Урок по теме Ю. Скворцов пултарулăхĕ. «Ултăк» калава тишкересси

Тема: Ю.Скворцов пултарулăхĕ. «Ултăк» калава тишкересси.Урок тĕсĕ: Писатель пурнăçĕпе пултарулăхне вĕренмелли, хайлава вуласа тишкермелли        урок. Урок: Çĕнĕ темăна вĕренсе хайлава тишкермелли  урок Урок тĕллевĕсем: 1. Юрий Скворцов  пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарасси.                                2. «Ултăк»  калава тишкересси                                3.Калаври çут çанталăк ÿкерчĕкĕсене сăнланине тупса вуласси, ун                                   илемлĕхне курма; тĕп герой хăйĕн йăнăшĕсене ăнланса илнĕ                                   вырăнсене тупса вуласа, унăн чун туртăмĕсене тĕрĕс ăнланма                                   пулăшасси..                                4. Ачасен пуплевне аталантарасси: хайлава илемлĕ вулама, содержани                                      каласа пама  малалла хăнăхтарасси, илемлĕх мелĕсене, каларăшсене                                       тупма вĕрентесси.                                5. Сăнарсене хак пама хăнăхтарасси.                                6. Ашшĕ-амăшне хисеплес, юратас туйăма аталантарасси, вĕсен умĕнчи                                                       тивĕçе ăнланса хаклама хăнăхтарасси. Вĕсене ватлăхра пулăшса тăма                                     тивĕçлине туйтарасси; пурнăçра йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшса                                     пыма вĕрентесси.   Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ; калаçу; ыйту-хурав; илемлĕ вулав; содержани  калаттарни; тишкерни; кирлĕ вырăнсене тепĕр хут вулани; пĕтĕмлетни; танлаштаруллă характеристика тутарни; ÿкерчĕкпе усă курса калаçу йеркелесси; харпăр хăй тĕллĕн шухăшласа çырни; словарь ĕçĕ; ачасем каласа пĕлтерни(доклад)   Словарь ĕçĕ:1) кăкшăм, хура ĕç,ула тăпа, улăх, кункра, чăкăт, вучах; 2) «тĕнче шавкăнĕ пăсăлнă», пилĕк хуçми ярса тăхăннă шур пÿс кĕпеллĕ», «шывран илсе каççине хурса тенĕ пек» сăмах çаврăнăшĕсемпе ĕçлесси.     Предметсем хушшинчи çыхăну: вырăс литератури, вырăс  чĕлхи
Раздел Классному руководителю
Класс -
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Есть
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Тема: Ю.Скворцов пултарулăхĕ. «Ултăк» калава тишкересси.

Урок тĕсĕ: Писатель пурнăçĕпе пултарулăхне вĕренмелли, хайлава вуласа тишкермелли урок.

Урок: Çĕнĕ темăна вĕренсе хайлава тишкермелли урок

Урок тĕллевĕсем: 1. Юрий Скворцов пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарасси.

2. «Ултăк» калава тишкересси

3.Калаври çут çанталăк ÿкерчĕкĕсене сăнланине тупса вуласси, ун

илемлĕхне курма; тĕп герой хăйĕн йăнăшĕсене ăнланса илнĕ

вырăнсене тупса вуласа, унăн чун туртăмĕсене тĕрĕс ăнланма

пулăшасси..

4. Ачасен пуплевне аталантарасси: хайлава илемлĕ вулама, содержани

каласа пама малалла хăнăхтарасси, илемлĕх мелĕсене, каларăшсене

тупма вĕрентесси.

5. Сăнарсене хак пама хăнăхтарасси.

6. Ашшĕ-амăшне хисеплес, юратас туйăма аталантарасси, вĕсен умĕнчи

тивĕçе ăнланса хаклама хăнăхтарасси. Вĕсене ватлăхра пулăшса тăма

тивĕçлине туйтарасси; пурнăçра йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшса

пыма вĕрентесси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ; калаçу; ыйту-хурав; илемлĕ вулав; содержани калаттарни; тишкерни; кирлĕ вырăнсене тепĕр хут вулани; пĕтĕмлетни; танлаштаруллă характеристика тутарни; ÿкерчĕкпе усă курса калаçу йеркелесси; харпăр хăй тĕллĕн шухăшласа çырни; словарь ĕçĕ; ачасем каласа пĕлтерни(доклад)

Словарь ĕçĕ:1) кăкшăм, хура ĕç,ула тăпа, улăх, кункра, чăкăт, вучах;

2) «тĕнче шавкăнĕ пăсăлнă», пилĕк хуçми ярса тăхăннă шур пÿс кĕпеллĕ», «шывран илсе каççине хурса тенĕ пек» сăмах çаврăнăшĕсемпе ĕçлесси.

