Проект Г. Н. Чернов -Герой Советского Союза

Раздел Начальные классы
Класс 3 класс
Тип Презентации
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Есть
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Комсомольски районĕнчи муниципаллă бюджетлǎ вĕренÿ учрежденийĕ «Нĕркеç вăтам шкулĕ»







Георгий Николаевич Чернов -

Совет Союзĕн Геройĕ

проект






Ĕçе хатĕрлекенĕ: 4 - мĕш класра вĕренекен

Евграфова Анастасия

Ертсе пыраканĕ: пуçламăш классене

вĕрентекен Краснова Г. П.















Нĕркеç - 2013


Георгий Николаевич Чернов - Совет Союзĕн Геройĕ.

(Ачасемпе вĕрентекен пĕрле хатĕрленĕ проект ĕçĕ)

Методика кăтартăвĕ

Предметсем: литература вулавĕ.

Проекта хатĕрлекенсем:2 -мĕш класра вĕренекенсем.

Проектăн ертÿçи: Краснова Галина Петровна ( Нĕркеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекен).

Ĕç вăхăчĕ: 3 сехет

Проект тĕсĕ: ушкăнпа ĕçлесси.

Ĕçĕн тĕллевĕ: Сталинград хулине хўтĕлекен ентешсене тупса палǎртасси, презентаци йĕркелесси.

Задачăсем:

1)тĕрлĕ литературăна усă курса Сталинград патĕнчи çапǎçура хутшǎннǎ ентешсем çинчен пĕлесси;

2)ялти паттǎр - Совет Союзĕн Геройĕ çинчен тĕпчев ирттересси.

3) презентаци йĕркелесси, шкулти ачасене паллаштарасси.

Проекта пурнăçланă май хуравламалли ыйтусем:

1) Тǎван çĕр - шыва тǎшманран пирĕн ялтан миçе çын хўтĕленĕ?

2) Сталинград патĕнчи çапǎçура пирĕн ялтан миçе çын хутшǎннǎ?

3) Г.Н.Чернов мĕнле паттǎрлǎхшǎн Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ?

Проекта пурнăçа кĕртмелли меслетсемпе мелсем: шырав, тĕпчев, сÿтсе явни, тишкеру, пĕтĕмлетÿ.

Кирлĕ хатĕрсем: Сталинград патĕнчи çапǎçу çинчен çырса панă кĕнекесем, Комсомольски районĕн энциклопедийĕ,журналсем, альбом, ручка.

Литература вулавĕ урокĕнче эпир Сталинград патĕнчи çапǎçу çинчен калаçрăмăр. Эпир хамǎр тǎрǎхри паттǎрсем çинчен сахал пĕлнине туйса илтĕмĕр. Пирĕн ялтан Сталинград патĕнчи çапǎçура миçе çын хутшǎннǎ?Пирĕн тǎрǎхра Совет Созĕн геройĕ миçе? Г.Н.Черновǎн паттǎрлǎхĕ çинчен т

пчесе пĕлесси. Кăсăклантаракан ыйтусем çине - çинех тухса тăчĕç. Шухǎшлаттаракан ыйтусем çинчен ялти ватăсенчен ыйтса пĕлме шут тытрăмăр, унтан уяв презентаци хатĕрлесе кĕçĕн класри ачесене каласа пăма тĕллев лартрăмăр. Хамǎр тǎрПроект Г.Н.Чернов -Герой Советского Союза паттǎрсем çинчен пирĕн пĕлмеллех? Хатĕрленĕ ĕçе шкулти сайта та лартма шут тытрăмăр. Эпир хатĕрленĕ презентацие ытти шкулти кĕçĕн класра вĕренекенсем те усă курасса шанатпăр.

Пĕрремĕш сехет: тĕпчев тапхăрĕ.

Ушкăнсем çине пайланасси, кашни ушкăна ĕç хушасси, информаци пуçтарни:

1 - мĕш ушкăн Сталинград хулине хўтĕлекнсем çинчен тĕпчет.

