Материал для подготовки к олимпиаде по чувашскому языку и литературе

Раздел Другое
Класс -
Тип Другие методич. материалы
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Вăрмар районĕнчи вĕрентÿ пайĕпе çамрăксен политикин администрацийĕ















Чăваш чĕлхипе тата литературипе олимпиада ыйтăвĕсем

( 5-11 -мĕш класс валли)

(2012-2013 вĕренÿ çулĕсем)





































5 класс

Ыйтăвĕсем

  1. Панă сăмахсенче ă е ĕ сасă тухса ÿкме пултаракан сăмахсене тупăр: сарă, ÿхĕ, пултăран, шăпчăк, вĕлтĕрен, турчăка, кĕвенте, кĕрепле, шурă, утă, тутă( 3балл) .

  2. Сас паллисен йĕркине мĕн теççĕ? (1 балл).

  3. Чăваш алфавитĕнче икĕ сасса пĕлтерекен сас паллисем миçе ? (2 балл).

  4. Çырла ячĕсене чăвашла куçарăр (кашни тĕрĕс хуравшăн 1рер балл): рябина, калина, вишня,чёрная смородина, крыжовник, малина.

  5. Каларăшсемпе ваттисен сăмахĕсенче сиктерсе хăварнă сăмахсене тупăр ( кашни тĕрĕс хуравшăн 1рер балл):

а)…рен хакли çук; ă) …па курăн, алпа тытаймăн; б) Ĕçлемесĕр…тăранмасть; в) Нимсĕр… те пиçмест; г) Уркенмен … пулнă;

6. «Тилĕпе ула такка» юмахра тилĕ улатаккана мĕн-мĕн тума ыйтать?(2 балл).

7. Чĕнÿ- йыхрав сăввисем шутне кĕрекен пĕр тĕслĕх тупса çырăр (3 балл).

8. «Йытă юр çинче йăвалансан, ăшăтать» предложени мĕн шутне кĕрет? (1 балл).

9. «Икĕ хĕр» юмахпа «Сарă кун çĕр-шывĕнче» юмах хушшинчи уйрăмлăха палăртăр (2 балл).

10. «Мускав кушакне чапа кăлартăм» хайлаври кушак ячĕ (1 балл).

Хуравсем

  1. Сарă, пултăран, вĕлтĕрен, турчăка, шурă.

  2. Алфавит.

  3. 4: е, ё, ю,я.

  4. Пилеш, палан,чие, хура хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан, хăмла çырли.

  5. Аннерен; куçпа; хырăм; ăста.

  6. Пусă алтма, култарма, квас ĕçтерме, хăратма.

  7. Хĕвел, тух! Хĕвел, тух!

Çупа çăкăр çитереп.

  1. Сăнлав.

  2. «Икĕ хĕр»- литература юмахĕ, «Сарă кун çĕр-шывĕнче»-халăх юмахĕ.

  3. Аттус.







6 класс

Ыйтăвĕсем

  1. Камшăн? Мĕншĕн? ыйтусем хăш падежăн? (1 балл).

  2. Сивĕ (япала ячĕ), сивĕ (паллă ячĕ). Тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр ( 2 балл).

  3. Асанне, кукка, анне сăмахсем çумне 3 сăпатри камăнлăх аффиксĕсене хушăр(3 балл).

  4. Йывăç ячĕсене чăвашла куçарăр (кашни тĕрĕс хуравшăн 1 балл): дуб, берёза, липа, тополь, клён, ель, черёмуха.

  5. Антонимсенчен пулнă 6 мăшăр сăмах тупса çырăр (3 балл).

6. «Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт» юррăн сăввипе кĕввин авторĕ кам? (1 балл).

7. Çак сăнарсенчен хăшĕ «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» калавра çук: Эньтук, Анатолий Михайлович, Елена Андреевна, Çитăр, Жанна, Вера (2 балл).

8. Сак йĕркесен хăш хайлавран илнĕ? (1 балл). Хайлав авторĕ? (1 балл).

