Урок чувашской литературы «Шăпăрлан»

Раздел Другое
Класс 6 класс
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

1. Паян эпир сирĕнпе «Шăпăрлан» пьеса юмахри сăнарсем пирки калаçăпăр. Вĕсемпе тĕрлĕ çĕрте пулăпăр: çĕр çинче те, çĕр шăтăкĕнче те. Хамăра валли çĕнни, усăлли тупатпăрах пулĕ тесе шутлатăп.Эсир чăнах та тимлĕ вулавçăсем пулнине ĕнентерме çак ĕçе туса ирттерер-ха. Эпĕ сире карточкăсем валеçсе паратăп. Карточкăсем çине пьесăра пулса иртекен ĕçсене çырса панă. Анчах та ĕçсен йĕркине пăтраштарса янă. Сирĕн вĕсене йĕркипе майлаштарса тухмалла.

1)Ирхине Лявуçа ыйхăран хĕвел шевли вăратать.

2) Лявуçпа Кулюкка чăхсен тĕнчинче.

3) Чăхсем тырă выраççĕ.

4) Автансем Лявуçа çăлла чăмтараççĕ.

5) Эсремет Лявуçа чул çумне сăнчăрласа лартать.

6) Вупăр хĕвеле çиме пуçлать.

7) Кулюкка, Лявуç, Шевле усал вăйсене çĕнтереççĕ.

2. Ямаш шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсем «Шăпăрлан» пьеса тăрăх кроссворд хатĕрленĕччĕ. Кроссворд сире вуланине аса илме, мана вара эсир хайлава мĕнле ăнланнине пĕлме май парĕ.

3.Лявуç ирхине тăрать, автанпа çапăçса илет. Юлташсăр çын - тымарсăр йывăс тесе пуль, вăл сарă чăпар чăхпа, Кулюккапа питĕ туслă. Лявуç Кулюккапа картишĕнче кунĕпех вылятпăр тет. Тĕнче мĕнле майпа пуçланса кайнине пĕлес шут тытать. Вĕреннине çĕклесе çӳрес çук тет пулас. Кулюкка Лявуçа чăхсен тĕнчине илсе каять.Унта профессор çăмартасене ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тесе ăс парать. Ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть тесе чăхсем тырă выраççĕ.Кунта та Лявуç автан патшапа çапăçать. Автансем Лявуçа пусса (çăла) чăмтараççĕ. Юлташпа вăйсăрри те вăйлă тесе шутларĕ пулмалла та Кулюкка Лявуç хыççăн çĕр шăтăкне чăмать. Унта вулканра вут-çулăм кĕрлесе çунать, Эсремет чĕлĕм туртса ларать. Вăл çут тĕнчене юратмасть. Хĕвел çутă тĕнчене тытса тăрать тенине лайăх пĕлет, çавăнпа хĕвеле тĕп тăвасшăн. Пĕрлĕхре вăй теççĕ те Лявуç, Кулюкка, Шевле усал вăйсене çĕнтереççĕ. Вĕсем ырă ĕç тăваççĕ, çавăнпа та «Ырри усала çĕнтеретех» тени тĕрĕсех

4.Пьсăра ăнланман сăмахсем тĕл пулчĕç. Шăпăрлан - шухă, çивĕч, пурне те пĕлме юратакан ача. Эсремет- чун илли. Вупăр - курпунлă карчăк, прожорливая старуха.

Мая çăмарти - чăхха йăва вырăнне кăтартать, çăмарта тума илĕртет. Йывăçран тунă. Теннис шарикĕпе усă кураççĕ.

5..Хайлаври сăнарсене каласа тухар-ха.

Лявуç - тĕнче мĕнле майпа пулса кайнине пĕлесшĕн

Лявуç амăшĕ - Лявуçа юратать

Кулюкка - сарă чăпар чăх, Лявуç тусĕ

Кулюкка асламăшĕ - сарă чăпар тĕслĕ, Кулюккана юратать

Автан патша - Лявуçпа çапăçать, «Куштан этем чĕппи!»

Профессор - «Пĕчĕккисен аслисене итлемелле»

Çăмартасем -профессорпа тавлашаççĕ. «Ан вĕрент! Хамăрах пĕлетпĕр!»

Шевле- хĕвел ачи, Лявуçа юратать

Вупăр- Лявуçа, хĕвеле çиесшĕн, «Чăх какайĕ ту-утлă теççĕ»

Эсремет - çĕр шăтăкĕнче пурăнать, чĕлĕм туртать. Хĕвеле тĕп тăвасшăн.

Кăвак шапа - хура кӳлĕре пурăнать, мăйне шăрçа çакнă. Лявуçран шапа тăвасшăн

Çак сăнарсем пирки мĕн калама пултаратăр? Мĕнле вĕсем? Мĕн тăваççĕ? Ăçта пурăнаççĕ? Мĕн çиеççĕ?

