Исследовательская работа Моя родословная

Раздел Русский язык и Русская литература
Класс -
Тип Другие методич. материалы
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Есть
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Муниципальное бюджетное образовательное учреждение

Средняя общеобразовательная школа с.Степановка

Аургазинский район РБ

Научно -исследовательская работа на тему:

« Моя родословная»

( семья Артемьевых)

Выполнил ученик 7 класса

МБОУ СОШ с.Степановка

Артемьев Вадим

Научный руководитель

Учитель чувашского языка и

литературы Артемьева А.П.







Степановка-2015г

Тупмалли

Умсǎмах______________________________________2

I .Чакǎллǎ ялěн историйě ______________________3

1.1.Микěшке мучей( Степанов Никифор Павлович) ςырнисем

( асаилěвěсем) тǎрǎх Чакǎллǎ ялěн историйě_______3-4

1.2.Чакǎлла илни______________________________4

1.3.Мěншěн чǎвашла Чакǎллǎ , вырǎсла -

Александровка теςςě__________________________5

II.Манǎн ǎру___________________________________6-10

Пěтěмлетўсем__________________________________11

Хушса пани( приложении)_______________________12-24

Усǎ курнǎ литература____________________________25



















Умсăмах

« Тымарсăр армути те ÿсмест»

Ваттисен сăмахĕ

Çак ваттисен сăмахĕсемпе эпĕ килĕшетĕп. Уйлатăп, кашни çын хăйĕн тымарне , йăхне пĕлмелле тесе , мĕншĕн тесен пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем пĕр-пĕрне çиччĕмĕш сыпăк таран пĕлме тăрăшнă.

Паянхи кун вара çемьене тĕпчесси чи кирлĕ, актуаллă темă шутланать, мĕншĕн тесен ,асанне каланă тăрăх, хăш-пĕр хальхи çамрăк семьесем пек пурăнсан , аякри тăвансемпе кăна мар,çывăхрисемпе те час-часах тĕл пулмасан , курса калаçмасан , сыпăкран сыпăка сыхăну çухалать.

Çавăнпа та ĕнтĕ манăн тĕпчевĕçĕн тĕп тĕллевĕ - тăван тата юратнă ял Чакăллă ( Александровка) ăçтан пулса кайнине тишкĕресси, хамăн ăру çинчен материал пухасси, çавăн тăрăх йăх йăвăççине пухса йĕркелесси, .

Тĕллевсене пурнăçлама эпе хамăн ума çакăн пек задачăсем лартрăм:

1.Ял çинчен шкулти краеведении материалĕсемпе паллашасси.

2. Ăру çинчен асаннен ,мучисен ( Артемьев Игнат Никитовичăн, Артемьев Константин Никитовичăн , Федоров Евгений Александровичăн) асаилĕвĕсемпе çырăвĕсене усă курса йăх йĕркине кăтартакан ( генеалоги) таблицине тăвасси.







Сыпăк 1.

Чакăллă ялĕн историйĕ.

Чакăллă

Чакăллă. Яла ят пехилленĕ

Асаттесем çĕрçул каялла.

Ирĕкре çĕнĕ никĕсç ςĕкленĕ -

Çут ĕмĕтпе пăхса малалла.

Л.Н.Ефимова

Эпĕ пысăках та мар ,анчах питĕ илемлĕ Чакăллă ялĕнче пурăнатăп. Пирĕн ял çамрăк-ха , 106 çулта, вăл 1909çулта никĕсленнĕ.Чакăллăра 60 ытла кил. Хуçалăхсем çирĕп, çамрăксем нумай, ял-йышсем питĕ туслă пурăнаççĕ. Ял шанчаклă малалла утать.

Исследовательская работа Моя родословная

Микĕшке мучей çырнисем ( асăнни) тăрăхЧакăллă ялĕн историйĕ Микĕшке мучейĕн ( Степанов Никифор Павловичăн, пĕрремĕш ял председателĕн, вĕрентекенĕн) Чакăллă ялĕн историйĕ çинчен çырнă асаилĕвĕсем Степановка шкулĕн музейĕнче сыхланса юлнă.Акă мĕнле çырать вăл:

