Конспект урока по культуре родного края Аваллăх çулĕпе кайсан

Раздел Другое
Класс 9 класс
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Есть
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:



Аваллăх çулĕпе кайсан

( 2014-мĕш çул Культура çулталăкĕ пулнă май)

Тăван ен культурипе

9-мĕш класра ирттермелли уçă урок планĕ

(Класс сехетĕнче те ирттерме пулать)




Урок теми: Аваллăх çулĕпе кайсан

(2014-мĕш çул Культура çулталăкĕ пулнă май)

Урок тĕсĕ: вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетмелли урок

Урок тĕллевĕсем:

1. Чăваш халăх историне тĕпчесе пĕлмелли çăлкуçсене, тăван халăх кун-çулне йĕрленĕ тĕрлĕ халăх тĕпчевçисем çинчен аса илсе пĕтĕмлетесси.

2. Чăваш халăх историйĕн вăхăт тапхăрĕсем çине уйăрса йăх-несĕлсем

пурăнакан вырăнсене тупса палăртасси.

Сапăрлăх тĕллевĕсем: 1.Хальхи чăваш çамрăкĕсене хăйсен наци тивĕçне хаклама вĕрентесси,Тăван çĕршыва,халăха юратма, хисеплеме вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ:

1.Чăваш хал́ăх историйĕ çинчен мĕн пĕлнине тарăнлатасси; вăхăт тапхăрĕсем çине уйăрма хăнахтарасcи

, халăх историне упраса хăварасси,аталантарасси,

хăйсем тĕллĕн ĕçлес ĕçе аталантарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем:

учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, ăнлантаруллă вулав, кластер туни; калаçу,словарь ĕçĕ,

тишкеру, проблемăллă калаçу,тĕпчев-шырав, инсценировка.

Курăмлăх хатĕрĕсем:

мультимедилле проектор,компьютер, анимацилле фильмсем "Чăвашсен авалхи тĕнчи",

"Пăлхар", чăваш халăх кун-çулĕн йĕрне кăтартма пулăшакан карта, глобус.

Словарь ĕçĕ: хан-патша; каганат-патшалăх, пăлхар-авалхи чăваш,Тĕп Ази-Центральная Азия,

Ылтăн (Аслă) Пăлхар -Золотая (Великая) Булгария, Хазар каганачĕ-Хазарский каганат, Атăлçи

Пăлхар -Волжская Булгария, еткер-достояние, богатство.

Урок эпиграфĕ: ... Хăй кам пулнине, хăш халăхран тухнине маннă çын тымарсăр йывăç пекех:

хăрать, типет, кăшт çил вĕрнипех

тунет. О.Кульев.

Урок юхăмĕ:

Урока "Тăван çершыв" мухтав юррипе пуçлатпăр. 3-5 ача гимнăн 1 çаврине юрлаççĕ, ыттисем хушса юрламаллине.

Юрланă вăхăтра "Чăваш Республики" ятлă презентаци пăхаççĕ.

Çурхи тĕнче вăраннă чух,

Хаваслă кун шăраннă чух

Чун савăнать,чĕре сикет,

Çĕршывăм çинчен юрлас килет.

Хушса юрламалли:

Тăван çĕршыв,

Тăван çĕршыв,

Асран кайми

Юратнă çĕршыв.

Тăван çĕршыв,

Тăван çĕршыв,

Мухтав сана,

Çуралнă çĕршыв!

Учитель сăмахĕ: Ырă кун пултăр ачасем, урока килнĕ ĕçтешсем. Паян нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕ, 2014-мĕш çул.

Раççей президенчĕ В.Путин пĕлтернĕ тăрăх çак çулталăка мĕн ятлă панине аса илер-ха.

Ачасен хуравĕ: Культура çулталăкĕ.

Учитель сăмахĕ:

Шăпах культура çулталăкне халалласа , йăх-несĕлсене ас илсе урока эпир Аваллăх çулĕпе утсан ят патăмăр.

Урок эпиграфне Олег Кульевăн шухăша яракан йĕркисене илтĕм. Хăй кам пулнине, хăш халăхран тухнине маннă çын тымарсăр йывăç пекех:

хăрать, типет, кăшт çил вĕрнипех тунет.

Доска çинче çырнине тетрадь çине куçарса çыратпăр.

