Конспект урока по чувашскому языку на тему: Сложные предложения (5 класс)

Раздел Другое
Класс 5 класс
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

5-мĕш класра ирттернĕ чăваш чĕлхи урокĕн конспекчĕ

Тема. Хутлă предложени. Вĕсенче чарăну палли лартасси.

Урок тĕсĕ: çирĕплетÿ урокĕ.

Урок тĕллевĕсем:

  1. Хутлă предложенисем çинчен мĕн пĕлнине çирĕплетесси.

  2. Ачасене пуплевре хутлă предложенисемпе пĕлсе усă курма, вĕсенче чарăну палли тĕрĕс лартма хăнăхтарасси.

  3. Çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

Сапăрлăх тĕллевĕсем:

  1. Вăрман халăх пуянлăхĕ иккенне, ăна лартса ÿстересси кашни çын тивĕçĕ пулнине палăртасси.

  2. Ачасене пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеме вĕрентесси, çав вăхăтрах туслă пулма, пĕр-пĕрне пулăшма хăнăхтарасси.

Вĕрентÿ меслечĕсем: учитель ăнлантарăвĕ, калаçу, ыйту-хурав, блиц-опрос, вăйă, калав çырни, схема ÿкерни.

Словарь ĕçĕ: лаштра, хÿшĕ.

Кирлĕ хатĕрсем: А4 хут çинче схема, кĕркунне темăпа ÿкерчĕк, кĕнекери 40 стр. ÿкерчĕк, çулçă евĕр тунă карточкăсем.

Урок эпиграфĕ: «Юлташ пултăр хăвăнтан маттур!»

Урок юхăмĕ.

  1. Класа урока йĕркелени.

- Сывлăх сунатăп, ачасем!

- Сире те сывлăх сунатпăр! Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав,

Акă иртрĕ те тăхтав.

Ларар парта хушшине,

Пуçлар чĕлхе урокне.

II. Килти ĕçе тĕрĕслени.

  1. Урок тĕллевĕсемпе паллаштарни.

- Паян пирĕн çирĕплетÿ урокĕ. Иртнĕ урокра вĕреннине аса илĕпĕр. Хутлă предложени тăвассипе, вĕсенче чарăну палли лартассипе малалла ĕçлĕпĕр. Предложенисен схемисене ÿкерĕпĕр.

  1. Килте тунă хăнăхтарăва вулаççĕ. Кашни предложение ăнлантараççĕ: тĕп членсене палăртаççĕ, чарăну палли лартнине, союзсене калаççĕ. (10 §. Кĕнекери 90-мĕш хăнăхтару. ) Дежурнăй тетрадьсене пуçтарса илет.

  2. Ыйтусем çине хуравламалла:

- Мĕнле предложение хутлă предложени тесе калатпăр? (Икĕ е темиçе хутсăр предложенирен тăракан предложение).

- Хутлă предложенири хутсăр предложенисем мĕнле мелпе çыхăнаççĕ? (Союзсăр (интонаципе) тата союзсемпе çыхăнаççĕ).

- Хутлă предложение кĕрекен хутсăр предложенисене пĕр-пĕринчен мĕнле уйăраççĕ? (Ытларах чухне запятой лартса уйăраççĕ).

Пĕтĕмлетÿ туни: Хутлă предложени çинчен пĕлетĕр, аван ăнланнă пек туйăнать.

III. Вĕреннине çирĕплетни.

1) Икĕ ача доска умĕнче ăмăртса ĕçлет. Сăмах диктанчĕ.

лаштра çулçă

сарă юман

çĕре кĕркунне

ылтăн ÿк

- «Юлташне туп» вăйă. Икĕ юпари сăмахсене пĕлтерĕшĕсене кура тĕрĕс çыхăнтарăр: лаштра юман, сарă çулçă, çĕре ÿк, ылтăн кĕркунне.

- Кусем мĕнсем пулчĕç? (Сăмах майлашăвĕсем.)

