Интегрированный урок на тему «Çăкăран асли çук»

Раздел Другое
Класс -
Тип Видеоуроки
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Алманчăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул

Патăрьел районĕ














Класс тулашĕнче

5- мĕш класс валли

ирттернĕ КВН

«Çăкăртан асли çук»






Урока ертсе пыраканĕ

Алманчăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ

паракан шкулта ěçлекен чăваш

чĕлхипе литература учителĕ: Чихина Светлана Федоровна.


Алманчă 2016ç

«Çăкăран асли çук»

Урок ыйтăвсем:

- çăкăра хисеплеме вĕрентесси.

- калаçу чĕлхине, шухăшлавне, тавракурăмне аталантарасси.

- çут çанталăк пурлăхне упрама вĕрентесси.

Кирлĕ хатĕрсем: пĕçернĕ çăкăр, алшăлли, проигрыватель, плакатсем, ÿкерчĕк, кĕнекесем.

Учитель: Сывлăх сунатăп, ачасем! Вырнаçса ларăр. Айтăр малтан паллашар. Мана Светлана Федоровна тесе чĕнеççĕ. (ачасене тупмалли юмахсем паратăп.)

  1. Мана çынсем кĕтеççĕ, эп килнине курсанахпурте тарса пĕтеççĕ. (çумăр)

  2. Уйăх парать, хĕвел вăрлать (сывлăм)

  3. çамки хура, чĕлхи хĕрлĕ. (кăмака)

  4. Çăкалăхра тăманлăх (çăнăх аллани)

  5. Апат тесен апат мар, унсăр апат тутлă мар.(тăвар)

Тупмалли юмахсем мĕнпе çыхăннă? (çăкăрпа)

Паянхи калаçу мĕн çинчен пулĕ?

-Çăкăр çинчен пынине эсир пĕлтĕр. (Çăкăра кăтартатăп)

Çапла, паян эпир çăкăр çинчен калаçăпăр. Паянхи мероприяти ячĕ: «Çăкăран асли çук»

Çăкăр вăл сĕтел илемĕ,

Çăкăр пурнăç тăсакан.

Вăл пулас кунсен хĕлхемĕ.

Тĕнче ырă - вăл пулсан.

Ертсе пыракан: Ачасем, паян эпир сирĕнпе викторина вăйă ирттерĕпĕр. Викторинăна виçĕ команда хутшăнать. Халĕ виçĕ ушкăна пайланатпăр. ( ачасене виçĕ окрытка пайĕсене валеçсе тухатăп. Открыткăсене тĕрĕс пухса команда йĕркелеççĕ. Кашни команда хăйĕн ятне парать.

Доска çинче çăкăр ӳкерчĕкĕ. Ăна ултă пая пайланă, кашни касăкĕнче тĕрлĕ ĕç панă. Кашни тĕрĕс хуравшăн пĕр бал- пĕрер пучах илет.

Шăпланчĕ пӳрт ăшĕ пĕр си

Пылланчĕ вĕри хир шăрши.

Касаççĕ ак, чĕллĕн хураççĕ,

Савса хăналаççĕ: ас тив.

Ăнăçу сире, вăййа хутшăнакансем!


1-мĕш касăк

Хĕвел пайăрки пек хĕлхемлĕн

Куçать ун ăшши ман ӳте.

Эп ĕмĕт çитнишĕн хаваслă.

Вĕрентнĕ пире ачаран:

«Нихçан çăкăртан ан пул аслă».

Саккун вăл пултăр ялан.

Çăкăр çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене тĕрĕс йĕркелĕр.

1) çăкăр тутине - ĕçлекен пĕлет.

2) çăкăр-тăварсăр çур апат теççĕ.

3) Çăкăртан аслă пулаймăн.

4) Кашни тыр пĕрчинче тар тумламĕ пур.

5) Çăкăр-тăвар хире-хирĕç.

6) Ĕçчен çыншăн çăкăр та кулач пекех.

7) Выçсан çăкăр та тутлă, тăрансан пыл та йӳçё.

8) Килти çăкăр пĕтсен, çын çăкăрĕпе тутă пулаймăн.

2-мĕш касăк

Çĕр чăмăрĕ евĕр çавра

Çĕн çăкăр куратăп умра.

Ун пичĕ - тин тухнă хĕвел -

Сасартăк çуталчĕ тĕпел.

Çăкăр çинчен тупмалли юмахсем калăр.

1) Патакпаа хĕртеççĕ, чулпа хĕстереççĕ, кăварпа пĕçереççĕ, çĕçĕпе ваклаççĕ. Мана пурте юратаççĕ. (çăкăр)

2) Çиелти хытă, варри çемçе, айĕ шурă. (çăкăр.)