Паян эпир сирĕнпе Чăваш халăх историне тĕпчесе пĕлмелли çăлкуçсене,

тăван халăх кун-çулне йĕрленĕ тĕрлĕ халăх тĕпчевçисем çинчен аса илсе пĕтĕмлетĕпĕр;

чăваш халăх историйĕн вăхăт тапхăрĕсем çине уйăрса йăх-несĕлсем пурăнакан вырăнсене карта çинче тупса палăртăпăр.

Ĕçленĕ май кивелнĕ тата çĕнĕ сăмахсем те , чăвашларан вырăсла куçармалли сăмахсем те тупăнĕç, çавăнпа сирĕнпе словарь ĕçĕ тăвăпăр.

(Патшалăх ячĕсене хăйсенчен ыйтса çыртарсан та аван)

Словарь ĕçĕ:

Хан-патша; каганат-патшалăх, пăлхар-авалхи чăваш,Тĕп Ази-Центральная Азия,

Ылтăн (Аслă) Пăлхар -Золотая (Великая) Булгария, Хазар каганачĕ-Хазарский каганат, Атăлçи

Пăлхар -Волжская Булгария, еткер-достояние, богатство.

Учитель сăмахĕ: Пурте сăвă вулатпăр.

.Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и:

Ватă та вăл, çамрăк та.

Ăсан туйĕ хухĕм çав тери-

Курсан чун киленĕ вăрманта.

Уявра-уяв ку çĕршывра,

Ĕçĕпе хускатĕ вăл тăва!

Аваллăх çулĕ çине тăриччен пирĕн чылай ĕçлемелле, нумай пĕлмелле. Чи малтан Чăваш Республики çинчен мĕн пĕлнине тупăшса тĕрĕслĕпĕр.

Тупăшса хăвăрт хуравламалли ыйтусем

1.Чăваш Республикин тĕп хули мĕн ятлă?

. Летопиçре Шупашкар çинчен миçемĕш çулта асăннă?.

2. Чăваш Республикинче миçе район тата хула?

3.Чăваш Республикин пуçлăхĕ мĕн ятлă?

4.Чăваш Республикин (Тăван çĕршывăн ) символĕсене каласа тухăр.

5.Символсенчи сарă тата хĕрлĕ тĕсĕсем мĕне пĕлтереççĕ?

6.Гимн авторĕсем камсем?

7 .Чăваш Республикинчи тĕп чĕлхесем миçе-ши?

Тутар республикинче-?

Мордва республикинче-?

8. Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕ.

9 .Чăваш Республикин чи пысăк юхан шывĕ мĕн ятлă?

10.Патшалăхăн тĕп саккунĕ мĕн ятлă?

11.Чăваш Республикинче мĕнле-мĕнле халăхсем пурăнаççĕ?

12.Мĕн вăл культура?

13. Культурăн икĕ пысăк ушкăнĕ пур: пурлăх тата ăс-хакăл культури.Пĕлтерĕшĕсене уçса парăр.

Культура диктанчĕ çыратпăр. Пĕр ачана доска умĕнче ĕçлеттерсен те юрать.

Пĕр юпана ăс-хакăл культурине кĕрекеннисене , теприне пурлăх культурине кĕрекеннисене çыратпăр.

(йăла-йĕрке, тумтир, савăт-сапа,юмах-халап, тĕн, сăвă-юрă, çуна-урапа, пÿрт-çурт).

Хăйсен ĕçĕсене тĕрĕслесе хак параççĕ.

Аваллăх çулне сирĕнпе çывхартсах пыратпăр.

Авалхи сăваплă çул çине тăма пире чĕлхеçĕсем, археологсем, музейра ĕçлекенсем, тĕпчевçĕсем пулăшĕç.

Историе пĕлме мĕнле çăлкуçсем пулăшаççĕ-ха пире?

Доска умне археологпа ватă çын тухаççĕ.Археолог калаçма тытăнать.

Археолог сăмахĕ.

1)Археологи науки . Çак наука пулăшнипе авалхи çынсен пурнăçĕ çинчен нумай пĕлме пулать. Археологсем авалхи çынсем пурăннă тата вĕсене вилсен пытарнă вырăнсене асăрхаса чавса уçаççĕ,тĕпчеççĕ.

Ватă çын сăмахĕ.

2 .20 ĕмĕрте хăйсен аслашшĕсемпе мăн аслашшĕсем мĕнле пурăннине ас тăвакан ватă çынсем нумай пулнă.Вĕсем халăх юмах-халапне те нумай пĕлнĕ.Çав ватăсен ĕлĕкхи япаласем,ĕç хатĕрĕсем,çурт-йĕр упранса юлнă.

