Урок-викторина по чувашскому языку для 3 класса По рассказам И. Я. Яковлева

Урок призван закрепить знания, полученные детьми о жизни и творческой деятельности чувашского просветителя И.Я. Яковлева, а также способствовать воспитанию хороших качеств человека на основе его произведений.Перед проведением викторины на предыдущих уроках необходимо познакомить учащихся с краткой биографией И.Я. Яковлева, прочитать его сказки и рассказы, включающие «Хураçка», «Автан», «Лаша шырани», «Пулă сĕрни», «Кахалпа юлхав», «Суеçĕ», «Чакак».
Раздел Другое
Класс 3 класс
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

«Иван Яковлевич Яковлев калавĕсем тăрăх»

(3-мĕш классенче ирттермелли викторина-урок)

Нелли Анатольевна КРАСНОВА,

Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире

чăваш чĕлхи вĕрентекен

Урок тĕллевĕсем: 1.Ачасене И. Я. Яковлев пурнăçĕпе, унăн калавĕсемпе паллаштарасси, асăннă темăпа пухнă пĕлÿсене çирĕплетесси, калавсен тĕп шухăшне ăнланма вĕрентесси.

2.Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе аталантарасси.

3. Çыннăн ырă енĕсене курма, ĕçчен, тимлĕ, туслă пулма, тĕрĕслĕхе, пур халăха хисеплеме вĕрентесси.

Кирлĕ хатĕрсем: И. Я. Яковлев портречĕ, «Утăра», «Лаша шырани», И. Я. Яковлев пурнăçĕпе çыхăннă кĕнекесем; «Эпир кĕнеке хуплашки тăватпăр» темăпа хатĕрленĕ ÿкерчĕксен куравĕ, çăрттан, карас, кашкăр, пан улми, автан хÿри, çăмарта, урапа, çунашка, лаша ÿкерчĕкĕсем, баллсем шутламалли хутран касса кăларнă çаврашкасем.

Викторинăна ИКТ-па усă курса та ирттерме пулать. Кун пек тăвас пулсан викторина содержанийĕпе слайдсем хатĕрлемелле.

Урок умĕнхи ĕç: малтанхи уроксенче вĕренекенсене И.Я. Яковлев пурнăçĕпе кĕскен паллаштармалла, вĕренÿ кĕнекинчи «Хураçка» калава (106 стр.), «Утăра», «Лаша шырани» кĕнекесенчи «Автан», «Лаша шырани», «Пулă сĕрни», «Кахалпа юлхав», «Суеçĕ», «Чакак» калавсене вуласа тухса тишкермелле, пĕр-пĕр калавăн хуплашкине ÿкерме сĕнмелле, ачасен ĕçĕсен куравне йĕркелемелле. Ачасен пĕлÿ шайне кура вуламалли калавсен е викторинăри конкурссен хисепне пĕчĕклетме пулать.

Урок юхăмĕ

I. Класа урока йĕркелени.

II. Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе, ĕç йĕркипе паллаштарасси.

Ачасене виçĕ ушкăна уйăрни.

III. «И.Я. Яковлев çинчен пĕлетĕр-и?» кĕске викторина.

(Кашни ыйтăва хуравламассерен доска çине вуланă калавсен ячĕсем тухса пыраççĕ, тĕрĕс хуравлакансем пĕрер çаврашка илеççĕ).

1) И.Я. Яковлев хăçан тата ăçта çуралнă? ( 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕ, Тутар Республикинчи Кăнна-Кушки ялĕ ).

2) И.Я. Яковлев мĕнле вĕренÿ заведенийĕсенче вĕреннĕ? (ялти училище; çĕр виçме вĕренекенсен класĕсем, Чĕмпĕр хулинчи гимнази; Хусан университечĕ).

  1. Яковлев алфавитĕнче миçе сас палли пулнă? (25).

  2. Вăл миçе букварь хатĕрленĕ? (3).

  3. Чĕмпĕр хулинче чăваш ачисем валли мĕн уçнă? (шкул).

  4. Яковлев миçе çул пурăннă, хăçан çĕре кĕнĕ? (82 çул, 1930-мĕш çул).

7) Чăваш Республикинче Иван Яковлевича мĕнле чысласа астăваççĕ? (Шупашкарта палăк, Яковлев проспекчĕ пур, Педагогика университечĕ, шкулсем И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленсе тăраççĕ, музейсем пур).

(«Автан», «Лаша шырани», «Пулă сĕрни», «Кахалпа юлхав», «Суеçĕ», «Хураçка», «Чакак» калав ячĕсене çырнă хăюсем доска çинче вырнаçаççĕ.)

IV. «Хăш калавран?» конкурс.

- Çак сыпăксене И. Яковлевăн хăш калавĕнчен илнĕ? (Кашни тĕрĕс хуравшăн - 1 балл - 1 çаврашка).

1) «-Эсĕ ăçта та пулин ют лаша çÿренине курман-и? - тесе калать тет». («Лаша шырани»)

2) «Сынсем чупса пычĕç тет, кашкăрĕ çук та тет». («Суеçĕ»)

3) «Хĕлле, сивĕ пулсан, йывăрлăх çине ларать те: «Чак-чакак, чак-чакак» тесе чакаклатать». («Чакак»)

4) «Манăн пуçа кĕлет пĕрени çумне шан! тутарса хăварчĕ.» («Хураçка»)

5) «Чăвашсем сĕрсе кăлармассерен: -Çук та çук! - тесе калаççĕ тет». («Пулă сĕрни»)

6) «Çулла вăрманта вăл чĕпĕ кăларать, ялтан çăмарта вăрласа кайса, чĕпписене тăрантарать». («Чакак»)

V. «Сăнланă тăрăх герой ятне пĕл» конкурс.

(Герой ятне каланăшăн - 1 балл, калав ячĕшĕн - тепĕр балл.)