Предметсем хушшинчи çыхăну: вырăс литератури, вырăс чĕлхи

Литература теорийĕ: калав çинчен аса илесси; Калав - çын пурнăçĕнчи пĕр-ик ĕç е пулăм

çинчен калакан пысăках мар прозăлла хайлав.

Танлаштаруллă характеристика - сăнар курăмлăрах,уçăмлăрах пултăр тесе икĕ е виçĕ сăнар çинчен черетпе çырса кăтартни.

Психологиллĕ сăнлăх - геройсен характерне чун-чĕре хусканăвĕ, кулянăвĕ урлă кăтартни. (Çак йĕркесене кĕртме пулать: «Чухăнччĕ-и Володя уйăхсерен пĕр вунă тенкĕ те пулин амăшне укçа ярса пама? Чĕлхесĕрччĕ-и вăл амăшĕн сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлме?»)

Ăшри монолог - герой хăй ăшĕнче шухăшлани. Ăшри монолог тепĕр

чухне герой шухăшлавĕпе, хăш-пĕр чух автор шухăшлавĕпе пĕрлешсе

каять. (Саша амăшĕ патне янă йĕркесенче палăрать).

Урокра кирлĕ хатĕрсем:1.çыравçă портречĕ

2. учебник

3. Ю.Скворцов кĕнекисен куравĕ

4. проектор

6.PowerPoint программăра хатĕрленĕ слайдсем

7.компьютер

8. «Ултăк» калав тăрăх тунă ачасен ÿкерчĕкĕсем

Урок эпиграфĕ: Кайăк хитре тĕкĕпе, этем ырă ăсĕпе.













УРОК ЮХĂМĔ

1.Класа урока йĕркелени: сывлăх сунни; класра кам пуррипе çуккине палăртни.

2. Çĕн темăна ăнлантарни.

1) Писатель пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарни.

Учитель сăмахĕ. Юрий Скворцов - чăваш литературинче 1950-1970 çулсенче хастар ĕçленĕ пултаруллă çыравçă, илемлĕ проза ăсти. Юрий Скворцов Муркаш районĕнчи Хурăнкасси ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринчен уйрăлса кайнăран каярахпа ывăлĕ ашшĕ-патĕнче, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче,пурăннă. Кунтах вăтам шкул ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче чăваш чĕлхипе литература факультетĕнче вĕреннĕ. Унтан вăл Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта, тĕрлĕ хаçат-журналта ĕçленĕ. 1977 çулта чирлесе вилнĕ.

Юрий Скворцов литература ĕçне сăвăсенчен тытăннă.Хăйĕн сăввисенче, калавĕсемпе повĕçĕсенче вăл çамрăксен пурнăçне, шухăш-туйăмне, ĕçне-хĕлне сăнласа кăтартать. Унăн сăнласа парас ăсталăх хайлавран хайлава ÿссе пырать. Писатель пурнăç пулăмĕсене çиелтен ÿкерсе кăтартнипех çырлахмасть, вĕсене тымартан тĕпчет. Çавна пула ĕнтĕ ÿкерекен сăнарсен характерĕсем кăткăс, чĕрĕ çынсенни пекех ĕнентерÿллĕ. Çакна эпир «Хĕрлĕ мăкăнь», «Çын ăшши», «Сăваплă вут» повĕçсенче, «Юрăç Ваççа», «Парăм» т.ыт. калавсенче курма пултаратпăр.

Ача-пăча калавĕсем те чылай çырнă писатель, паллăраххисем шутне «Хур çăмарти», «Чĕкеç чĕппи», «Сăвăслан пылĕ», «Рак», «Кулине инкен хура чăххи» т.ыт. те кĕртме пулать. Халăх унăн хайлавĕсене юратса вулать.

2) «Ултăк» калав тăрăх ĕçлесси ( калава ачасен килте вуласа тухса план çырмалла пулнă, ÿкерчĕк ÿкермелле пулнă).

3) Килти ĕçĕ тĕрĕслени:

- «Ултăк» калав тăрăх тунă ÿкерчĕксене ачасем пĕрерĕн доска умне тухса çакаççĕ.

- Ачасем хăйсем çырнă плансене вуласа параççĕ.