(Кун хыççăн Владимир Галошев хатĕрленĕ"Чăвашсен авалхи тĕнчи" аннимацилле фильм пăхаççĕ)

Музей ĕçченĕн сăмахĕ.

3.Музейсем пулăшаççĕ авалхине пĕлме.Унта пирĕн йăхсен тĕрлĕ япалисене курма пулать.

Чĕлхеçĕ сăмах илет.

4.Историе пĕлмелли тепĕр çăл куç вăл-чĕлхе. Тĕслĕхшĕн чăваш чĕлхинчи пушăт сăмаха илер.Ку сăмах перс чĕлхинчи пуст сăмахран пулса кайнă,

вăл чăвашла сăран тенине пĕлтерет.Эппин,чăвашсем ĕлĕк урана тăхăнмаллисене тир-сăрантан çĕленĕ.

Учитель сăмахĕ.

Халăх кун-çулĕ çинчен Авалхи кĕнекесем тата летопиçсем тăрăх пĕлме пулать.

Вĕсенче çул çуревçĕсем тĕрлĕ çĕршыв тата вăл вăхăтра пурăннă халăхсем çинчен çырса кăтартнă.

Халĕ сире чăваш халăхĕн историйĕпе культурине тĕпчекенсен сăн укерчĕкĕсене валеçсе парăп? Хаçат кăларăпăр. Хут çине ют çĕршыв,вырăс, чăваш тĕпчевçисен сăн ÿкерчěкěсене тěрěс вырнаçтарса тухăпăр, çыпăçтарăпăр.

(хатěр хаçата çакса хураççĕ.)

-Мěнле халăх тěпчевçисем чăваш халăхě çинчен малтан тěпченě-ши?

Ачасен хуравĕ.

1)Ют çĕршыв 2) вырăс 3)чăваш

Конспект урока по культуре родного края Аваллăх çулĕпе кайсан...Конспект урока по культуре родного края Аваллăх çулĕпе кайсан...Конспект урока по культуре родного края Аваллăх çулĕпе кайсан...

Конспект урока по культуре родного края Аваллăх çулĕпе кайсан...Конспект урока по культуре родного края Аваллăх çулĕпе кайсан...Конспект урока по культуре родного края Аваллăх çулĕпе кайсан...

(C.Герберштейн, Г.Миллер,П.Паллас, И.Георги, В.Вишневский, Г.Тимофеев, А.Олеарий,В.Магницкий)

Учитель сăмахĕ.

Халĕ вара эпир пĕр шикленмесĕрех аваллăх çулĕпе кайма пултаратпăр. Çула тухмалли схемăпа паллашатпăр. ( Доска çине маларах çакса хунă чăваш несĕлĕсен çул-йĕрĕ)

Пирĕн умра çĕр чăмăрĕ. Кунта эпир Сĕм авалхи мăн асаттесен çĕршывне тупатпăр. Мĕн ятлă вăл. Глобус çинче кăтартать пĕр ача.

Пысăк картта умĕнче унăн чиккисене кăтартса хăварар-ха. Пĕр-икĕ ача кăтартаççĕ.

1.Тĕп Ази çинчен пĕр ача каласа парать.

Пирĕн сĕм авалхи мăн асаттесен çĕршывне Тĕп Ази теççĕ.Вăл вăхăтра нимле патшалăх йĕрки те пулман.

Выльăх-чĕрлĕх усранă.Лашасем ĕрчетнĕ.Мăйракалла шултра тата вĕтĕ выльăх усранă. Тĕрлĕ вăрçа-харçа пула пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çуреме пуçлаççĕ.

Урăхла вĕсене кочевниксем тенĕ.

2.Ылтăн (Аслă ) Пăлхар патшалăхĕ çинчен иккĕмĕш ача каласа парать. (Хальхи карта умĕнче Хура тинĕс тата Каспи тинĕсĕсене тупаççĕ, ĕлĕкхи Ылтăн Пăлхар вырнаçнине кăтартаççĕ )

Хура тинĕс тата Каспи тинĕсĕсем çывăхĕнче тĕрлĕ йăхсем пурăннă.Пăлхарсем кĕçех кунта пуç пулса тăнă. 7 ĕмĕрте Ылтăн (Аслă )Пăлхар патшалăхĕ туса хунă. Ылтăн Пăлхарăн тĕп хули Фанагори ятлă пулнă. Пăлхарсем тырă акнă,тĕрлĕ пахча-çимĕç, арбуз, дыня лартса ÿстернĕ, выльăх-чĕрлĕх кĕтнĕ, юхан шывсенче, тинĕсре пулă тытнă. Алă ăстисем тĕрлĕ япаласем туса ытти çĕршывсене сутнă, ÿстернĕ, Патшалăхăн ертуçи Купрат пулнă. Ун 3 ывăл пулнă.Батбай, Котраг, Аспарух. Хăй виличчен вăл ывăлĕсене ăс пама пухса илет. Мĕнле ăс парасшăн пулнă-ши патша?

