Внеклассное мероприятие День родного языка

Раздел Начальные классы
Класс -
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Есть
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Чǎваш чěлхи - тǎван чěлхе

(Чǎваш чěлхи кунě ячěпе хатěрленě уяв сценарийě)

Н.В.Павлова,

Авăркас районě, Кебеç шкулě


Уяв тěллевě: ачасене халǎх традицийěсене упрама, тǎван чěлхене юратса вěренме хавхалантарасси, чěлхе илемěпе пуянлǎхне туйма, пěлÿлěхе ÿстерме пулǎшасси. Уяв эпиграфě: Тǎван халǎхна Ěмěрне те ан ман: Aсра та, ǎшра та Вǎл пултǎр ялан. А. Канаш Хěр ача: Ырǎ кун пултǎр, туссем, тǎвансем, ытарайми чǎваш çыннисем! Паян-пысǎк уяв - чǎваш чěлхи кунě. Чǎваш чěлхи пуян та илемлě, янǎравлǎ та çепěç, паха та асамлǎ. Вǎл чǎваш юрри пек янǎравлa та кěвěллě, унпа чуна ачашлама е амантма, çěклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать Каччǎ: Атте-анне чěлхи - пирěн тǎван чěлхе. Тǎван сǎмах, тǎван чěлхе - халǎх чунě. Унǎн паянхи кунě, малашлǎхě. Унсǎрǎн халǎх çук. Хěр ача: Камсем эпир, мěнле кǎкран эпир? Ăçти тусан пирěн ÿте хуратнǎ? Ăçти шыв-шур пирěн пите шуратнǎ? Мěнле çилпе те хěвелпе эпир, Кǎлкан çилхи пек, кǎмǎла вылятнǎ? Каччǎ: Камсем эпир, мěнле йыхран эпир? Мěнле анне сире савса çуратнǎ? Мěнле атте ура çине тǎратнǎ? Мěнле ǎспа та хапǎлпа эпир Хамǎр çěре чунпа юратнǎ? Хěр ача: Тǎван чěлхе - атте ǎс-пуçě Тǎван чěлхе - анне сасси. Тǎван чěлхесěр шалкǎм хуçě, Тǎван чěлхе вǎл - пуласси. Каччǎ: Чǎваш чěлхи - тǎван чěлхе Эс - чи пахи, эс - чун уççи Чǎваш чěлхи - тǎван чěлхе, Пин чěлхерен чи çепěççи. Хěр ача: Сирěн умǎрта хореографи композицийě «Çǎкǎртан асли çук». Каччǎ: Çěршывра ǎçта кǎна çитместěп, Пур çěрте те маншǎн пархатар. Хам чǎваш пулнишěн именместěп, Никамран та эпě катǎк мар. Хěр ача: Хам чыса эп куç пекех сыхлатǎп. Юнǎмра мǎнкǎмǎллǎх пур ман. Хам чǎваш пулнишěн мухтанатǎп Эс те, тусǎм, ху камне ан ман. Каччǎ: Итлěр! Васильева Аннапа Петрова Валентина сире юрǎ парнелеççě. Хěр ача: Тǎван чǎваш сǎмахěсем - Мерчен те ылтǎн пěрчěсем! Шǎтса вěри чěремěрте Пучах кǎларǎр пур çěрте. Ăс вучěпе, чун тарěпе Шǎрçаланса куçа йǎпатǎр - Пин-пин этем, тухатнǎ пек, Килентěр, тěмсěлтěр, пǎлхантǎр! Каччǎ: Манми чǎваш шеп юррисем - Чěкеç те шǎпчǎк чěпписем! Уллахсенче, уявсенче, Вǎй картинче те ěç çинче. Хěр ача: Сирěн умǎрта ачасем çамрǎксен ташшине ташласа