Эп чăваш пулнишĕн мухтанатăп! Концерт сценарийĕ

Тенчери халахсен таван челхе кунне1999-меш султанпа ЮНЕСКО организацийен Асла конференцийе пусаравепе нарас уйахен сирем перремешенче палла тавассе.  Чавашсен палла сутта каларуси И. Я. Яковлев сапла сырна: "Халах шухашлаве тата тавра кураме таван челхере аван паларать. Саванпа таван челхесер пелу сук". Сын пурнас таршшепе нумай-нумай челхене алла илме пултарать, сапах та таван челхе вайепе ачаран йеркеленнне ас-танпа тавракурам нихасан та сухалмасть. Челхе- халах культурипе хайне еверлехне упра...
Раздел Классному руководителю
Класс -
Тип Рабочие программы
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение

«Большечеменевская СОШ»



Утверждаю

Директор: _________Медведева М.В.








Сценарий концерта



«Эп чăваш пулнишĕн

мухтанатăп!»




Автор: учитель чувашского языка

и литературы Селиверстрова Э.И.



с. Большое Чеменево-2014

Эп чăваш пулнишĕн мухтанатăп!

Концерт сценарийĕ

Вĕрентекен: Мĕн калар-ши сире, мĕн калар-ши?

Чун-чĕре хушнипе мĕнле юрă пуçлар-ши ?

Чăваш юрри хисепре, ăна усрар чĕрере,

Юрла-юрла савăнар, пĕрне пĕри ыр сунар.

I.

Фролова Карина:

Эп - чăваш ачи, саватăп

Хамăрăн Чăваш çĕрне

Вăл кипке те ман, сăпка та.

Ăна манмăп ĕмĕрне.

Хумханать-и аслă Атăл,

Каш кашлать-и сĕм вăрман -

Савнă çĕрĕм- шывăм ман вăл,

Сас парать мĕн авалтан.

II. Ананьева Ангелина: Мухтав юрри.

Пăлхарсенчен хунанă пирӗн халăх

Чăваш ятпа ян кайрӗ тӗнчере.

Пурнать илем, йӗркелӗх пархатарлăх

Çӗр пин сăмахлă пирӗн чӗлхере.

Атте-анне ялан асра пурнайтăр,

Асли ан пултăр çăкăр-тăвартан.

Ака-сухи пирте алран ан кайтăр,

Ан уйрăлтăр тус-йыш çӗртен-шывран.

III.

Юрă: Илемлӗ, илемлӗ…

1.Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш тĕрри,

Илемлĕ чăваш тĕрри те тĕрлеме пĕлсен кăна.

2.Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш кĕпи,

Илемлĕ чăваш кĕпи те тăхăнма пĕлсен кăна.

3.Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри,

Илемлĕ чăваш юрри те юрлама пĕлсен кăна.

4.Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш ташши,

Илемлĕ чăваш ташши те ташлама пĕлсен кăна.

5.Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш чĕлхи,

Илемлĕ чăваш чĕлхи те калаçма пĕлсен кăна.

IV.

Юрă: Урам аякки кăвак çеçке.

1.Урам аякки кăвак çеçке 2х.

Тайла-тайла татар-и те

Тайла-тайла татар-и?2х.

2.Ик кас хĕрĕпе пĕр пулсан 2х.

Пухна-пухна юрлари те

Пухна-пухна юрлари?2х.

3.Çÿллĕ ту çине хăпарсан 2х.

Анас тесе ан калăр та

Анас тесе ан калăр. 2х.

4. Каçхи вăййа та тухсассăн 2х.

Кĕрес тесе ан калăр та

Кĕрес тесе ан калăр. 2х.

V.

Чăваш ташши.

VI.

Юрă : Линкка, линкка…

1.Линкка-линкка авкаланма юман хăма кирлĕ 2х.

Хальте юман 2х. тата юман кирлĕ2х.

2.Йăкăш-якăш шукалама яка хăма кирлĕ 2х.

Халь те яка 2х. тата яка кирлĕ.

3.Ик алăпа сулкалама кĕмĕл сулă кирлĕ 2х.

Халь те кĕмĕл 2х.тата кĕмĕл кирлĕ.

VII.

Кай-кай Ивана

1.Кай-кай Ивана!

Ма каймастăн Ивана?

Унтан лайах пуян каччă

Ялта тупаймастăн.

2.Сара кайăк ма пултăм,

Турат синче ма лартăм?

Анне мана лайăх тесе

Ивана сутасшăн.

3.Кай-кай темесен те

Хам та кайма пĕлетĕп.

Мана савать мана илет

Ялти сарă каччă.

VIII.

Юрă: Тнкки-тнкки параппан.

1.Тÿнкки-тÿнкки параппан та

Çапмасăрах тÿнклетет.

Эпир ваййа тухсассан та

Чĕнмесĕрех çын килет.

2.Атьăр ваййа пуçлар-и те

Вăй кĕввине калар-и?

Вăйă ĕевви пĕр сумлăх та,

Пирĕн вăйă çĕр сумлăх.

3. Тавай таша пуçлар-и те

Таш кĕввине калар-и?

Ташă кĕвви çĕр сумлăх та,

Пирĕн вайă пин сумлăх.

IX.

Такамакскем.

1. Утса килтĕр-и, чупса килтĕр-и,

Ěçĕрсене пăрахса пире курма килтĕр-и?

2.Ма пăхатăр мачча çине, мачча хура тетĕр-и?

Ма пăхатăр пирĕн çине, пултараймасть тетĕр-и?

3. Хитре кĕпе тăхăнтăмăр, шурă саппун çакрăмăр.

Юрлама та, ташлама та, сире курма тухрăмăр.

4. Сикĕр.сикĕр шывалла, шыв сирпĕнсе тăмалла,

Ташлăр-халĕ ташшине те çын тĕлĕнсе тăмалла.

5.Шурă тутăр паттис мар, паттисран та кая мар.

Эпир кунта артист мар, артистран та кая мар.

6. Шап-шурă купăста, эп ташлама пит ăста.

Купăс лайăх каласан, эп ташлама пит ăста.

7. Сăпаççипă куккукне çич çăмарта тунăшăн,

Сăпаççипă хăнасене пире курма килнĕшĕн.







© 2010-2022