Истори предметне вĕрентекен Воронов Владимир Владимирович каласа панинчен çырса илни:

Вǎрçǎ пуçлансан Тǎван çĕр -шыва тǎшманран хўтĕлеме Нĕркеç ялĕнчен пурĕ 260 çын вǎрçǎ хирне тухса кайнǎ. Вĕсенчен 120 ентеш каялла таврǎнайман.Таврǎннисем вара 80 çын. Сталинград хулине ташманран хǎтарнǎ çĕрте пирĕн ялтан виççĕн хутшǎннǎ. Вĕсенчен пĕри манǎн асатте - Воронов Петр Сергеевич, Голубев Петр Федорович, Чернов Георгий Николаевич - Совет Союзĕн Геройĕ.

2 - мĕш ушкăн йăвача пĕçерме вĕренет.

Таллерова Мария Николаевна ( ялти чи ватǎ çын) каласа панинчен çырса илни:

- Эпĕ хам вĕсене астумастǎп, анне каласа панинчен пĕлетĕп. Вĕсем пирĕн тǎвансем. Г.Н.Черновсем Пǎла хĕрринчи касра, çырма хĕрринчен иккĕмĕш килте пурǎннǎ. Эпир вара кўршĕ касраччĕ. Халĕ çак вырǎнта Карпов Владимирсен çемйи вырнаçнǎ. Анне каласа панǎ тǎрǎх вĕсем выçлǎх вǎхǎтĕнче Алтая куçса кайнǎ. Ун чухне ялтан чылай çемье куçса кайнǎ, çавна май колхозне те, ялне те чǎвашла ят панǎ: ялĕ - Волга( Атǎл), колхозĕ - Канаш . Черновсен 5 ача пулнǎ. Унпа пĕр тǎвансем: аппǎшĕ - Чернова Мария Николаевна, пиччĕшĕ - Чернов Николай Николаевич, шǎллĕ - Чернов Василий Николаевич, кĕçĕн шǎллĕ- Чернов Петр Николаевич.

3 - мĕш ушкăн Г.Н. Чернов вǎрçǎ вǎхǎтĕнчи паттǎрла ĕçĕсем çинчен ыйтса пĕлет, кĕнекесенчен, энциклопедисенчен вуласа пĕлет.

1938 - мĕш ҫулта Г.Чернов салтака кайнă, 1940 - мĕш ҫулта салтакран таврăннă. Барнаулта хаҫат кăларнă ҫĕрте ĕҫленĕ.1941 - мĕш ҫулта Тăван ҫĕре тǎшман тапǎнать.1942 - мĕш ҫулта вăл вăрҫа кайнă. Сталинграда, Украинăна хÿтĕленĕ. 1944 - мĕш ҫулта вăл вăрҫăран аманса таврăннă, тăван шкулта учитель пулса ĕҫленĕ. Вăл суранĕсем тÿрленсен,тепĕр хут вǎрçа кайнǎ, Румыние хÿтĕленĕ.1944- мĕш ҫулхи августăн 20-мĕшĕнче Чернов ертсе пыракан рота Берлешти ялне ирĕке кăларнă. Августăн 21- мĕшĕнче Ербичени ялне ирĕке кăларнă май 50 тăшман салтакне плена илнĕ. Ҫак ҫапăҫура Г.Н. Чернов йывăр аманнă, плена лекнĕ.Ǎна фашистсем нумай асаплантарнă, анчах вăл тăшмана парăнман.Тăшман салтакĕсем Г.Н.Чернова бензин сапса ҫунтарса янă. 1945 мĕш çулхи мартǎн 24 -мĕшĕнче ǎна Совет Союзĕн Геройĕ ятне панǎ.

Иккĕмĕш сехет: хатĕрленÿ тапхăрĕ. Пуçтарнǎ информацие усǎ курса презентаци йĕркелени.

Виççĕмĕш сехет: Хатĕрленĕ презентаци тǎрǎх Г. Н.Чернов паттǎрлǎхĕпе ытти класри ачасене паллаштарни.

Усǎ курнǎ литература:

П.П. Таллеров. Уголок моей души, Чебоксары, 2001г.

Энциклопедия Комсомольского района.

Чувашская республика, Память, 3 том., Чебоксары, 1996г.








Заявка

на участие в районном Конкурсе проектов учащихся начальных классов в 2014 - 2015 учебном году

ОУ

Название работы

Предмет

ФИ участника

ФИО руководителя

МБОУ

« Нюрге

чинская СОШ»

Г.Н.Чернов - Совет Союзĕн Геройĕ

Литератур ное чтение

(литература вулавĕ)

Голыева Дарья

4.01.2004г р

Краснова Галина Петровна







© 2010-2022