Ват Кашкăр кĕтĕве пырса

Каять пĕр сурăха йăтса.

Мулкач курать те катаран:

-Эй, тытăр, тытăр çав вăрра!

9. П.Г.Кипарисов «Юрă» картининче пĕр паллă чăваш поэтне сăнланă. Кам вăл? (2 балл).

10. Юптару сăмахăн пĕлтерĕшне ăнлантарăр (2 балл).

Хуравĕсем

1.Пирке падеж ыйтăвĕсем.

2. Сивĕ (я.я.) пите чĕпĕтет. Сивĕ (п.я.) пÿртре ларас килмест.

3.Асламăшĕ, куккăшĕ, амăшĕ.

4.Юман, хурăн,çăка, тирек, вĕрене, чăрăш, çĕмĕрт.

5. Атте-анне, ирĕн-каçăн, ал-ура, ватă-вĕтĕ, хĕлĕн-çăвĕн, паян-ыран.

6. Ф.Павлов.

7. Анатолий Михайлович, Вера, Елена Андреевна.

8. «Хăравçа мулкач». А.Кăлкан.

9.К.В.Иванов.

10. Ăса вĕрентсе калакан сăвăлла е прозăлла çырнă кĕске хайлав.


7 класс

Ыйтăвĕсем

1.Паллă тунă сăмахсем хăш пуплев пайĕ шутне кĕнине кăтартса çырăр: ăшă шыв, шыва ăшăт, паян ăшă. Вăйлă çил, вăйлă вĕрет, çил вăйлă (3 балл).

2.Çак сăмахсене кирлĕ пек улăштарăр (2 балл):

1) Ферма-пĕрреллĕ хисепре, вырăн падежĕнче;

2) Вун пилĕк-йĕрке хисеп ячĕ, 3-мĕш сăпатра, вырăн падехĕнче;

3. Глаголăн сăпатсăр формисене асăнăр (2 балл).

4. Хутсăр паредложенисене союзсемпе çыхăнтарса хутлă предложени тăвăр (2 балл).

1)Эпĕ ĕнер шкула кайман. Сывмар пулнă.

2) Кĕркунне çитнĕ. Хĕвел пĕçертсе пăхать.

5. Тупсăмне тупăр (2 балл): Мăр-мăр мăрлатать, патаккине тăратать. Пуçĕ -тукмак, хÿри- çурла.

6. «Таня» поэмăри хĕр çуралса ÿснĕ хула ячĕ (1 балл).

7. «Çерем пăсса вир акрăм» юрă мĕнрен тăрать? (2 балл).

8.«Чăваш литературинче икĕ çутăран та çутă çăлтăр ялкăшать: пĕри-Константин Иванов, тепри- …»,- тесе каланă Петĕр Хусакай. Тепĕр çалтăрĕ кам-ши? (3 балл).

9.Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ

Устерсе вăй-хал мулне.

Кĕнекеçĕсем шыраççĕ

Чăвашсен кунне- çулне.

Сăввăн рифмине палăртăр (2 балл). Сăвă ятне (2 балл) тата авторне калăр ( 2 балл).

10.Мĕн вăл тема? (1 балл).




Хуравсем

1.Паллă ячĕ, глагол, паллă ячĕ. Виççĕшĕнче те паллă ячĕ.

2.Фермăра; вун пиллĕкмĕшĕнче.

3.Инфинитив, причасти, деепричасти.

4.Эпĕ ĕнер шкула кайман, мĕншĕн тесен сывмар пулнă.

Кĕркунне çитнĕ пулсан та (анчах) хĕвел пĕçертсе пăхать.

5.Кушак. Автан.

6.Мускав.

7. Ыйтупа хуравран.

8. Çеçпĕл.

9. Хĕресле рифма. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр». П.Хусанкай.

10. Тема- хайлавра мĕн çинчен çырни.