  1. «Шурă улаччĕ, - тесе каларĕ тет». («Лаша шырани» - лаша).

  2. «Сасси аван, хÿри илемлĕ, авăна-авăна тăрать. Киккирикки пысăк, тĕклĕ ураллă, качи вăрăм». («Автан»).

  3. «Çулла вăрманта пурăнать, юр çусан яла пырать. Ялтан çăмарта вăрласа кайса чĕпписене тăрантарать» («Чакак»).

  4. «Эпĕ ăна хĕлле.çунашкана кÿлтĕм». («Хураçка»).

VI. «Малалла мĕн пулнă?» конкурс.

(Калав содержанине çывăх тĕрĕс предложени йĕркелесен - 2 балл).

  1. «Ĕлĕк пĕр кахалпа юлхав пурăннă тет. Кахалĕ улма йывăççи айне кĕрсе выртнă тет те…» («…- Ай-ай, манăн çăвара пĕрер улми татăлса ÿкинччĕ - тесе выртать тет».)

  2. «Вăл тăр кăнтăрла урапа çине хăпарать те…» («…ки-ки-рик-ку!» тесе авăтать»).

  3. «- Çак ху айăнтиех мар-и? - тесе каларĕ тет лешĕ. Хайхи ут çинчен анса пăхрĕ тет те лашине…» («…- çакă, çакă, çакă! - терĕ тет».)

  4. «Хам çуна çине лартăм та…» («…- Ну, атя, Хураçка, урамалла, - тесе пушăпа çат! тутартăм».)

VII. «Калава выляса кăтарт» конкурс.

Ушкăнсем пĕрер калав («Лаша шырани», е «Суеçĕ», е «Пулă сĕрни») пантомимăпа выляса кăтартаççĕ, теприсем хăш калав пулнине калаççĕ. (Ăнланмалла та интереслĕ кăтартнăшăн - 3 балл, калав ятне пĕлнĕшĕн - 1 балл).

VIII. «Япалана пĕл» конкурс.

Ачасене япаласен ÿкерчĕкĕсене кăтартмалла. Вĕсен ку япала хăш калавран тата хăш геройăн пулнине пĕлмелле. (Тĕрĕс пĕлсен - 2 балл)

  1. Автан хÿри («Автан») 2) Çăрттанпа караç («Пулă сĕрни»)

3) Пан улми («Кахалпа юлхав») 4) Çăмарта («Чакак»)

5) Çунашка («Хураçка») 6) Лаша («Лаша шырани»)

  1. Кашкăр («Суеçĕ»)

IX. «Калава пĕл» конкурс.

Доска çине сăмахсен ушкăнĕсене çырнă. Ачасен кашни ушкăнри сăмахсене вуласа тухса вĕсем хăш калавра тĕл пулнине каламалла, тата мĕнле сăмах çак ушкăнра ытлашшине тупса палăртмалла (икĕ балл), сăмахсемпе усă курса калав содержанине çывăх предложенисем йĕркелемелле (кашни предложенишĕн - 1 балл).

  1. Улма йывăççи, слива, пан улми, çăвар. («Кахалпа юлхав»).

  2. Йытă, çуна, йĕлтĕр, пĕрене. («Хураçка»).

  3. Вăрман, чĕпĕ, ял, çăмарта, кĕнеке. («Чакак»).

  4. Сасă, урапа, хÿре, киккирик, ура, алă. («Автан»).

  5. Ача, кашкăр, тилĕ, сурăх. («Суеçĕ»).

  6. Ял, лаша, ăслă çын, хула. («Лаша шырани»).

X. «Ваттисен сăмахĕсене майла» конкурс.

И.Я. Яковлев калавĕсенчи ăса вĕрентекен сăмахсене тĕрĕс пуçтармалла: Пĕрре улталăн, иккĕ улталăн, виççĕмĕшĕнче ларса макăрăн. Чăваш, вырăс, тутар - пурте пĕр: çынсем. (Кашни сăмаха уйрăм хăю çине çырнă. Кашни ушкăн пĕр евĕрлĕ ĕç илет. Тĕрĕс уйăрса йĕркелесен - 4 балл, чи хăвăрт пуçтаракансене - хушма 1 балл).

Ачасем И.Я. Яковлев калавĕсем мĕнле пулма вĕрентнине каласа хăварни.

XI. Урока пĕтĕмлетни.

Баллсене (çаврашкасене) шутласа хăш ушкăн çĕнтернине палăртасси. Яковлев кун-çулĕпе калавĕсене ачасем мĕнле пĕлнине пĕтĕмлетсе калани. Ачасен ĕçне хаклани, «Эпир кĕнеке хуплашки тăватпăр» конкурсăн çĕнтерÿçисене парнесем пани.

Литература: 1. Антонова З.С., Чернова Н.Н., Игнатьева В. И., Сергеев Ю.Д. Чăваш сăмахĕ: Тĕрлĕ чĕлхеллĕ шкулăн 3-мĕш класĕнче чăвашла вĕренмелли кĕнеке. - Ш., 2001.

2. Васильев Е.В., Патмар Э.И. Лаша шырани: И.Я. Яковлев калавĕсем.

3. Васечкина О. В. Вспоминая сказки Г. Х. Андерсена.// Начальная школа. №1, 1994. - С.71.


© 2010-2022