1.Володя тăван яла хăнана килни

2.Мĕн тери ырă вăл аннепе пĕрле сĕтел хушшинче ларма!

3.Килте: тăван тавралăхра

4.Володя хулана тухса кайнă кун

5.Амăшĕ вилни

6.Володя хăйĕн йăнăшне ăнланни

- «Ултăк» калавăн содержанине калани.

Çамрăк учитель Володя, хулара ĕçлекенскер, яла тăван амăшне курма каять. Унта вăл тăван тавралăха курса савăнать.Тепĕр кунне Володя кунĕпех тăван тавралăха курса çÿрерĕ. Хăйĕн ачалăхне аса илчĕ. Ачалăхра ăна ытларах хĕвеллĕ кунсем аса килеççĕ. Хăй çуралса ÿснĕ пÿрт, тайăлса кайнă пулин те, уншăн çав тери хăтлă, кăмăллă. Амăшĕ пĕччен пурăнать. Тăватă ывăл çуратса ÿстернĕ вăл, анчах пурте тăван килтен тухса кайнă. Ватă амăшне Володя хĕрхенет, ăна пулăшмалли çинчен вара аса та илмест. Тепĕр çултан амăшĕ сасартăк вилсе каять. Вара Володя тин амăшĕ йывăрлăхра пурăннине ăнланса илет: вăл ăна укçа-тенкĕпе те пулăшман, сывлăхĕпе те интересленмен.

- Ыйтусем тăрăх ĕçлесси.

1) Мĕнле проблема тухса тăрать ку калавра? (Çемьери ачасем, ашшĕ-амăшĕпе ачасем хушшинчи хутшăну).

2) Калавăн тĕп шухăшĕ? ( Автор атте-аннене хисеплемеллине, пулăшмаллине аса илтерет)

3) 2-3 абзацсенче амăшĕн ывăлĕсем çинчен мĕн пĕлтĕмĕр? ( Володя-учитель, Илле-инженер, Çитăр-бухгалтер, вĕсем хулара пурăнаççĕ, яла темиçе çул та килсе курман)

4) Ялалла сукмакпа утнă чух Володя мĕн çинчен аса илет? (Ачалăха, каникула таврăнни, несĕлĕсем аса килеççĕ, киленÿ туйăмĕ çуралать.)

5) Тăван ялĕпе хăйсен пÿртне курсан Володьăн мĕнле шухăшсем çуралаççĕ? (Çурчĕсем пурин те тенĕ пекех çĕнĕскерсем. Киввисен умĕнче те пурасем лараççĕ. Волдьăсен çеç пÿрчĕ мĕнле пулнă çаплпх юлнă)

6) Володьăпа амăшĕ калаçăвĕнчен эпир мĕн пĕлтĕмĕр? Сăнăр: амăшĕ мĕн тăхăннă, хăйне мĕнле тытать, мĕн-мĕн тăвать, ывăлне мĕн çинчен каласа парать? ( Амăшĕпе ывăлĕ хушшинче чуна уçса калаçни курăнмасть, амăшне мĕн пулăшса хăвармалли çинчен те ыйтмасть. Амăшĕн сывлăхĕ çинчен те, мĕнле пурăнни çинчен те ыйтса пĕлмест.)

7) Амăшĕ хăйĕн пурнăçĕ çинчен мĕн каласа парать? Пурăнма йывăрришĕн ÿпкелешет-и? Хайлаври йĕркесемпе хуравлăр.( муталанкаласа пурăнкалап.., шывран илсе каççине хурса тенĕ пек,унтан ыратать, кунтан сурать, вăл çитмест, ку çитмест, хисеп çук.)

8) Мĕн чухлĕ пурăнать Володя амăшĕ патĕнче, мĕн пулăшса хăварать вăл ăна?

9)Амăшĕ ывăлĕ валли хулана илса кайма мĕн-мĕн хатĕрлет? ( пысăк кукăльсем, темиçе чăкăт, сăра вĕретме салатпа хăмла, пĕр михĕ çĕр улми)

10) Мĕншĕн амăшĕ чунтан хурланса йĕрет? ( Хулара пурăнакан Володя амăшне 5 çул

иртсен çеç килсе курма шутлать. Амăшĕпе тĕл пулса ырă сăмах каламасть. Çавăнпа та

амăшĕ пĕтĕм чунтан хурланать, хăйне лăплантарма йĕре-йĕре çерем çине чупать).

