Программа кружка Интереслĕ грамматика

Раздел Другое
Класс -
Тип Рабочие программы
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Ум сăмах

Чĕлхе пĕр- пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр шутланать.Çавăнпа кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине тĕрĕс çырса пĕлтерме те çук. Хамăр тăван чĕлхене лайăх пĕлни ытти чĕлхесене вĕренме самаях пулăшать. Пуçламăш классенче вара тăван чĕлхе пĕлÿ илмелли чи кирлĕ хатĕр, тĕп çăл куç пулса тăрать.

Тăван чĕлхен тĕрлĕ ыйтăвĕсене ачасем грамматика урокĕнче вĕренеççĕ. Теори материалĕ ачасемшĕн йывăр ан пултăр тесен чĕлхе факчĕсене урокра çăмăл чĕлхепе ăнлантармаллине кашни учитель аванах пĕлет. Анчах ку та сахал-ха. Ачасене чĕлхе материалĕпе интереслентерме пĕлмелле, вĕсен ăс-тăнĕнче тăван чĕлхене лайăхрах , тĕплĕнрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратмалла, урăхла каласан, ачасене хамăр чĕлхен кăсăк факчĕсемпе, тĕрлĕ грамматика вăййисемпе илĕртмелле.

Вăйă вăтам класс ачисене вĕренме илĕртмеллли, вĕсен пуплевне аталантармалли паха майсенчен пĕри. Унпа учительсем шкул пурнăçĕнче анлă усă кураççĕ.

Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ урокра вăйă выляни - ачасемшĕн савăнăç. Вĕсенчен кашниех вăйăра мала тухасшăн, çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илесшĕн. Тĕрĕс хурав пама ачан самаях шутлама тивет. Учитель ĕçĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри- ачана шухăшлама вĕрентесси. Шухăшлама, мĕн кирлине шыраса тупма хăнăхнĕ ачасем вĕренÿре те ĕлкĕрсе пынине кашни учитель лайăх ăнланать.
Тăван чĕлхе тĕрлĕ ыйтăвĕсене вĕрентнĕ чух вылякан вăйăсем ытти дидактика вăййисенчен уйрăлса тăраççĕ, мĕншĕн тесен сасăсемпе (е сас паллисемпе), сăмахсемпе, предложенисемпе çыхăннă,çавăнпа ачасен пуплевне аталантарма та питĕ меллĕ. Унашкал вăйăсене сăмах е чĕлхе вăййи теме те пулать.
Урокра е урок тулашĕнче вылякан сăмах вăййисем çĕнĕ материала çăмăлрах, ытлашши тертленмесĕр ăнланса илме. ăша хывма пулăшать. Кирек мĕнле вăйă та ачасен пассивлăхне сирсе яма, вĕренÿ материалĕпе интересленме хистет. Вăйă выляса ăша хывнă чĕлхе материалĕ ачан ăс- тăн тĕнчинче тарăн та нумайлăха çирĕпленсе юлать.


Чĕлхе кружокĕн занятийĕн тĕллевĕсем:


- вĕренекенсен ăс-хакăлне, чĕлхе туйăмне аталантарма май парасси;

- урокра вĕренекен ыйтусене тарăнлатса çирĕплетме пулăшасси;

- ачасене творчествăлла ĕçлеме хăнăхтарса пырасси, ăс-хакăл вăййисене хутшăнма хатĕрлесси


Тематика планĕ

Пурĕ- 34 сехет

Эрнере - 1 сехет

№п.п

Заняти темисем

Сехетсен шучĕ

1.

Мĕн вăл тĕрĕс пуплев?

Вырăнти калаçусем тата литература чĕлхи.

2

2.

Лексика.Кашни сăмахăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ.

3

3.

Сăмахсен кун-çулĕ

1

3.

Сăмах перекетлĕхĕ.

1

4

Грамматика.Тĕрĕс çырар.

1

5.

Сăмахсен предложенири вырăнĕ.

1

6.

Орфоэпи.Тĕрĕс калаçар.

2

7.

Мĕн вăл илемлĕ пуплев?

1

8.

Чĕлхене илемлетекен мелсем

2

9.

Сасăсемпе сас паллисен çĕршывĕнче

3

10.

Сыпăк.Сăмахсен санчăрĕ

1

11.

Пуплев пайĕсем. Япала, паллă ячĕ

1

12.

Глагол.

1

13.

Предложени.

1

14.

Лото

1

15.

Анаграммăсем

2

16.

Метаграммăсем

2

17.

Логогрифсем

1

18.

Ребуссем

2

19.

Чайнвордсем.

1

20.

Пуç ватмăшсем

2

21.

Шÿтлĕ ыйтусем.

2

34 сехет

Литература

Л.П.Сергеев. Грамматика вăййисем,Ш.,2008, 1982ç.

Л.П.Сергеев. Сăмах тĕнчи. Ш.,2006

А.Е.Горшков.Сăмах пултăр уçăмлă, шухăш пултăр витĕмлĕ.Ш.1981


© 2010-2022