Урок - КВН по чувашскому языку

Раздел Иностранные языки
Класс 6 класс
Тип Другие методич. материалы
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Есть
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Урок - КВН в 6 классах по чувашскому языку

Цели:

  • повторение и обобщение изученных знаний

  • развитие орфографической зоркости, логического мышления, речи;

  • привитие интереса, любви к родному языку.

Оборудование: карточки с заданиями, мультимедийный экран, презентация чувашских игр.

ХОД УРОКА

I. Организационный момент

II. Работа с эпиграфом «ВырУрок - КВН по чувашскому языку,

Чӑвашла та сӑмахлар,

Иккĕшĕ те халь вĕсем

Чуна ҫывӑх чĕлхесем».

III. Знакомство с планом проведения КВН

- Сегодня у нас необычный урок, он пройдёт в форме КВН. Подведём итог, чему же мы научились за это полугодие.
(Весь класс заранее разделён на 2 команды)

1. Приветствие команд - пĕр-пĕрне саламлани.

2. Разминка капитанов - капитансем тупӑшни.

3. Допишите пословицу - ваттисен сӑмахĕсене ҫырса пĕтерĕр.

  1. Разгадай ребус - ребуспа ĕҫлесси.

  2. Корректор «Исправь ошибки» - йӑнӑшсене тупса тӱрлетĕр.

  3. Чувашские игры - чӑваш вӑййисенене аса илсе пĕрне выляса кӑтартӑр.

IV. Знакомство с составом жюри.

Звучит мелодия песни «Мы начинаем КВН…»

V. Конкурсная программа

1. Приветствие команд

Пĕр-пĕрне саламлани

1 команда - «Мерчен» саламĕ :

Юрласа (мотив песни «Пулӑра»)

Акӑ пуҫтарӑнтӑмӑр

Пурте КВНа.

Кам-ши пулмĕ хапӑл

Унта ҫĕнтерме?

Эпĕр халь пĕчĕккĕ,

Эпĕр вун икккĕре.

Çавӑнпа жюри пире

Ытла хыҫа ан хӑвар!


  1. Хаклӑ, Хĕлхемсем!

Мерчентен сире хӑюллӑ САЛАМ!


  1. Хаклӑ, Хĕлхемсем!

Эсир килнĕ пирĕнпе

Ӑс-хакӑлпа виҫĕнме.

Çӑмӑл пулмĕ ҫĕнтерме

«Мерчен» ятлӑ ушкӑна.


  1. Эй, жюри членĕсем,

Авалхи пекех аван-и?

Çĕнĕ йĕрке туман-и?

Пире хапӑл тӑватра?

Пире хапӑл тусассӑн,

Сиртен ирĕк пулсассӑн,

Эпир хамӑр ӑсталӑха

Хатĕр сире кӑтартма.


  1. Хайт! Хайт! тесен хатĕр пулать.

Айт! тесен алтӑр пулать.

Ыран та мар, паян та мар,

Халь те пулин халех

КВНа ай пуҫлар!

Пурте:

Атьӑр, татар чечекне

Шӑршӑ кĕрсе тӑмалла.

Атьӑр, выляр КВНа

Пурте туслӑ пулмалла!

2 команда- «Хĕлхем» саламĕ:

Юрласа (мотив песни «Пулӑра»):

Акӑ пуҫтарӑнтӑмӑр

Пурте КВНа.

Кам-ши пулмĕ хапӑл

Унта ҫĕнтерме?


  1. КВН ирттерме хатĕр -

Эпир хатĕр яланах!

Эсир йывӑр ыйту парӑр,

Ответ парӑпӑр ҫавӑнтах.


  1. Хаклӑ, «Мерченсем»!

Сире « Хĕлхем» команда

Хĕрӱллĕ салам ярать!

Питсем мĕнле хĕрелчĕҫ,

Чунсем вутпа хĕмленчĕҫ.


  1. Шапа сухан ҫимест тет,

Çисен хуппи юлмасть тет.

«Мерченсем» пире хирĕҫ

Çĕнтересшĕн килнĕ тет.


  1. Ав, ҫĕнтерӱ ҫулĕ -инҫе те мар.

Анчах пит йывӑр.

Сан витĕр ҫеҫ вӑл пулĕ,

Çĕнтермешкĕн ӑс кирлĕ.


  1. Ĕҫетре - ҫиетре, вылятра - кулатра,

Сар хĕвел пек сар хĕрсем,

Кӑшкӑру палли пек ачисем,

Пурте:

Ватти-вĕтти - пурте КВНа курма!

Пирĕншĕн очко хушма!

2.Капитансем тупӑшни.

Ыйтусем ҫине хуравлаҫҫĕ.

а) Чӑваш чĕлхинче миҫе саспалли?

ӑ) Чӑваш чĕлхинче миҫе падеж?

б) Чӑваш Республикинче миҫе хула?

в) Чӑваш Республикинче миҫе район?

г) Кам вӑл И.Я.Яковлев?

д) Кам вӑл К.В.Иванов?

е) Чĕкеҫ мĕн вӑл?

ĕ) Пӑши мĕн вӑл?

3. Ваттисен сӑмахĕсене ҫырса пĕтерĕр.

Ват ҫын - (тӑват ҫын)

Кашни патакӑн - (икĕ вĕҫ)

Çӑкӑр-тӑвар (хире-хирĕҫ)

Çиччĕ виҫ те (пĕрре кас)

Çӑкӑтан (асли ҫук)

Ĕмĕр пурӑн - (ĕмĕр вĕрен)

Куҫ хӑрать те (алӑ тӑвать)

Ĕҫрен ан хӑра - (вӑл хӑй санран хӑратӑр)

4.Тупсӑмне тупӑр.

а) Ĕнчĕ-пĕнчĕ, кĕленче ҫинче пĕр пӑнчӑ. (Куҫ)

ӑ) Икĕ пичче кунĕпе шыва кĕме каяҫҫĕ. (Витресем)

б) Çĕрĕ шурӑ - вӑрлӑхĕ хура. (Тетрадьпе саспаллисем)

в) Çуркунне йыхравҫи … (курак)

г) Вӑрман тухтӑрĕ … (ула такка)

д) Юнĕ пур та чунĕ ҫук (палан, пилеш)

5. Йӑнӑшсене тупса тӱрлетĕр.

туслӑх - дружба йывӑрлӑх - тяжело

кил-йыш - соседи кӱршĕ - семья

ĕҫченлĕх - трудолюбивый кӑмӑл - душа

чун - характер чӑнлӑх - правда


  1. Ребуспа ĕҫлесси.


  1. Чӑваш вӑййисенене аса илсе пĕрне выляса кӑтартӑр. («Лапталла», «Куҫ хĕсмелле», «Тытмалла» …)


  1. Жюри сӑмахĕ. Пĕтĕмлетӱ тӑвасси. Подведение итогов КВН. Слово предоставляется жюри. Награждение.

© 2010-2022