Литературно-музыкальная композиция К. В. Иванов - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ

Раздел Другое
Класс 8 класс
Тип Другие методич. материалы
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

2015 çул - Чăваш енре К.В.Иванов çулталăкĕ

К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă литературăпа музыка композициĕ.

Хуллен кĕвĕ каять. Доска çине поэтăн портретне вырнаçтарнă.

Зала чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ. Икĕ енче:«Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен»; «Анчах вăйлăэтем те хăй тĕнчине пăхăнать», - тесе çырнă.

Чăваш халăх юрри хуллен янăрать.

Куракансен умне капăр чăваш кĕпи, тухъя тăхăннă, хулпуççи çине кĕвенте çакнă акăш евĕр хÿхĕм хусканусем туса, илĕртÿллĕн Нарспи тухать. Сцена çийĕн, кĕвĕпе килĕшÿллĕн икĕ хутчен утса çаврăнать те чаршав хыçне

кĕрсе каять...

Ачасем йĕркипе тухса тăраççĕ.

Вĕрентекен : Хаклă хăнасем, хисеплĕ ĕçтешсем!

Вĕрентекен: Сире пирĕн шкулта курма хавас. Йышăнса илсемĕр пирĕнтен хĕрÿллĕ САЛАМ! (Салам сăмаха пурте пĕрле калаççĕ.)

(Малалла сăмахсене ачасем хушшинче валеçсе памалла)

- Çакă çутă тĕнчере

Вăйли çук та этемрен

Шывсем çинче, çĕр çинче

Хуçа пулса вăл тăрать.

- Паян эпир чăваш халăхĕн мухтавлă та тĕлĕнмелле пултаруллă ывăлне Константин Иванова чыслатпăр.

- Константин Васильевич Иванов… Çак ята илтмен çын çук та пулĕ. Вăл - чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ.

Эс, çÿллĕ пăнчă пек,- пĕрре.

Çĕршер çĕрте асра тытмалăх

сан сассупа историре

ялан калаçĕ манăн халăх.

Тутар та, вырăс та, пăлхар та-

Паян сана тĕнче пĕлет.

Ĕмрÿ пулайрĕ вăрăм мар та-

Яту сан вилĕмсĕр, поэт!


- Константин Васильевич Иванов çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Пушкăрт республикинчи Слакпуç ялĕнче çуралнă.

- Слакпуç ытарма çук илемлĕ вырăнта ларать. Çак тĕлтен Слак шывĕ пуçланса каять. Ту хĕрринчи шурă чулсем хушшинчен сип-сивĕ çăлсем тухаççĕ, çуллĕ валаксем тăрăх шарласа юхаççĕ.

- Слакпуç - поэзии сăпки: илемлĕ тавралăх, пуян сăмахлăх, пархатарлă йăла-йĕрке - К.В.Иванов пултарулăхне витĕм кÿнĕ çăлкуç.

- Вăл пирĕншĕн ăста лиро-эпик

- Куçаруçă

- Драматург

- Педагог

- Фольклорист

- Музыкант (кĕвĕçĕ)

- Художник

- Декоратор

- Чăвашсен пĕрремĕш фотохудожникĕ

- Редактор

- Шухăшлавçă

- Ал-ĕç ăсти (пичетлемелли машинкă ăсталакан)

-Туллă, сăртлă та вăрманлă,

Çăлкуçсемлĕ Пушкăртра

Куç хаваслă та чун анлă,

Вăй çĕклет пек кăкăрта.

-Силпи çырми вăрман-çатраллă,

Тĕл-тĕл сĕвек парлаклă.

Шыв юхăмĕ çурхи хăватлă,

Шар-шар шавлăн шарлаклă.

- Юхать çăлкуç паян хитре,

Сасси ун кайĕ ĕмĕре.

Тĕнче килет халь ун патне

Сыпса пăхма тăп-тăр шывне.

- «Нарспи» - этемен ырă шухăшĕсене, ĕмĕчĕсене хускатакан, чăннпех те ырра вĕрентекен илемлĕ хайлав.

- Нарспи - çуркунне юрри

- Çурхи хĕвел ăшши

- Ешĕл вăрман

- Йывăçсен, чечексен шăрши

- Çурхи вĕçен кайăксен сасси

- Вăл -шыв-шурăн кĕмĕл шанкăрвлă сасси

- К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине 21 чĕлхене куçарнă. Акă мĕнле янăрать вăл тĕрлĕ чĕлхепе (вырăсла, чăвашла, акăлчанла)

- Ун ячĕ пулчĕ Атăл пек хăватлă

Çĕлерĕ вăл чăваш поэзине.

Сетнерпеле Нарспи кервен çунатлăн

Халь вĕçсе тухрĕç çут тĕнче умне.

Кĕвĕ каять. (Шыв сасси). «Çăл куç умĕнче» сыпăка Валерия Егорова, Руслан Алексеев, Виктория Вьюшкина) лартса параççĕ.

