Фольклорный праздник Уличные игры

Раздел Начальные классы
Класс -
Тип Другие методич. материалы
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Есть
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Ача-пăча фольклорě

Ачасен урамри вăййисем

Н.В.Павлова,

Авăркас районě, Кебеç шкулě Коля Миша Ваня Санюк Анна Петя Лисук Вася Тата ытти урамри ачасем Коляпа Ванюк калаçса тухаççě. Вěсен аллинче 12 патакла выляма кирлě япаласем - 12 патак, хăма, пěчěк каска хăма айне хумалли. Коля: Мишапа Петюк ăçта кайнă? Мěншěн выляма тухмаççě. Ванюк: Эпě паян курмарăм вěсене. (Аннана курса) Вă-ăн, Анна! Коля: Анна! Кил кунта!12 патакла вылятпăр! Анна: (Савăнса) О! 12 патакла! Айтăр выляр! Кам шыраканě пулать? Ванюк: Хасăр! Эпě сире шăпа тыттаратăп!(Шěвěр хулă илсе виççěшě те шăпа тытаççě)

Фольклорный праздник Уличные игры

Шăпа тытни Ванюк: О! Коля шыраканě пулать. Эпě тапатăп хасăр. Анна эсě пытанма тăрăш. (Ванюк тапкăча тапсан Аннапа иккěш икě еннелле кайса пытанаççě). Коля: О-о-о! Патаксем мěнле сапаланса пěтнě! Хăçан пуçтарса пěтеретěп? (Патаксене шутла-шутла пуçтарать те хăма çине хатěрлесе хурать) Пěрре, иккě, виççě….вун иккě! О! Ăçта пытанса пěтнě-ши? Мěнле шыраса тупмалла? (Шырать. Пěр енчен тепěр енне чупкаласа шырать. Пěр енчен Аннана курать) Анна, во-он йывăç хыçне пытаннă, куртăм. Тух, Анна! (Коля тапкăчă патне пырса сура-сура калать). Тьфу! Тьфу! Тупрăм! Тупрăм Аннана! Анна: (Тухать) О! Ванюк, хăтар мана. Тепěр вăйăра манăн кěтÿç пулмалла! Коля: Ну, ку Ванюка та тупатăп! (Шырать) Ку енче çук! Анна пытаннă енче пытаннă тăр-ха вăл. (Тепěр енне шырама каять, çав вăхăтра Ванюк чупса тухса тапкăча тапать) О-о! Каллех эпě кěтÿçě! Ытти ачасем килсе тухаççě. Ванюк: Айтăр пурте 12 патакла выляма! Лисук: Çук! Айтăр кăсăялла выляр! Пурте: Айтăр! Айтăр! Кăсăялла, кăсăялла! Санюк: Эпě кăсăя пулатăп! Миша: Çук! Эпě сире сăватăп! Кама тухать, çав кăсăя пулать! (Миша сума тытăнать) Кăлтăр çу, кăлтăр çу Кăлтăр çутти вут çутти! Вут вěлтěрен тăррипе, Сар кайăкăн сассипе, Эс те чипер, эп те чипер Чăн чиперри кěтесре! (Лисука тухать)

Фольклорный праздник Уличные игры

Кам кăсăя пулассине суни Лисук: (Кăсăя пулса вěçнě пек çÿрет) Пурте: Чи, чи, кăсăя, ăçта каян кăсăя? Лисук: Вăрман варрине вěçетěп. Пурте: Ывăнсассăн мěн тăван? Лисук: Чăрăш тăррине ларăп. Пурте: Хырăму выçсан мěн тăвăн? Лисук: Чăрăш йěкелě çийěп. Пурте: Пырна ларсан мěн тăвăн? Лисук: Чавăп, чавăп кăларăп? Пурте: Юнě тухсан мěн тăвăн? Лисук: Кÿлле кайăп çăвăнăп. Пурте: Уру шăнсан мěн тăвăн? Лисук: Вут хутăп та ăшăнăп. Пурте: Вутту тěр-тěр кайсан мěн тăвăн? Лисук: Тапăп, тапăп, сÿнтерěп. Пурте: Уру пиçсен мěн тăвăн? Лисук: Тимěрçе кайăп тÿрлеттерěп. Пурте: Тимěрçě килте пулмасан мěн тăвăн? Лисук: Чупăп, чупăп та пěр шăтăка кěрех кайăп! Санюк: Хасăр эпě кăсăя пулатăп!

Фольклорный праздник Уличные игры

Кăсăялла выляни Коля: Çитě ку вăййа выляса. Айтăр куянла выляр! Пурте: Айтăр! Куянла! (Пурте карталанса тăраççě) Коля: Санюк эсě куянě пул! Пурте: (Юрлаççě) Куянăм, кěр пахчана Ак ак çапла кěреççě. Куянăм, тат сар çеçке Ак ак çапла татаççě Куянăм, çых пуç кăшăл Ак ак çапла çыхаççě. Куянăм, ху патна ил. Ак ак çапла илеççě. Куянăм, тух пахчаран Ак ак çапла тухаççě. Вася: Хасăр эпě куян пулатăп! Санюк: Айтăр чăхла-чěпле выляр!

Фольклорный праздник Уличные игры

Тăманапа чăхла выляни Вася: Эпě тăмана пулатăп. Санюк: Эпě чăххи пулатăп. Пурте ман хыçа тăрăр! Манăн чěпсем пулатăр! Тăмана çěр чавать Санюк: Эй, тăмана, эсě мěн тăван? Вася: Çěр чаватăп! Санюк: Çěр чавса мěн шыран? Вася: Чул пуçтаратăп. Санюк: Чулпа мěн тăван? Вася: Санăн чěппÿсем манăн пахчана кěреççě, çавсен урисене персе хуçатăп. Санюк: О! Суккăр тăмана! Сан куçусем ак çакăн пек пулсан та курмаççě кăнтăрла. Ман куçсем ак çакăн пек пулсан та кураççě. Манăн чěпсен урисене хуçасшăн-и-ха эсě! Суккăр тăмана! Вася: Э-э-э! Эсě мана суккăр тесе мăшкăллашăн-и-ха? Ак чěппÿсене пěрерěн-пěрерěн тытса пěтеретěп! (Хăваласа çÿресе пěр чěппине тытать) Санюк: Ой, суккăр тăмана! Пěр чěппěме тытса кайрě. Сан куçусем çатма пысăккăш пулсан та курмаççě. Вася: Ак хасăр тепěр чěппÿне тытатăп! (Хăвалать. Тепěр чěппине тытать) Ванюк ашшě: Ванюк! Эсě кунта-и? (Ванюка хулă парса) Вăн, пирěн пăрусем тырă çине кěрсе пыраççě. Чупса кайса çавăрса кил-ха. Таврăнсан хурсене çырмана хăвала. Эпě ěçе каятăп! Ванюк: Юрě, хасăр пăрусене илсе килетěп. (Каять) Ванюк ашшě: Ачасем, сире те аннěрсем килте кěтеççě пуль. Анна: О! мансах кайнă. Манăн кишěр йăранне çумламаллаччě вěт! (Чупса тухса каять) Лисук: Мана аппа шыва кайса килме хушнăччě. (Каять) Петя: Хăярсене шăварма шыв йăтмаллаччě. Пурте: О! Нумай вылярăмăр. Пирěн те килте ěçсем нумай! (Пурте чупса тухса каяççě)

Фольклорный праздник Уличные игры

«Тǎри» ушкǎнě

© 2010-2022