11) Ывăлĕн мĕнле сăмахĕсем хыççăн амăшĕн кăмăлĕ çĕкленет? ( Анне, эс ан макăр-ха.. Эпĕ

час-часах килĕп..)

12) Тепĕр çултан Володя мĕнле хыпар илет? Саша амăшĕ патне янă çырăва илсен вăл

хăйне мĕнле туять ( аран-аран вуласа тухкаларĕ, чĕлхсĕр пек пулса ларчĕ).

13) Калав мĕнпе вĕçленет тата вăл пире мĕнле пулма вĕрентет?

Физкультминутка

Ула тăпа, ултăк» проект ĕçĕ (презентаци)

1) Ула тăпа юрри калавра миçе хутчен тĕл пулать? ( 1-мĕш хут - ача чухне Володя ăна

темиçе хутчен те илтнĕ, 2-мĕш хутĕнче амăшĕ Володьăна лашапа автобус чарăнăвне леçме

кайсан илтет, амăшĕнчен çак кайăк çинчен ыйтать, 3-мĕш хут - хайлав вĕçĕнче)

2) Словарь ĕçĕ:

Ултăк, ула тăпа- горлица, вяхирь, дикий голубь.

Урок по теме Ю.Скворцов пултарулăхĕ. «Ултăк» калава тишкересси.Урок по теме Ю.Скворцов пултарулăхĕ. «Ултăк» калава тишкересси.

Урок по теме Ю.Скворцов пултарулăхĕ. «Ултăк» калава тишкересси.

3) Ула тăпа çинчен

Ула тăпа кăвакарчăнсен йышне кĕрет. Раççейре пилĕк тĕрлĕ ула тăпа пуррине палăртнă. Лайăх пăхса тăрсан вĕсем 15-18 çул пурăнма пултараççĕ. Унăн тушки 25-27 см. Хăмăртарах тĕслĕ. Çунаттисем вĕçлекерех, ури лаппи хĕрлĕ тĕслĕ мăйĕнче хурапа шурă йĕр. Вĕсем кăвакарчăнсем пекех тĕрлĕ тĕш-тырăпа тăранса пурăнаççĕ.

4)Автор калава амăшĕ ула тăпа çинчен юрланипе тата произведение çак кайăках хурлăхлăн уласа макăрнипе вĕçлесе мĕн каласшăн пулнă? (Автор калава амăшĕ ула тăпа çинчен юрланипе тата çак кайăках хурлăхлăн уласа макăрнипе вĕçлесе вулаканăн чунне витересшĕн пулнă) Калав вĕçĕнче ула тăпа «хурлăн уласа» урăхла макăрать: « ..Ул уссине курмарăм» тет. Володьăран, унăн пиччĕшĕсенчен ватă çын чĕптĕм усă та кураймарĕ, шанса кĕтнипех çĕре кĕчĕ. Ултăк кайăк хурланни халь Володя хурланни те, анчах та ĕнтĕ кая юлнă, вăхăт иртнĕ.

5) Çак калаври пек тĕслĕх пурнăçра пулма пултарать-и?

ПĔТĔМЛЕТŸ.

- Ю.Скворцов калавĕ кашни çынна шухăшлаттарма тивĕç. Эпир аннесем умĕнче ĕмĕр парăмра. Калаври Володьăна, Çитăрпа Иллене чунтан сивлес килет, вĕсем чăтмалла мар чунсăрла хăтланчĕç: хăйсене пурнăç çулĕ çине кăларнă амăшне юлашки çула ăсатма та (Володьăсăр пуçне) килмерĕç. Ваттисем çапла каланă: « Хăйĕн ашшĕ-амăшне сума суман çын малалла каяймасть. Пĕр Саша çеç чунлă пулнишĕн ăна килĕштерме пулать.

- Синквейн çырни

1)Амăшĕ

Хуйхăллă, ватă

Юратать, тăрăшать, пăшăрханать

Амăшĕ ывăлĕсене яланах кĕтет

Кĕтекен

2)Володя

Кахал, кăмăлсăр

Пăшăрханмасть, пулăшмасть, ăнланмасть.

Чунсăр Володя амăшĕ патне çÿремест

Чунсăр

3)Саша

Кăмăллă, ырă

Ĕçлет, тăрăшать, пулăшать

Амăшне пулăшса тăракан ывăл.

Ĕçчен

-Килти ĕç:1)Володьăпа Сашăн танлаштаруллă характеристикине çырмалла.

2)«Анне чĕри» ăслав сочиненийĕ çырмалла

© 2010-2022