Сценка "Кăпрат ывăлĕсене ăс пани".Сценка валли хулăсем кирлĕ пулаççĕ.

Кăпрат ашшĕ калать.Батбай, Котраг, Аспарух.Эсир халь усрĕр ĕнтĕ. Эпĕ ватăлтăм. Сирĕн пĕр-пĕринчен нихçан та уйрăлмалла мар. Ылтăн Пăлхара упраса хăварма пиллетĕп сире. Тытăр-ха пĕрер хулă, хуçса пăхăр.

(Ывăлĕсем хуçаççĕ.) Халĕ хулă çыххине хуçса пăхăр. (Хуçаççĕ. )Хăшне çăмăлрах пулчĕ хуçма.

Ачисем: Пĕр пĕччен хулла.

Ашшĕ.Çапла пĕччен хулла час хуçма пулать, йышлă хулла çеç хуçма йывăр.Виçсĕр те пĕрле пулсан та сире никам та хуçаймĕ,тăшман çĕнтереймĕ.Упрăр çĕршыва.

Учитель сăмахĕ. е ачасен пĕтĕмлетĕвĕ. Ашшĕ вилнĕ хыççăн çĕршывне сыхласа хăвараймаççĕ. Ылтăн Пăлхар саланса каять.

3. Хазар каганачĕ çинчен 3-мĕш ача каласа парать. Ылтăн Пăлхар арканса кайнă хыççăн ун çĕрĕсем Хазар каганачĕ ятлă патшалăхăн пулса тăнă.

Хазар каганачĕ 8-10 ĕмĕрсенче тытăнса тăнă. Вăйлă аталаннă патшалăх пулнă.Çак патшалăх урлă суту-илÿ çулĕсем иртнĕ. Хазар каганачĕн çыннисем пăлхар чĕлхипе калаçнă. Вĕсем хальхи чăвашсен несĕлĕсем пулнă.

4. Дунайçи Пăлхар çинчен 4-мĕш ача каласа парать. Кăпратăн кĕçĕн ывăлĕ Аспарух Дунай шывĕ çинелле кайнă.

Кĕçĕн ывăлĕ Аспарух хăй йăхне пĕр çĕре пухса Дунайçи Пăлхар патшалăхĕ туса хурать.Патшалăхăн тĕп хули Плискă пулать.

Патши те хăех пулать. Тĕрлĕ вăрçа -харçа пула йăх малалла куçса çÿреме пуçлать.

5. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ çинчен 5-мĕш ача калать.

Дунайçи Пăлхар патшалăхĕ хыççăн Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ йĕркеленет. Карта умĕнче кăтартаççĕ. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн патши Алмуш пулнă теççĕ. Пĕрремĕш тĕп хули- Пăлхар пулса тăнă.

  • Атăлçи Пăлхар вăйлă аталаннă патшалăх пулнă. Хуласемпе керменсем, ялсем питĕ нумай пулнă.Вĕсенче çĕр çинче ĕçлекенсем,выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем, хурт-хăмăр ăстисем, сунарçăсемпе пулăçсем пурăннă.Атăлçи Пăлхарта питĕ нумай хула пулнă пирки "хуласен çĕршывĕ" тенĕ.10 ĕмĕрте Атăлçи Пăлхарта шкулсем уçăлма пуçланă. Пăлхарсен икĕ тĕрлĕ çырулăх пулнă.руна тата араб çырулăхĕсем.Ал ăсталăх та вăйлă аталаннă .Алă ăстисем ылтăнран, кĕмĕлтен, бронзăран ювелир эрешĕсем,савăт-сапа, тĕкĕрсем, çăрасем тунă. тимĕрçĕсем пысăк пахалăхлă хурçă тума пĕлнĕ.Пăлхарсем тăмран ăсталанă савăт-сапи пĕтĕм Атăл тăрăхĕпе сарăлнă.Тир-сăрантан тĕрлĕ эрешлĕ сумкăсем, пиçиххисем,тумтирсем тунă.