параççě. Каччǎ: Чǎваш чěлхи илемлě, çепěç - Пит авалхи пуян чěлхе! Кашни чǎваш пěлмешкěн тивěç Ăна…пěлмеççě халлěхе… Ашшě-амǎшěн ǎсě пǎсǎк пулсан Вěрентмě чǎвашла хǎй ачине… Вǎхǎт çитě, вěсем ÿкěнěç Ачи калаçманшǎн чǎвашла. Хěр ача: Çемье хǎй пěчěкрен пистернě, Ачине чǎвашла калаçма. Кам айǎплǎ? Айǎплǎ кунта - Атте-анне. Ăс-тǎнě вěсен çитменрен. Каччǎ: Кěтсе илěр! Наталия Трифонова юрлать. Хěр ача: Кěçěрхи каçра курса ларакансене «Тǎри» ташǎ ансамблě савǎнǎçлǎ ташǎ парнелет. Каччǎ: Юрǎ каять ян та ян, Кайтǎр вěçсе аякка, Итлес килет ман паян Чǎваш чǎвашла юрланине. Хěр ача: Юрлакан халǎх пěтмест теççě. Мěн чул хěн-хур нуша курсан та Кěрекере юрланǎ пек Юрлар паян çак вǎхǎтра. Каччǎ: Итлěр! Чǎваш юррине шǎрантараканě Андрей Трифонов «Тǎванпа хитре тěнче». Хěр ача: Чǎваш йǎли-йěркийěсем, Сирте çěкленÿпе илем! Е сурхури, е çǎварни, Е калǎм та сěрен эрни, Е çимěк, шавлǎ акатуй, Утçи, вырма уявě, туй. Сирěн умǎрта Стерлибашра «Урамри ачасен вǎйисем» ятлǎ хореографиллě композици кǎтартса пěрремěш вырǎна тухса диплом илнисем. Ку вǎйǎсене Ташлыкульте çуралса ÿснě ачасем 30-мěш-40-мěш çулсенче вылянǎ. Каччǎ: Кириллова Еленапа Татьяна Мартынова хальхи ташǎ «Фиеста» ташлаççě. Хěр ача: Хǎть мěнле тулта пулсан та çанталǎк, Кǎмǎл-туйǎм кěрет юрласан. Шухǎш пур, ěмěт пур пурǎнмалǎх, Ăрǎскалě килет хамǎртан. Каччǎ: Çěр çинче пурǎнсан та пин халǎх, Чǎвашсенчен пахи пурпěр çук. Юрǎ пур, ташǎ пур мухтанмалǎх, Савǎнар-ха пěрле пухǎннǎ чух. Хěр ача: Чǎваш юрри. Наталия Павловапа Людмила Данилова юрлаççě. Хěр ача: Чǎваш ташши - шевле ташши, Шух çил ташши, çут хум ташши. Санра хěрÿ хěвел ǎшши, Ăсталǎх тупсǎмě, тěшши. Эс илěртсе куç пǎвнипе Авǎнать-çке пилěк - хулǎ майлǎ, Ура вылять-çке çиçěм пек. Çěр мǎшǎр çаврǎнать сǎпайлǎн. Каччǎ: Сирěн умǎрта чǎвашсен фольклорлǎ халǎх ятне илме тивěçлě пулнǎ ансамбль «Çеçпěл» Хěр ача: Вǎхǎт çитрě сирěнпе сывпулашма. Тавтапуçах сире пирěн чǎвашсен каçне килнěшěн. Каччǎ: Чǎвашла калаçма ан вǎтанǎр, чǎваш халǎхě ěçчен халǎх. Хамǎр чěлхене манас мар! Ěмěрлěхе упрар чěлхемěре. Çÿлтен-çÿле çěклер ăна. Сывǎ пулǎр.

Внеклассное мероприятие День родного языкаВнеклассное мероприятие День родного языка

«Çеçпěл» ансамблěн ертÿçи - Н.С.Васильев, Н.В.Павлова «Тǎри» ушкǎнěпе

Раиса Сурпан тата «Тǎри» ушкǎнě



Н.В.Павлова, пуçламǎш классене вěрентекенě

© 2010-2022