8 класс

Ыйтăвĕсем

1.Çул, уçă сăмахсем омоним пулнине тĕслĕхпе çирĕплетĕр (2 балл).

2.Виçĕ ывăл, виççĕ илтĕм сăмах майлашăвĕсенче хисеп ячĕсене мĕншĕн икĕ тĕрлĕ çырнине ăнлантарăр (2 балл).

3.Панă предложенин схемине йĕркелĕр( 2 балл): Паян çанталăк макăрас пек тăрать.

4. Предложенири чарăну паллине лартăр, мĕншĕн лартнине ăнлантарăр ( 3 балл).

Пĕчĕк ывăлăм Ванюш куншăнах пуçна ан ус.

5. Панă сăмахсенчен тĕрĕс предложени йĕркелĕр ( 2 балл). Çапла, ывăн, кан, вăрман, тăрăх, çÿресен- çÿресен лар.

6.Чăваш Республикин Гимнĕн пĕр çаврине çырса парăр (3 балл).

7. «Тухман çын тухсан тăман тухать тет» ваттисен сăмахĕ мĕнле хайлав эпиграфĕ шутланать? (2 балл). Хайлав жанрĕ (1 балл).

8.Сак йĕркесене хăш хайлавран илнĕ (2 балл). Унăн авторĕ (1 балл).

Пичĕ- куçĕ пит хÿхĕм, хирти сарă чечек пек. Икĕ куçĕ хуп-хура , икĕ хура шăрçа пек.

9. Çак йĕркесем мĕн шутне кĕреççĕ? (2 балл).

-Сывă пулччăр, пур пулччăр, ача-пăчаллă пулччăр; Ырă- тату пурăнччăр, усал сăмах ан илтчĕр.

10.Поэма ăнлав пĕлтерĕшĕ ( 2 балл).

Хуравсем

1.Утă çул- виçĕ çул. Уçă сывлăш- хуçăк уçă.

2.Хисеп ячĕ япала ятне ăнлантарнă чухне пĕр ç, глагола- икĕ ç çыраççĕ.

3.Обстоятельство подлежащи обстоятельство сказуемăй.

4. Пĕчĕк ывăлăм Ванюш, куншăнах пуçна ан ус. ( чĕнÿ сăмахне запятойпа уйăраççĕ_.

5. Çапла вăрман тăрăх çÿресен- çÿресен ывăннипе канма лартăм.

6.Çурхи чечек вăраннă чух,

Хаваслă кун шăраннă чух

Чун савăнать, чĕре сикет,

Çĕршывăм çинчен юрлас килет.

7. «Арçури» поэма. М.Фёдоров.

8.»Нарспи» поэма.

9.Пил сăмахĕ.

10.Поэма-калав е повесть майлă çрнă сăвăлла хайлав.


9 класс

Ыйтăвĕсем

  1. Çак предложенисенче фразеологизмсем тупăр, ăнлантарăр: а) Пирĕн хушăра çил хăваласа çÿрекенсем çук. ă) Эпĕ халăх кăмăлне хуçас темерĕм (2 балл).

  2. Пĕр сăмахах чĕнÿ сăмахĕ те, подлежащи те пулма пултаракан предложени çырăр (2 балл).

  3. Кÿршĕ, тути, хуйхă, хăна, çĕлен, яш- çумне сăмахсем хушса машăр сăмах тăвăр (кашни 2 тĕрĕс хуравшăн 1 балл).

4.Панă предложенире палăртнă сăмах мĕнле предложени членĕ пулать?(1 балл).

Вĕсем алăк патĕнчи сак çинче шăппăн калаçса лараççĕ.

5.Сăмах майлашăвĕн ярăмне малалла тăсăр: турат куçĕ, …(кашни 2 тĕрĕс хуравĕшĕн 1 балл).

6.Çак çынсем литературăра мĕнле псевдонимсемпе палăрнă: Семён Фомин, Михаил Кузьмин, Иван Илларионов, Яков Никифиров, Петĕр Казанков.(1 рер балл).