«Эпир кунта Чакăлла киличчен Наум ялĕнче пурăнаттăмăр.Анчах унта пурăнма çĕр сахал , ырлă пурнăç йывăрлана пуçларĕ.Çавăн аркипе эпир тырă акма ана пушкăртсенчен кайса илеттĕмĕр, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсем тырă сахал акаччĕçĕ йе пĕрре те акмаçчĕçĕ. Хăшĕсем Тÿрсекелтен илеччĕç, хăшĕ- Муратăмран.Унта пире юнлĕ анна лекмеçчĕçĕ. Ана хакĕсем пĕр тенкĕ , йе виççĕ, каярах тăваттă пула пуçларĕ.Эпĕ хире çÿре пуçланăранпа, пирĕн кашни çул Мăратăм çĕрĕнчен илеччĕçĕ. Хăшĕ ялтан вунă çухрăм, йе вунпилĕк пулатчĕ. Вырăнĕсем те - çырма -çатрасем, чăтăр таврашĕсем.

Çав аякри çĕрсене кайса ака тунă чух,йе тырă вырнă вăхăтра çурта- йĕре пăрахса, старик- карчăксене кăна хăварса эрнешер выртса çуреттĕмĕр. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе темиçешер кун çумăр çăватчĕ. Вара çавăнта çумăр айĕнче начар- нĕчĕр хÿшĕре шÿсе выртаттăмăр çемйипе. Кĕркунне вара тытăнаттăмăр кĕлте турттарма. Çĕрĕн- кунĕн турттарса та çывăхраххисене куне иккĕ йе виççĕ пит нумай шутлаттăмăр. Çапла асаплакаланса пирĕн вăхăт çÿресех иртсе каятчĕ, кĕлте турттарса та пĕтейместчĕ - çанталăк йĕпене каятчĕ. Вара çав тырра хĕлĕ- хĕлĕпе пурлă-çуклă пулсан та , авăнта типĕтсе çапса хăшкăлаттăмăр.

Тата Наум ялĕнче çавăншăн питĕ хĕнччĕ:ялсем пĕр татăксăр çĕршĕн тавлашатчĕç, мăкшăсем те чăвашсене хисеплеми пуçларĕçĕ.Çав тарăхпах чăвашсем пĕр хĕрĕх килĕ Çĕпĕре Томск кĕпернине куçса карĕçĕ.

Çĕре эпĕ астăвасса арçын чунĕнчен валеçнĕччĕ. Чун пуçне кашни пусаран пĕрер анана яхăн тиветчĕ хысна виçипе. Авантарах пурăнакансем пушкăртсенчен ĕмĕрлĕхе çĕр иле пуçларĕçĕ.Пирĕн кассем пĕр вунпилĕк кăркăлтан 1907 çул Тÿрсекелсенчен илчĕçĕ.Эпир вăй çитмесĕр унта кĕреймерĕмĕр.

Чакăлла илни.

ЭпирЧакăллă çĕрне 1908 çулта çу уйăхĕнче илтĕмĕр. Вăл ĕç малтан ак çапла пуçланса кайрĕ. Ăна малтан Александр писăр пуçласа янă пулас. Пирĕн ялтан Миту пиччепе Иван салтак ( Афанасьев) çÿреме пуçланă….кайран ыттисем те. Çавантан пурте пуçтарăнса приковор турĕç те , кайрĕç Н.Дезорцев пуян патне укçа ыйтма. Пирĕн ушкăнран суйланă çын унта-кунта çÿреме Захаров Александр писарь пулнă.

…. Ушкăн пирĕн мĕн пурĕ 24 килĕ пухăнчĕ…. 1909-мĕш çул çуркунне çĕре валеçрĕç…1910 çул кĕркуннене çенĕ вырăна пĕр кивĕ пÿрт илсе сиплесе лартрăмăр, 1909 -мĕш çул кĕркунне Иван салтакпа Иваç мучейсем пĕрер пÿртл артнăччĕ.

1911 çулхине вара çуркунне Наум ялĕнче пĕр урамра ларакан пĕчĕк кĕлете куçартăмắр.

…. Мана çак çĕнĕ çĕрте мĕн пек кăмăла килчĕ. Наум ялĕнчен килсен каялла таврăнас та килместчĕ, мĕншĕн тесен çулла питĕрех те , çаран ÿснĕ вăхăтра , ытла илемлĕ туйăнатчĕ. Шыв та кив ялтине пăхсан калама çук лайăх туйăнатчĕ. Çав çуркуннех хуртсене кивĕрен куçартăмăр. Вĕсеншĕн те вырăн питĕ аван пулчĕ.»

Мĕншен чăвашла Чакăллă , вырăсла- Александровка теççĕ?

