Класс тулашĕнчи ирттермелли уяв сценарийĕ

Раздел Воспитательная работа
Класс -
Тип Другие методич. материалы
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Улах


Чăваш халăхĕн йăли-йĕрки


Пĕлÿ тĕллевĕ: Чǎвашсен авалхи йǎли - йĕркисене тытса пырасси.

Воспитани тĕллевĕ: Тǎван халǎха юратма, хисеплеме вĕрентесси.

Эстетика тĕллевĕ: Ҫи-пуç илемне, юрă-çемĕ çепĕçлĕхне туйма хăнăхтарасси.


Вылякансем: 5-6 мĕш классем

Кирлĕ хатĕрсем:

- ал ĕҫ хатĕрĕсем.

- икĕ кǎшкар, ҫип ҫǎмхисем

- сĕтел, саксем.

Чăваш кĕвви «Алран кайми аки-сухи» янăрать.

1-мĕш ача: Аслă çут çанталăк ĕмĕртен килекен йĕркепе çаврăнса тăрать. Пурах-тăр çут тĕнчене илем кÿрсе тăракан пĕр асамлă хăват!

2 -мĕш ача: Çĕр хыççăн кун таврăнать, кун хыççăн çĕр таврăнать.

3 -мĕш ача: Хĕл хыççăн çуркунне çитет.

4 - мĕш ача: Çуркунне хыççăн - çулла.

5 - мĕш ача: Çулла хыççăн вара кĕркунне çитет.

1 - мĕш ача: Асаттесен йăлипе паяншăн мар, ыраншăн ырми-канми ĕçлерĕмĕр.

2- мĕш ача: Чăваш йăлипе шав малалла утрăмăр.

3- мĕш ача: Кĕр пуянне киле кĕртрĕмĕр.

4 -мĕш ача: Вăхǎт çитрĕ, улахра юрлар та, ташлар та, шÿтлер, тăрăхлар….!

5- мĕш ача: Атьăр, улаха пуçлар, хамăр ĕçпе савăнар!

Юрă «Кăвакарчăнăм».

1- мĕш ача: Мĕн тунсăхлă юрă юрлатпăр çак? Вăйă выляс!

«Кăшкар» вăйă:

Вăйăра икĕ каччăпа икĕ хĕр выляççĕ. Хĕрсем кăшкар çине çип чĕркеççĕ, каччăсем вĕсен çипне тытса пулăшаççĕ. Хăш мăшăр маларах ĕçе пурнăçлать. (Улахрисем вылякансемшĕн хавхаланаççĕ)

2 - мĕш ача: Маттур, Ванюкпа Анюк! Тепĕр вăйă выляр!

Вальăпа Санюк вăр-вар ĕçлеймерĕç, вĕсене тупмалли юмахсем парар.

3- мĕш ача: - Алăсăр-урасăр, кĕпер хывать (Пăр)

- Пÿртре пукане ташлать (Шăпăр)

- Мăнтăр майра сакăрвун сараппан тăхăнать (Купăста)

- Çулла тумланать, хĕлле пăрахать (Вăрман)

«Ят пĕлмелле» вăйă.

1- мěш ертÿçě: Хĕрсемпе каччăсем, айтăр сирĕнпе «Ят пĕлмелле» вăйă выляр.

Пурте: Выляр, выляр.

2 - мěш ертÿçě: Пурне те вǎйǎ картине чĕнетĕп. Ят пĕлекенни кам пулать-ши?

Вова: Ят пĕлекенни эпĕ пулатǎп.

Ачасем вǎйǎ картине тǎраççĕ. Вǎйǎ картинче пĕр ача ларать, ыттисем сǎвǎ каласа çаврǎнаççĕ. Сǎвǎ каласа пĕтерсен, çаврǎнма чарǎнаççĕ. Пĕр ачи хыçалтан пырса арçын ачан куçне хуплать. Куç хуплаканнин ятне тĕрĕс каласан, Вова вǎйǎ картине тǎрать. Куç хуплаканĕ вара вǎйǎ карти варрине ларать.

Хĕрсемпе каччăсем: Ларать, ларать, Вова ларать

Шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче.

Çиет, çиет, Вова çиет

Шĕшкĕн сарǎ мǎйǎрне.

Вǎхǎт çитсен, тǎрас пулать,

Ятне тěрěс калас пулать.

Вова: Ку Саша пулчĕ пулас.

2 -мěш ертÿçě: Вова, эсĕ питĕ маттур. Малалла ят пĕлекенни Наçтук пулать.

Хĕрсемпе каччăсем: Ларать, ларать, Наçтук ларать

Шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче.

Çиет, çиет, Наçтук çиет

Шĕшкĕн сарǎ мǎйǎрне.

Вǎхǎт çитсен, тǎрас пулать,

Ятне тěрěс калас пулать.

Саша: Ку манǎн тус Маша. Тĕрĕс каларǎм-и?

Хĕрсемпе каччăсем: Ай-ай Наçтук, пĕлеймерĕн пулас.

2 -мěш ертÿçě: Мĕн тутарар-ши Наçтука?

Хĕрсемпе каччăсем: Сăвă калатаратпǎр .

Наçтук Ильина: Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чǎваш юрри те,

Илемлě чǎваш юрри те юрлама пěлсен кǎна.

Илемлě, илемлĕ, илемлĕ чǎваш ташши те,

Илемлě чǎваш ташши те ташлама пěлсен кǎна.

Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чǎваш вǎййи те,

Илемлě чǎваш вǎййи те выляма пěлсен кǎна.

3 - мĕш ертÿçи : Илемлĕ чăваш ташши те, ташлама пĕлсен кăна…

Чăваш ташши

1 -мěш ертÿçě: Атьăр вăййа вĕçлер-и те,

Çÿл тÿпене пăхар-и?

Çитмĕл çичĕ çăлтăр пек те

Савăнайса каяр-и!?

2 -мěш ертÿçě: Сывă пулăр, хăнасем!

Чипер юлăр тантăшсем!

Тепре тĕл пуличчен!


© 2010-2022