-Иванова вулать ман çĕрĕм-шывăм

Пăлхар, француз сума сăвать ăна

Мĕншĕн тесен

Нарспи вилсен те-

Сыввăн

Пирĕнпеле çÿрет-çке яланах.

- Константин Иванов сăвăлла юмахсем те çырнă.

-Халĕ 5-мĕш класра вĕренекенсем «Икĕ хĕр» юмаха лартса параççĕ.

(Сценка «Икĕ хĕр».)

("Икĕ хĕр" юмахлатнă сăвă тăрăх инцсенировка лартса параççĕ)

Автор: Хăйĕн аслă хĕрĕнчен

Ашшĕ ыйтать

Ашшĕ: Мĕн мăнтăр?

Аслă хĕрĕ: Пирĕн атте килĕнчи

Кăвак лаша пит мăнтăр.

Ашшĕ: Ăслă каларăн, хĕрĕм.

Мĕн тутлă?

Аслă хĕрĕ: Пирĕн атте килĕнчи

Вĕллери пыл пит тутлă

Ашшĕ: Ăслă каларăн хĕрĕм.

Мĕн çемçе?

Аслă хĕрĕ: Пирĕн атте килĕнчи

Тÿшек-минтер пит çемçе.

Ашшĕ: Ăслă каларăн, хĕрĕм

Хисеп турăн аçуна,

Ĕнтĕ сана çакăншăн

Çур мулăма паратăп.

Автор: Унтан кĕçĕн хĕрĕнчен

Ашшĕ ыйтать: "Мĕн мăнтăр?"

Кĕçĕн хĕрĕ: Çут тĕнчере çĕр мăнтăр

Унтан мăнтăр ниĕн те çук.

Ашшĕ: Санра пархатар сахал

Мĕн тутлă?

Кĕçĕн хĕрĕ: Ыйхă тутлă тĕнчере

Унран тутли нимĕн те çук.

Ашшĕ: Санра пархатар сахал

Мĕн çемçе?

Кĕçĕн хĕрĕ: Алă çемçе тĕнчере

Унтан çемçи нимĕн те çук.

Ашшĕ: Санра пархатар схал

Эсĕ манăн хĕрĕм мар!

Автор: Ашшĕ вара ку хĕрне

Хăваласа ячĕ тет

Кĕçтенттин Иванов, эс этем шăпине:

Ун пур пек савнăçне, хĕн-хурне, телейне -

Туйса тăнă ялан ху таса чунупа.

Эс мухтанă Çынна сÿнми вăй-халупа.

Кĕçтенттин Иванов, эс чăваш чĕлхине,

Сăввине-юррине - тăван халăх мулне,

Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса, çÿпçене тултарса,

Парнелерĕн пире чĕререн ыр сунса.

Кĕçтенттин Иванов, мухтанатпăр санпа,

Ĕмĕрсен асĕнче упранан тăванпа.

Пурăн эсĕ, поэт, çăлтăр пек çуталса,

Чăнлăхпа иксĕлми илеме çул уçса.

- Çут çанталăк пекех сăвăçăмăр вилĕмсĕр! Çакна эпир чăваш поэзийĕ вăй илсе пынинчен куратпăр. Ахальтен мар ĕнтĕ чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ ку чухнехи поэзие "Иванов вăрманĕ" тесе хакланă.

- Поэт юман пулса шавланă

Асаплă, чуллă çĕр çинче,-

Кашни çулçи пĕр юрă панă,

Юман юрланă пĕр-пĕччен.

-Мухтавлă йывăçа кам манĕ?

Пуç тайрĕ халăх кăмăлтан.

Йĕкелсенчен юман вăрманĕ

Хăпарчĕ пĕлĕтсем таран.

- Ĕрчевлĕ вăрлăх акаканĕ

Кайсан та ĕмĕчĕ кайман.

Кашларĕ Иванов вăрманĕ,

Хитре вăрман, сĕм-сĕм вăрман,

Чăваш поэзийĕн вăрманĕ.

-Халăх хăйĕн пултаруллă ывăлĕн, мухтавлă юрăçин ятне хисеплесе упрать. Чăваш çĕр-шывĕнче поэт ячĕпе хисепленекен урампа театр, шкулпа колхоз çеç мар, Республикăн тĕп хулинче - Шупашкарта, чи илемлĕ вырăнта - Атăл хĕрринче ун палăкĕсене лартнă.

-Вăхăтсăр сÿнет чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ. Вăл хăварнă çутă вара пирĕн пата нумай теçетке çул иртсен те йăлтăртатса килме пăрахмĕ.

Чăваш юрри каять. ( Ачасем чăваш ташши ташлаççĕ.)

Вĕрентекен: Тăванăмăрсем, сывпуллашма вăхăт та çитсе пырать.

Савăнăçлă уява вĕçлесе пынă май пурне те пысăк тав

сăмахĕ калатпăр.

Сывă пулăр, тепре тĕл пуличчен!





5


© 2010-2022