла предложени йĕркелеме пĕлетĕп.

2

Запомнил (а) речевые образцы.

Калаçу тĕслĕхĕсене астуса юлтăм.

3

Умею различать цвета.

Тĕссене уйăрма пĕлетĕп.

4

Знаю названия деревьев.

Йывăç ячĕсене пĕлетĕп.

5

Знаю названия диких животных.

Тискер чĕр чун ячĕсене пĕлетĕп.

6

Запомнил(а) новые слова.

Çĕнĕ сăмахсене астуса юлтăм.

VI. 17 слайд. Киле ĕç (хăйсен кăмăлĕпе суйлаççĕ): альбом листисем çине вăрман ÿкерсе килмелле. Вăрманĕ çулталăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнчи пулма пултарать.

VII. Рефлекси.

Сирĕн партăсем çинче чечексем, çырласем тата курăк выртать. Хăвăрăн ĕçĕре хаклăр, тархасшăн.

  • Эсир питĕ тăрăшса ĕçлерĕр тата ыйтусем çине тĕрĕс хуравсем пама пултартăр пулсан, хамăр вăрман уçланки варрине чечексем лартăр.

  • Аван ĕçлерĕр пулсан - çырласем.

  • Аран-аран ĕçлерĕр пулсан - курăк.

Асăрхарăр пулсан, пĕрле ĕçлеме интереслĕрех, ĕçĕ те кал-кал пырать.

Ачасем, эсир паян пурте аван ĕçлерĕр.

18 слайд. Сывпуллашни.



© 2010-2022