3 Пăш-пăш калаçать -чунĕ çук, этем мар (чуста хăпарни)

4. Çăкалăхра тăманлăх ( çăнăх аллани).

5. Кăмакара пилĕк пус укçа выртать (пашалу)

6. Пĕр вакка хĕрĕх çерçи тăкăнать (салма)

З-мĕш касăк

Пиçсе тухнă çĕн çăкăр вĕри,

Вăл хĕвел пек таса' çав тери,

Вăл ĕçченшĕн ялан - чи хакли,

Вăл кун-çулшăн куллен - чи кирли,

Вăл этемлĕхшĕн - ĕмĕр асли.

«Çăкăр икĕ хут пиçет» теççĕ халăхра. (текстри предложенисене тĕрĕс вырнаçтарса калав тăвăр).

Çăкăр малтан уйра тырă тапхăрĕнче хĕвелпе пиçет. Уйра пиçнĕ хыççăн тырра комбайнпа выраççĕ, çапаççĕ, сăвăраççĕ. Кайран тырра авăртаççĕ те çăнăх тăваççĕ. Çăнăхран чуста çăраççĕ. Хыççăн кăмакара пĕçерсе кăлараççĕ. Çакăн пек пиçет кăпăшка та вĕри çăкăр.

4-мĕш касăк

Мухтав сана, тертлĕ хура çĕр!

Мухтав сана тырă ăсти!

Чĕлле эп тытатăп типтерлĕн.

Вăл çăкăр. Ун ячĕ çӳлте.

Ир те, каç та, сивĕре те, ăшăра та çăкăр туса илес ĕçре питĕ нумай çын ĕçлет. Пĕлетĕр -и -ха, эсир вĕсен профессийĕсене?

Суха тăвать, акать - тракторист

Тырра вырать, çапатъ, сăвăратъ - комбайнер (тăпачă)

Тырра армана леçет - шофер

Тырра авăртать - арманçă

Чуста çăрса çăкăр пĕçерет - çăкăр пĕçерекен

Çăкăра пире сутать - сутăçă

5-мĕш касăк

Раççей сĕтелĕ çăкăртан пуян

Тав çакăншăн çĕр ĕçченĕсене.

Эсир çерçи ыйхăллă пулнăран

Сар ылтăн тĕс витет-çке хирсене.

Халĕ эпир выляса илетпĕр. Çаврака тăватпăр. Черетпе çăмха паратăп. Кам çăмхана тытать, ыйту çине хуравлать. Чăвашсем уявсенче çăнăхран тĕрлĕ çимĕç пĕçернĕ. Мĕнле çимĕçсем пĕçернĕ?

Тĕслĕхрен: - Çуралнă кунра (торт)

- Хаклă хăнана кĕтсе илме ( çавра çăкăр)

- Çăварнире (икерчĕ)

- Туй валли (çаврака çăкăр)

- Пукравра (кукăль)

- Сурхурире (йăвача)

- Мăнкунра (кулич, кекс)

- Салтак ăсатнă чух (çавра çăкăр)

- Çимĕкре (икерчĕ)

- Çĕнĕ çулта (торт)

6-мĕш касăк

Вăйă « Культура тата кĕрпе ячĕсене пĕлĕр». Асамçă хутаçра мăнле культура лекет, тĕрĕс хуравламалла.

Халĕ ачасем çăкăр çинчен синквейн йĕркелĕпĕр.

Çăкăр

Ăшă, кăпăшка

пиçет, сивĕнет, тăрантарать

çăкăртан аслă ан пул

çимĕç

Пĕтĕмлетӳ.

Паян мероприятии мĕн çинчен пулчĕ? Çăкăра мĕнле упрамалла.

«(Çăкăртан асли çук», - тесе ахальтен каламан ваттисем.

Сĕтел çине те ытти апат-çимĕçе лартиччен чи малтан çăкăрпа тăвар лартаççĕ. Пепке çут тĕнчене килсен ун ячĕпе çăкăр пуçласа ас тивеççĕ. Ачана çирĕп- сывлăх, вăрăм кун- çул, телейпе пархатар сунаççĕ. Инçе çула тухатъ-и, салтака каять-и, çемъе çавăрать-и - пур чухне те амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкне пуçламан çăкăрпа пиллет, ыррине сунатъ. Тупа тун чухне те çынсем çăкăр çыртса тупа тăваççĕ.

Рефлекси. Мероприти кама килĕшрĕ- симĕс çăврашка кăтартăр. Кама килĕшмерĕ - хĕрлĕ çаврашка кăтартăр.

Çăкăра хисеплесе илемлĕ юрă юрлăпăр

Тепре тĕл пуличчен!

© 2010-2022