«Атьăр-ха, Нарсписем!» конкурс сценарийĕ

  2015 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ К.В.Иванов, историк, поэт, драматург, куçаруçă, прозаик, фольклорист, ÿнерçĕ тата паянхи чăваш литературин никĕслевçи пулса кĕрсе юлнăскер, çуралнăранпа 125 çул çитет. Унăн пултарулăхĕ - пĕтĕм тĕнче культурин пуянлăхĕ.   Константин Васильевич Ивановăн культура еткерĕн тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕшне шута илсе, ăна асра тытас тата обществăна литературăпа çывăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе 2015 çула К.В.Иванов çулталăкĕ ...
Раздел Классному руководителю
Класс -
Тип Другие методич. материалы
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

«Атьăр-ха, Нарсписем!» конкурс

Килчĕ ырă çуркунне,

Килчĕ ячĕ ашăтса

Хĕвел савать тĕнчене,

Хĕл ыйхинчен вăратса.

Çуркуннепе пĕрле чи илемлĕ, чи ăшă туйăмлă, чи хаваслă уяв та çитрĕ.

Пур аннесене, хĕрарăмсене, хĕрсене, хĕр ачасене уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр! Ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунатпăр.

Халĕ вара «Атьăр-ха, Нарсписем» ятпа йĕркеленĕ конкурса пуçлатпăр.

Тăвăллăн алă çупса хĕрсен ушкăнĕсене кĕтсе илетпĕр.

1-мĕш конкурс - ушкăнсемпе паллаштарасси (визитка команды) 5 класс хĕрĕсене сăмах паратпăр . (Ыттисем айккинелле пăрăнса тăраççĕ)

Вăйăсенче ун сасси
Кайăк сасси евĕрлĕ,

Ахăлтатса кулнă чух,

Çирĕп çын ку темелле.

Вăйă саланичченех

Савăнтарать сассипе.

Ирхи çалтăр хăпарса

Йăл-йăл кулать тÿпере тесе çырнă К. Иванов Нарспи пирки. Пирĕн Нарсписем еплерех юрлама пĕлеççĕ-ши, итлесе пăхар-ха.

Юрă конкурсĕ. (6-мĕш класс хĕрĕсем пуçлаççĕ)

Ярăнтарса, явăнса

Шăпăр кĕвви ташлатать.

Кĕрĕс-кĕрĕс ташласа,

Пÿрт урайĕ кисренет.

Маттур пуса каччисем

Вăйран тухса сикеççĕ,

Вĕсем хыççăн хĕрĕсем

Такмакĕпе сĕтеççĕ…

Ташă конкурсĕ (7-мĕш класс хĕрĕсем пуçлаççĕ)

Хĕвел тухнă тухманах

Тĕтĕм кайрĕ ял çинче.

Куçне уçнă-уçманах

Чăваш ларать мунчинче.

Çимĕк кунĕ йăлипе

Çынсем мунча кĕреççĕ,

Çимĕк курăкĕпеле

Çанçурăмне хĕртеççĕ.

(Ват аттесем, аннесем

Çапла хушса хăварнă.)

Çапла паян чăвашсем

Мунча кĕрсе тасалнă.

Чăвашсен йăла уявĕсем нумай. Атьăр-ха паян хăшĕ-пĕрисемпе паллашар. (8-мĕш класс хĕрĕсем пуçлаççĕ)

Пурте пĕлетĕр ĕнтĕ кăçал питрĕн республикăра К.В. Иванов çулталăкĕ.

Çавăнпа та унăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравламалла пулать .

Çырма юхать кĕрлесе

Аслă ялăн çумĕпе.

Хĕвел тĕрĕ тĕрлесе,

Вылять унăн шывĕпе

Тăрă шывăн ăшĕнче

Кăвак пĕлĕт явăнать,

Ватă йăмра тайăлса

Тĕсне пăхса савăнать .

Акă кĕпер çийĕнче

Старик ларать вăлтапа,

Йăпăрт-япăрт пуллине

Улталасшăн ăманпа.

К.В.Иванов çырнă йĕркесене вуламассерен куç умне чĕрĕ укерчĕк тухса тăрать.

Халĕ «Чи пултаруллă Нарспие» палăртăпăр. Ушкăнри пĕр хĕр ачан К. В. Ивановăн сăввине каласа памалла.

Ирех тăрать, тумланать

Нарспи ĕçе тытăнать:

Е пурçăн çип илет те

Юрла-юрла тĕрĕ тăвать;

Е çĕлеме ларать те,

Çĕвви шăрçа пек пулать,

Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă

Пĕр кĕрет те пĕр тухать.

Малалла çакăн пек конкурс пулать.

  1. Чăваш кĕпи çине тÿме çĕлесе лартмалла та хăвăртрах тăхăнса ямалла.Кам тирпейлĕрех те хăртрах çĕлесе пĕтерсе тăхăнса ĕлкĕрет, çав «Çĕвĕ ăсти» ята ята çĕнсе илет тивĕçет..

  2. «Чи çăмал ал-ураллăĕçчен Нарспи» ята кам тивĕçĕ-ши тата?. Çакăнта тТĕрлĕрен кĕрпене пĕрле хутăштарнă. Хĕр ачасен вĕсене уйăрмалла. Кам нумайрах уйăрса пуçтарса ĕлкĕрет.

  3. Нарспи апат-çимĕç пĕçерме те ăста пулнă.

  4. Е сак çинчи кушакĕ

  5. Питне çава пуçласан,

  6. Апат хатĕр хăнашăн

  7. Алли-ури çăмăлран… тенĕ ун пирки поэт.

  8. «Чи тутлă пĕçерекен НарспиАпат-çимĕç ăсти»конкурс . Хĕрсен чЧуста çăрмалла.

10 «Чи тирпейлĕ Нарспи» конкурс. Шашкăсене кам хăвăртрах шăлса пуçтарса пĕтерет?

«Чи илемлĕ Нарспи» конкурс

Ешĕл курăк хушшинче

Сап-сарă чечек ÿсет,

Аслă Силпи ялĕнче

Нарспи ятлă хĕр ÿсет.

Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм,

Хирти сарă чечек пек.

Икĕ куçĕ хуп-хура,

Икĕ хура шăрçа пек.

Явăнаççĕ хыçалта

Çивĕт вĕçĕ кăтрисем.

Утса-утса пынă чух

Шăнкăртатаç тенкисем…

11 «Чи илемлĕ Нарспи». Хĕрсен хăйсен çÿçне икĕ çивĕт туса çивĕтлемелле те кĕвентепе шыв ăсма каймалла. Утнă май хăйсен хитрелĕхне кăтартмалла.



© 2010-2022