Çак ыйту питĕ касăклантарчĕ мана. Вара эпĕ шкулти краеведении музейне нумай çул хушши ертсе пыракан Ефимова Людмила Никоновнăран ыйтса пĕлес терĕм. Вăл мана Анна Александровна Степанова , Александр Захаров писарĕн хĕрĕ Чакаллă çинчен асăнса çырнисене вуласа тухма сĕнчĕ.

Сакăн пек хурав тупрăмэпĕ:

«Алесандровка тесе вырăсла каланă, мĕншĕн тесен пирĕн ялта пĕрремĕш çĕр илекенĕ атте пулнă - Александр Захаров»

Тата «…. Юламан енне кайнă чух туллă сăртсем çинче ĕмĕрхи вăрман ларатчĕ: алăпа çавăрса илейми хурăнсемпе ăвассем. Çавсем пурех улпут майрин Ситниковăн пулнă. Çав тусем çинчехунăн кил-çурчĕ те вырнаçнăччĕ. Роман улпут тăвĕ тесе калатчĕç ялта çав туллă-сăртлă вырăнсене. Вăрман хушшинче питĕ пысăк шурă тусем вырнаçнă пулнă. Вырăсларан «скала» сăмаха чăвашла куçарсан - вăл «чакăл» пулать….» .

И.А.Андреевпа Н.П .Петров редакциленĕ вырăсла- чăвашла словарĕнче скала, скалистый сăмахсене çапла куçарнă :

Скала-чул ту, чул хысак, чакăл ту.

Скалистый - состоящий из скал : хысаклă- хысаклă ,чакăл, чăнкă.

Çавăнпа та ĕнтĕ çак вырăнсене « чакăллă тусем» тесе каланă. Пирĕн яла та ун хыççăн халăх хушшинче Чакăллă тесе калама пуçланă.

Анна Алексадровна тата хăйĕн асаилĕвĕсенче çапла калать : « 20- мĕш ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче улпут майри хăйен тăван енне куçса кайсан

( нумаĕшĕ ăна Питертан тетчĕç) вăрмансене касса пĕтерчĕç, çырма- çатра хĕррисенче кăна йывăçсем юлнăччĕ, вĕсене те вăрçă вăхăтĕнче вутта янă…Чулĕсене вара пÿрт- çурт никĕсесене вали тума тĕрлĕ ялтан килсе турттарса пĕтерчĕç.

…Вырăнсем питĕ илемлĕччĕ ялта: пахча хыçне çарана çуркунне шыв илнĕ хыççăн шыв лупашкисенче тĕрлĕ пулăсем юлатчĕç ( юнашарТурсугалка юхать) ,çулла пулсан чечекленетчĕ вара пахча хыçĕ, çаран.»

Сыпăк 2

Манăн ăру

( Артемьев Игнатий Никитовичăн ,аслă мучей ,асанне асаилĕвĕсем тăрăх)

Артемьевсен йăхĕ Артемий ятлă хресченрен пулса кайнă. Вăл малтан рудник ĕçченĕ пулнă. Кайран вара Наум ялне таврăнсан ,авланнă. Вĕсен Ефрем ятлă ывалĕ тата хĕрĕсем çуралнă.. Хĕрĕсен ячĕсене пĕлместпĕр , анчах та вĕсен тăванĕсем Пишкаинта , Ямансасра пулнă.

Ефрем Артемьевичăн пĕртен- пĕр ывăлĕ Семен пулнă. Вěсем те Наумйелĕнчех пурăннă.

Семен Ефремовичăн мăшăрĕ - Евдокия , вĕсен Никанор, Ксения ятлă ачисем çуралсассăнах вилнĕ , Никитăна вара , пĕртен- пĕр ывăла,питĕ юратнă.

Никита Семенович - манăн мăн асатте( прадедушка). Вăл 1875- мĕш çулта çуралнă.

Исследовательская работа Моя родословная

Унăн пĕрремĕш арăмĕ -Мавра Алексеевна ( Семенова). Вĕсен çичĕ ача çуралнă- Игнатий ( 1897 -1984ç)- вĕреннĕ çын, ялти совет председателĕ те пулса ĕçленĕ, халăхшăн тăрăшнă , Федор ( 1899- 1944ç), Андрей (1901-1985ç), Надежда ( 1903-1982ç.) , Прасковья ( 1905- 1922 ç) , Анна ( 1910- 1937) , Васса (1913- 1949).Вĕсен кашнин хăйсен çемйи, , ăру кăтартакан таблицисем пур. ( приложени ) .