2) Блиц-опрос. «Хăвна тĕрĕсле».

- Мĕн вăл сăмах майлашăвĕ? (Пĕр ăнлавпа çыхăннă хăй пĕлтерĕшлĕ икĕ е темиçе сăмах пĕрлешĕвĕ.)

- Мĕн вăл синтаксис? (Чĕлхе наукин пуплев епле йĕркеленни çинчен вĕрентекен пайĕ).

- Сăмах майлашăвĕ предложенирен мĕнпе уйрăлса тăрать? (Вăл пĕр сăмахран пулаймасть, вĕçленнĕ уйрăм шухăшĕ çук.)

- Мĕне предложени никĕсĕ теççĕ?(Подлежащи тата сказуемăй пĕрлĕхĕ.)

- Каланине кура предложенисем мĕнлисем пулаççĕ? (Калуллă, ыйтуллă, кăшкăруллă).

- Анлă тата ансăр предложени тенине ăнлантарăр. (Тĕп членсем кăна пулсан - ансăр, кĕçĕн членсем те пулсан - анлă.)

3) Предложени туни.

-Предложени тăвăр: калуллă пултăр, хутсăр пултăр, анлă пултăр, хутлă пултăр. (Панă сăмах майлашăвĕсемпе предложени калаççĕ. Ÿкерчĕк.)

- Ылтăн кĕркунне çитрĕ. Сарă çулçăсем çĕре ÿкеççĕ. Çак предложенисем айне хăш схемине ÿкернĕ пулăттăр?

Магнит доска çинче А4 хут çине хутсăр тата хутлă предложени схемисене ÿкернĕ:

[ ____ =====]. (Хутсăр предложени).

[______ =======] , [______ =======]. (Хутлă предложени).

- Икĕ предложение пĕрлештерсен мĕн пулать-ши? (Кĕркунне çитрĕ те, сарă çулçăсем çĕре ÿкме пуçларĕç. Хутлă предложени пулать.)

- Мĕншĕн ăна хутлă тенĕ-ши ? (темиçе хут предложени илнĕ…)

- Интонаципе мĕнле вуламалла вĕсене? Çырура мĕнле паллă тăватпăр ăна? (Чарăнса илетпĕр. Запятой лартса уйăратпăр).

4) Кĕнекери хăнăхтарусене туни.

93-мĕш хăнăхтару.

98-мĕш хăнăхтарăва çырса туни.

IV. Кану саманчĕ.

Упа çури карăнчĕ,

Аллисене сарса хучĕ,

Пĕрре пĕшкĕнчĕ, тепре пĕшкĕнчĕ,

Малалла утса кайрĕ.

V. Пуплеве аталантарассипе çыхăннă ĕç. Ÿкерчĕк тăрăх калав çырни.

- Укерчĕке сăнăр. Урамра çанталăкăн хăш вăхăчĕ хуçаланать? Эсир камсене куратăр? Вĕсем мĕнле усăллă ĕç тăваççĕ? ÿкрчĕке сăнанă май мĕнле шухăшсем çуралчĕç? Çырса хурăр. (Ачасем кĕске калав çыраççĕ, вуласа параççĕ).

Ачасен ĕçне хаклани.

VI. Киле ĕç пани.

102-мĕш хăнăхтару.

VII. Урока пĕтĕмлетни.

Карточкăпа ĕçлени. Предложени схемине ÿкерни.

- Сарă çулçăсем вĕçсе килчĕç ман патне. Эсир, ачасем, пĕрерĕн çулçă çинчи предложение(хутсăр е хутлă предложени) вулăр та доска çинче унăн схемине ÿкерсе кăтартăр.

- Мĕнле вуларĕ Лена? (Интонаципе, чарăнса илчĕ). Çырас пулсан мĕн те пулин лартăттăмăр-и? (Запятой.)

- Тавта пуç, ачасем! Паян пурте лайăх ĕçлерĕр. Чипер кайăр.



© 2010-2022