7. Чăваш çыравçă хĕр арăмĕсен ячĕсене çырса тухăр ( кашни ятшăн 1 рер балл).

8.Строфари илемлĕх мелĕсене тупăр та ăнлантарса парăр (1 балл):

Урхамах пек лашисем Унăн выльăх-чĕрлĕхсем

Утă-сĕлĕ çиеççĕ. Пичĕке пек çÿреççĕ.

9. Публицистика мĕн пулнине ăнлантарăр ( 3 балл).

10. И.Тăхти мĕн ятлă калавра ĕлĕкхи чăваш туйне питĕ ăста çырса кăтартнă? (2балл).

Хуравсем

  1. Çил хăваласа çÿрекенсем (ĕçсĕр ларакансем); кăмăлне хуçас темерĕм (урентерес темерĕм).

  2. Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем парсам пăлхавлă чунăма. Манăн тăван чĕлхе- чăваш чĕлхи.

  3. Кÿршĕ-аршă, тути- маси, хуйхă- суйхă, хăна-вĕрле, çĕлен-калта, яш-кĕрĕм.

  4. Шăппăн-обстоятельство.

  5. Çĕр улми куçĕ, чÿрече куçĕ, ача куçĕ, кăвакарчăн куçĕ, çĕрĕ куçĕ.

  6. Семён Фомин- Хумма Çеменĕ, Михаил Кузьмин- Çеçпĕл Мишши, Иван Илларионов-Иван Иучи, Яков Никифиров- Яков Ухсай, Петĕр Казанков- Хусанкай.

  7. Валентина Элпи, Марфа Трубина, Людмила Сачкова, Елизавета Осипова, Ева Лисина, Лидия Сарине.

8.Урхамах пек лашисем, пичĕке пек çÿреççĕ- танлаштарусем.

9. Публицистика-саманан чи çивĕч, пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатакан жанр.

10. «Шерхулла».

11 класс

Ыйтăвĕсем

1.Илемлĕ сăмахăн синонимĕсене тупăр (1 рер балл).

2. Ĕç хучĕсен тĕсĕсем( 1 рер балл).

3.Атте-анне çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем тупăр (1 рер балл).

4. Çак глаголсене усă курса тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ предложенисем тăвăр ( тĕрĕс 2 хуравшăн 1 балл): çунать, кулать.

5. Сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарăр: дискусси, каччă, мăнттай, перрон. (2 балл).

6.Мĕнле хайлавсенчи сăнарсем -Пи сыпăкпа вĕçленеççĕ? (6 балл).

7.Чăваш литературинчи тĕсе пĕлтерекен произведенисем, вĕсен авторĕсем

( кашни хурашăн 1 рер балл).

8. « Шыв арманĕ» хайлавăн жанрĕ? (1 балл).

9. сăмахсемпе усă курса сăвă йĕрки тăвăр: пуш, хĕвел, курăк, юр (2 балл).

10.Эпопея термина ăнлантарăр (2 балл).

Хуравĕсем.

1. Чипер, хитре, ĕлккен, хÿхĕм, маттур, иленкĕллĕ,селĕи,чиперкке,шеп.

2. Ыйту, справка, шантару, расписка, акт, протокол, килĕшÿ, отчёт, автобиографии, характеристика.

3.Атте-анне сăмахĕ пăсăк мар. Атте-анне пур чухне сутса ярас килет, çук пулсан укçа парса илес килет. Атте-анне усал пул темест, ырă пул тет. Атте-анне ятне ярас мар. Атте-аннерен хакли никам та çук тĕнчере. Атте-аннене пăхма йывăр. Атте-анне пур çинче мĕн шухăш пур пуç çинче.

4. Темшĕн ăш çунать. Вутă хĕрÿллĕ çунать.

Çуркуннехи хĕвел ăшшăн кулать. Пĕчĕк Илюш йăл-йăл кулать.