6. 6-мĕш ача калать.

Ял хуçалăхĕ те вăйлă аталаннă. Ĕçчен пулнă.Тулă, сĕлĕ, пăри,ыраш, пăрçа,йĕтĕн акса устернĕ. Вăрмансенче пыл пуçтарнă.Пăлхарсен маттур та сунарçăсем тата пулăçсем пулнă.

Суту-илу вăйлă аталаннă пулнă.

(презентаципе усă курса калаçатпăр) Суту-илĕве 2 ушкăна пайлама пулать:шалти тата транзит .Шалти тесе хăй çершывĕнче суту-илу тунине калаççĕ, транзит тесе урăх çĕршывсемпе суту-илу тунине калаççĕ.(ас илсе хăвараççĕ.)

7. 7-мĕш ача Атăлçи Пăлхар патшалăхне аркатни çинчен каласа парать .

1236-мĕш çулта Чингисхан ывăлĕ Батый хан пирĕн несĕлсен çĕрне çĕнсе илнĕ.

. Сывă юлнисем хальхи Чăваш республикин çурçĕр енĕсене тарса пытанаççĕ.

Владимир Галошев хатĕрленĕ аннимацилле фильм пăхатпăр. «Пёлхар»

Учитель сăмахĕ.

Несĕлсен çулĕпе утса тухма пире урокра камсем-мĕнсем пулăшрĕç?

Ачасен хуравĕ.

Тăван çĕршыв, археологсем, музей ĕçченĕсем,чĕлхеçĕсем,ватă çынсем.

УКонспект урока по культуре родного края Аваллăх çулĕпе кайсан...читель сăмахĕ.

Тĕрлĕ çĕртре пулса курсан та

Çуралнă çĕршывран хакли ним те çук.Тăван çĕршыв çинчен кластер тăватпăр.

Учитель сăмахĕ.

Паянхи калаçу пирки эсир кама-кама каласа панă пулăттăр?

Ачасен хуравĕ.

Аттепе аннене, йăмăкпа пиччене, хĕресаннене, курше, юлташа...

Текстпа ĕçлени.

Пĕр хулара тĕрлĕ халăх çыннисем хăйсен çĕршывĕнчи тĕлĕнмелле пурнăçĕ çинчен каласа пама пуçтарăннă тет. Тытăнчĕç тет хайхисем мухтанма.

Пĕрисен çĕршывĕнче пурте хаклă тиртен çĕлетнĕ тумтирсем кăна тăхăнаççĕ иккен, теприсем вара хаклă йышши капăрлăхсемпе мухтанчĕç тет.

Мухтанакансем хушшинче пĕри çеç чĕнмесĕр тăчĕ тет.Ун çине пурте мĕн калассине пăхса тăчĕç тет.Пĕр вăхăт шăп тăнă хыççăн: "Пирĕн çĕршывра мăн

асаттесенчен юлнă пурлăхпа мухтанаççĕ,вĕсене тирпейлĕ упраççĕ", -терĕ тет.Пурте ахăлтатса кулса яраççĕ тет.

Темиçе çултан ахăлтатакан халăх çĕр пичĕ çинчен яланлăхах çухалчĕ тет.

Учитель сăмахĕ.

Текстран мĕнле çивĕч ыйту тухса тăрать-ши?

Ачасен хуравĕ.

Несĕлсенчен юлнă пурлăха упрамалла, историе пĕлмелле.Унсăрăн эпир те маларах асăннă халăх пек çĕр пичĕ çинчен çухалма пултаратпăр.О.Кульев каланă пек килсе ан тухтăрччĕ.

7 пилпе пурăнакан чăваш халăхĕ çинчен ас илсе хăвармалла.

Пĕтĕмлету. Урока эпĕ Чăваш Республикин Конституцийĕн 41-мĕш статйипе вĕçлесшĕн. Кашни çын истори тата культура еткерне сыхласа хăварассишĕн тăрăшма тивĕç. Чăваш историйĕ питĕ пуян. Ăна пирĕн упрасчĕ, хисеплесчĕ, пуянлатасчĕ. Паян урокра эсир пысăк ĕç турăр. Тăван çĕршывăн чăн-чăн маттур хĕрĕсемпе каччисем пуласса, халăх культурине аталантаракансем çитĕнетĕр тесех калас килет.

-Ачасен ĕçĕсене хак парасси.

Киле ĕç пани.

Сыв пуллашни












11



© 2010-2022