Çеçпĕле кам лайăхрах пĕлет? литература викторини

Раздел Другое
Класс -
Тип Другие методич. материалы
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

«Çеçпĕле кам лайăхрах пĕлет?»

Литература викторини

Ыйтăвĕсене шкулта вĕрентекенсем хатĕрленĕ

Шкул директорĕн ыйтăвĕ

  1. Çеçпĕл Мишши ăçта, хăçан çуралнă ? Унăн чăн хушамачĕ мĕнле?

(Кузьмин. 1898 çулта, ноябрь 16 . Канаш районĕ, Касаккасси ялĕ халь Çеçпĕл ятлă. 115 çул каялла

Вырăс чĕлхи вĕрентекен ыйтăвĕ

  1. Поэт малтанхи сăввисене мĕнле чĕлхепе çырнă, пĕрремĕш сăвви мĕн ятлă, ăçта кун çути курнă?

(вырăсла, "Час", "Çăлтăр" ятлă алăпа çырнă журналта)

Биологи вĕрентекеныйтăвĕ

  1. Мĕншĕн Мишшан çамрăклах ĕçе кÿлĕнме тивнĕ, чи малтанхи ĕç вырăнĕ?

(ашшĕ çук пирки, чи асли пулнăран, Шăхасан вулăс правленийĕн çыруçи)

Акăлчан чĕлхи вĕрентекен ыйтăвĕ

  1. Çеçпĕл çинчен çырнă мĕнле кĕнекесене пĕлетĕр?

(Ю.Збанацкий "Çеçпĕл" роман, А.Кăлкан "Чи пысăк телей" драма, П.Чичканов "Кăвар чĕре" В.Тимаков "Тăвăл хыççăн" тата ытти те.

Чăваш чĕлхи вĕрентекен ыйтăвĕ

  1. Çеçпĕл Мишши А. Червякова патне миçе çыру çырнă, вырăсларан чăвашла кам куçарнă?

(98, Ю.Сементер поэт)

Рисовани вĕрентекен ыйтăвĕ

  1. Çеçпĕл Мишши сăнне ытларах кам ÿкернĕ? Поэт хăй ÿкерме юратнă-и?Мĕнле сăввине 55 чĕлхене куçарнă

( П.Чичканов,Н.Овчинников, А.Миттов, Р.Федоров , В.Панин, А.Слатный "Çĕн кун аки" сăвă)

Вырăс чĕлхи вĕрентекен ыйтăвĕ

Çак сăмахсене виçĕ чĕлхепе ăçта вулама пулать?

Аслă Атăл урлă, Атăл шывĕ майлă.

Вăрман витĕр кайĕ мухтавлă яту;

Кĕсле кĕвви саслă анраттарса кайĕ,

Уйăхăн-хĕвелĕн çунĕ хăвату.

( Украинăра, Остер хулинчи Çеçпĕл

тăпри çине лартнă палăк çинче)

музыка учителĕ

Çеçпĕлĕн мĕнле сăввине юрра хывнă, кам юрлать?

(«Эп вилсен», Н.Гордеев юрлать)

Истори учителĕ

  1. Поэт пулнă мĕнле-мĕнле хула ячĕсене асăнма пултаратăр?

(Канаш, Теччĕ, Хусан, Мускав, Шупашкар,Чулхула)

Вырăс чĕлхи учителĕ

  1. Çеçпĕлĕн юлашки кунĕсем ăçта иртнĕ, унăн вилтăпри ăçта?

(Украинăра. Чернигов патĕнчи Кашкăр Çырми ялĕнче вилет, Остер хулинче вил тăпри)

Чăваш чĕлхипе вĕрентекен ыйтăвĕ

  1. "Чăваш поэзийĕн чăн тÿпинче икĕ çутăран та çутă çăлтăр ялтăрать: пĕри- Иванов, тепри- Çеçпĕл.

(П.Хусанкай. )

Биологи вĕрентекен ыйтăвĕ

  1. Поэта мĕнле усал чир нушалантарнă. Хăçан чирлеме пуçланă

(Шăмă туберкулезĕ, лаша çитерме кайсан питĕ хытă шăнать)

Шкул библиотекарĕн ыйтăвĕ

  1. Çеçпĕл мĕнле хулара библиотекăра ĕçлет, мĕнле кружок ертсе пырать?

(Теччĕри Халăх çуртĕнче библиотекăра , драмкружок)

Физкультура учителĕ

  1. Шупашкарта Çеçпĕл ячĕпе çыхăннă мĕнле вырăнсене пĕлетĕр?

(теплоход, музей, сквер, урам, кинотеатр, палăк, Çамрăксен театрĕ)

Истори учителĕ

  1. Поэт пурнăçĕнче мĕнле историлле пулăмсем пулса иртеççĕ?

(Октябрьти революци 1917ç., Выçлăх çулĕ 1921ç, Чăваш Автономине туса хураççĕ 1922ç., пĕрремĕш тĕнче вăрçи)

Уяв вĕçĕнче вăйăра çĕнтернĕ ачасене Хисеп хучĕсем парса хавхалантараççĕ.



© 2010-2022