5.Дискусси - тавлашу; каччă- авланман ача; мăнттай- пысăк çын, перрон- поезд чарăнмалли вырăн.

6.Тайпи- «Хĕн-хур айĕнче» поэма; Нарспи- «Нарспи» поэма; Пинерпи- «Айтар»драма; Салампи - «Салампи»; Силпи-«Силпи- Пăлхар пики» трагедии; Кĕмĕлпи- «Хура çăкăр» роман.

7. «Хĕрлĕ мăкăнь» (Ю.Скворцов).«Шурă хурăнпа калаçни» (Я.Ухсай). «Симĕс ылтăн» ( А.Артемьев). «Ылтăн вăчăра» (Л.Агаков). «Хĕрлĕ-хĕрлĕ мăкăньсем» (Çеçпĕл). «Хура сулă» (Н.Петровская). «Сар çÿçеллĕ сарă тутăр» (В.Алентей).

8. Баллада.

9.Пуш уйăхĕн вĕçĕнче юр ирĕлчĕ васкаса. Хĕвел хыта хĕртнĕрен тухать курăк çăп-çăра.

10. Эпопея-эпика жанрĕн пысăк хайлавĕ.Вăл событисене анлăн ÿкерме май парать, истори енчен пысăк пĕлтерĕшлĕ событисене ÿкернĕ май кулленхи пурнăçа сăнлама пулăшать, вулакана тĕнче шăпи çинчен те, уйрăм çын хуйхи-суйхи пирки те шухăшлама хистет.



10 класс

Ыйтăвĕсем

1.5 хытă, 5 çемçе, 5 хутăш сăмах çырăр ( 5 сăмахшăн 1 балл).

2. Панă сăмахсенче пусăм паллине тĕрĕс лартса тухăр ( 2 балл): паттăрлăх, ăнлантăмăр, кĕнекесем, çĕмĕртлĕх.

3.Леонид Майский, Лидия Майская ятсене камăнлăх тата пару падежĕсенче лартăр ( 2 балл).

4.Предложенири палăртнă сăмаха мĕншĕн чарăну паллипе уйăрнине ăнлантарăр ( 2 балл): Чăн та, иксĕмĕр те çамрăк, пурнăç тĕпелне иртсе курман, ун кĕрекине ларса курман-ха.

5.Пĕр-пĕр япалапа танлаштарса ÿсен - тăрана е чечеке ят панипе пулнă сăмах майлашăвĕсене çырса тухăр ( 4 ятшăн 8 балл).

6. Иакинф ятпа çÿренĕ паллă тĕпчевçĕ,çыравçă(1 балл).

7.Г.Тимофеев «Тăхăр ял» хайлавра асăннă ял ячĕсене çырса тухăр (3 балл).

8. «Шуйттан чури» трагедин пĕр авторĕ К.Иванов, тепри-…(2 балл).

9.Çеçпĕл Мишши «Чунăмçăм, çунатăмçăм» çырăвĕсене халалланă хĕр арăм ячĕ (1 балл).

10. Халал ăнлавăн пĕлтерĕшне ăнлантарăр( 2 балл).

Хуравсем

1.Вăрман, апат, тура, урам, арча. Хĕвел, тĕтре, ÿкерчĕк, пĕлĕт, тете. Анне, атте, асанне, асатте, тĕкĕлтура.

2.

3.Майскин, Майские. Майскаян, Майскаяна.

4.Сказуемăй умĕн тăнă чух кÿртĕм сăмахснен запятойпа уйăраççĕ.

5.Пăру хÿри, салтак тÿми, мулкач хăлхи, шăнăр курăкĕ, йыт пырши.

6.Н.Бичурин.

7.Элшел, Таккавар, Раккасси, Мертлĕ, Киштек, Пимĕрсел, Пÿркел, Хирти Кушкă, Чăваш Саркамăш.

8. Я.Ухсай.

9.А.Червякова.

10.Кама та пулин е мĕне те пулин мухтаса çырнă хайлав.





© 2010-2022