Пĕрремĕш арăмĕ ăнсăртан вилнĕ хыççăн Никита Семенович тепре авланнă . Иккĕмĕш мăшăрĕ - Пелагея Артемовна.( фото), çемьесемпĕр-пĕринпе питĕ туслă пурăннă. Вĕсен пĕрле икĕ ывăл çуралать - Артемьев Егор Никитич

(1929- 2007) ,манăн юратнă асатте( фото)

Исследовательская работа Моя родословнаяИсследовательская работа Моя родословная

Шел пулин те , эпĕ асаттене кăшт кăна астăватăп. Вăл ырă кăмăллă , ырă чĕреллĕ çынччĕ, мана юрататчĕ..Асанне - Артемьева София Ефимовна

( 1934ç) пире пурне те савăнтарса халь те пурăнать-ха.

Вĕсем пĕрле асаттепе 53 çул пурăнса пилĕк ача ÿстерсе , вĕсене çитĕнтерсе, пĕлÿ парса хуть те хăçан та мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшнă. Халĕ вĕсен кашнин хайĕн çемйи, манукĕсем.

Исследовательская работа Моя родословная

АИсследовательская работа Моя родословнаясаттепе асаннен икĕ ывăл та виçĕхĕр.Чи асли - мучей - Артемьев Маркел Егорович ( 5.03. 1955ç), унăн мăшăрĕ - Артемьева Валентина Николаевна.

Иккěмěшě - мắнакка Лидия Егоровна,

виςςěмěшěпе тắваттắшě -хěрсем-

Исследовательская работа Моя родословная

мắнаккасем- Раиса Егровна

Исследовательская работа Моя родословная

тата Рита Егоровна.

Чи кěςěнни вара - манắн атте -Артемьев Павел Егорович.

Исследовательская работа Моя родословная

Кашни çуллах вара(мĕншĕн тесен хăшĕ ăçта) вĕсем пурте тĕп киле , асанне патне , туртăнаççĕ, Пурте пĕрле савăнатпăр , кулатпăр , хĕпĕртенетпĕр, иртнине аса илетпĕр. Мухтанатпăр пирĕн ăру ÿссе пынипе, туслă пурăннипе , пĕр- пĕрне пулăшнипе.

Тепěр ывắлě- манắн мучей- Артемьев Константин Никитич, ςак ěςре унắн та йắх таблицине туса кắтартнắ, вắл Нижний Новгород хулинче пурắнать.

Исследовательская работа Моя родословная







Пĕтĕмлетÿсем



  • Мана çак темăпа ĕçлеме питĕ килĕшрĕ.

  • Лартнă тĕллевсемпе задачăсене пурнăçларăм тесе шутлатăп:

  • 1.Чакăллă ялĕ хăçан тата мĕнле пулса кайнине тĕплĕнрех пĕлтĕм.

  • 2. Меншĕн пирĕн яла чăвашла Чакăллă, вырăсла Александровка тенине тупсăмне тупрăм.

  • 3.Асанне тата мучисен асаилĕвĕсене усă курса ăру кăтартакан таблицине турăм.

  • Анчах çак темăпа малалла та ĕçлемелле-ха: пирĕн йыхра питĕ ăслă, ырă кăмăллă , лайах çынсем пулнă тата пур. Çавсенчен пĕри вăл- манăн мучей -Артемьев Константин Никитич,подполковник . Ун çинчен тепĕр тĕпчев ĕçĕ пулĕ тетĕп.

Исследовательская работа Моя родословная



Хушса пани

( приложени)









Усắ курнắ литература:

1.Авắркас районěнчи Степановка вắтам шкулěнчи краеведени музейěн материалěсем ( Степанов Никифор Павловичắн Чакắллắ ςинчен ςырса хắварнắ ςырắвěсем; Александр Захаровắн ,Чакắллắ ялне пуςарса яраканắн пурнắςě , ěςě- хěлě ςинчен ςырнắ рефератсем ; Анна Александровна Степанова асаилěвěсем;)

2.Асаннен, мучисен ( Артемьев Игнат Никитичắн, Федоров Евгений Александовичắн асаилěвěсем)

3. Л.Н.Ефимова. Сắвắ « Чакắллắ».

4.И.А.Андреев , Н.П.Петров . Вырắсла -чắвашла словарь. М., 1971ς.



















© 2010-2022