6. Çак сăнарсенчен хăшĕ ырă-ши, хăшĕ усал-ши? Сăнарсене мĕнле ушкăнсене уйăратпăр? Сăнарсене ушкăнласа таблица йĕркелер-ха.

Ыррисем

Усаллисем

Лявуç амăшĕ

Вупăр

Кулюкка

Эсремет

Кулюкка асламăшĕ

Кăвак шапа

Шевле

7.Хайлав содержанийĕ тăрăх тунă ӳкерчĕксем

8. Халĕ эпир сирĕнпе карта тума пуçлăпăр

9. Лявуçа мĕнле ыйту кăсăклантарать? «Тĕнче мĕнле пулса кайнă?» таблица

Кам хуравлать

Мĕнле хурав

Кулюкка асламăшĕ

мая çăмартаран

çăмартасем

çăмартаран

профессор

çăмарта чăхран пулнă

автан

автанран

эсремет

эсреметрен

кăвак шапа

шывран

шевле

хĕвелтен

Лявуç

?

10. Картăна малалла ӳкерер-ха. Тĕнче мĕнле пулса кайнине кашни хăйне май ăнлантарать

11. Пĕррехинче тилĕ чĕрĕпе тĕл пулчĕ тет. Тиллĕн чĕрĕпе çав тери çиес килчĕ, Анчах та йĕпписем чăрмантараççĕ. Мĕн тумалла? Вара çапла сăмах пуçларĕ.

--Пĕлетĕн-и, санăнни пек йĕпсем халĕ модăра мар. Халĕ «под черепаху» текен прическа модăра.

Эх, чĕрĕп кулянса ӳкрĕ тет. Мĕнле вара вăл модăран тухнă причёскăпа çӳрет? Чуптарчĕ тет чĕрĕп хулана парикмахерские. Çул çинче тăманана тĕл пулчĕ.

-Ăçталла вĕçтеретĕн, чĕрĕп тусăм?- тет тăмана.

-Парикмахерские «под черепаху» прическа тутарма васкатăп. Тилĕ ман йĕпсем халĕ модăра мар терĕ.

--Апла пулсан, эсĕ йĕппӳсене кастарсан хăвна панулми, кишĕр сĕткенĕпе, пылпа сĕртер.

--Мĕншĕн?

--Тилле сана çиме тутлăрах пултăр тесе.

--Эх, тĕрĕссине хамăнах пĕлмелле иккен. Пурне те итлемелле мар,- терĕ тет чĕрĕп.

Пирĕн Лявуç та хăйне интереслентерекен ыйтăвăн хуравне тăрăшсах хăй шырать.

12. Ĕлĕкхи-авалхи халапсенче Тĕнче таçтан вĕçсе килнĕ кайăк кăвакалăн тем пысăкăш çăмартинчен пулнă, -- тени пур.

Çамрăк шапа мĕн ятлă? (йыт пулли)

13. Хайлавăн содержанине уçса паракан ваттисен сăмахĕсене тупасси

Юлташсăр çын - тымарсăр йывăç

Васкавлă ĕç - ик хут ĕç

Вĕреннине çĕклесе çӳрес çук

Уй куçлă, вăрман хăлхаллă

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен

Ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть

Юлташпа вăйсăрри те вăйлă

Пĕрлĕхре вăй

Ырри усала çĕнтеретех

14.Сирĕн хушăра пурне те пĕлме тăрăшакан ачасем пур-и? Мĕнле ыйту канăçсăрлантарать-ха? Ăсчахсем кун пирки мĕн шутлаççĕ? Хăвăр мĕнле шутлатăр?

Тĕнче хĕвелпе çуталать, этем -пĕлӳпе,- тенĕ ваттисем. Питĕ тĕрĕс каланă. Пĕлĕве куллен пуянлатса пымалла. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Пире кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсем çитес вăхăтрах тупăнĕç.

15. Килти ĕç: 1. «Шăпăрлан» хайлав содержанийĕ тăрăх ӳкерчĕк тумалла.

2. Ăс-хакăл çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене тупмалла

3. «Манăн пит пĕлес килет» хайлав çырмалла

У чувашского народа есть легенда о том, что было когда-то не одно, а три солнца. Все светила находились так близко от земли и горели столь ярко, что люди не знали, что такое холод, зима, снег и лед. Не было нужды заботиться о теплой одежде. Кругом росли удивительные деревья, которые кормили людей своими плодами. Но нашлись недовольные люди и стали говорить: «Жарко. Хотим, чтобы было не три, а одно солнце». Чуваши пригласили лучшего охотника, и тот из лука убил одно, а потом и второе солнце. Третье солнце испугалось и убежало далеко-далеко на небо, где его не могла достать стрела. И тогда стало холодно, замерзли деревья и травы. От холода и голода стали умирать дети. Чувашские мудрецы-шурсукалы сказали: «Убитые светила не оживить, а чтобы оставшееся поверило нам и вернулось, надо на домах, на одежде рисовать три солнца, песнями и плясками завлекать светило».



© 2010-2022