План урока в 6 классе по чувашскому языку

Раздел Другое
Класс 6 класс
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Тема: Япала ячĕсен хисепĕ.

Урок тĕллевĕ: Япала ячĕ çинчен кĕçĕн класра вĕреннине аса илни; япала нумаййине палăртмалли мелсем;нумайлă хисеп аффиксне йышăнман сăмахсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси.

Воспитани тĕллевĕ: Тăванлăха упрама, хисеплеме вĕрентесси.

Урок юхăмĕ

Килти ĕçе тĕрĕслени.

1. Килтен илсе килнĕ хаҫат-журналсемпе ĕҫлесси.

2. Урока вăйăран пуçласси. Класри ачасене 2 варианта уйăрмалла. Вĕрентекен вулакан диктант текстĕнчен 1-мĕш вариантсем КАМ? ыйтура тăракан пайăр ятсене, 2-мĕш вариантсем МĔН? ыйтура тăракан пайăр ятсене çырса илеççĕ. Текст тĕслĕхĕ:

Андриян кĕнеке вулама юратнă. Вăл шкула каичченех вулама вĕреннĕ. Иккĕмĕш класра вара Михаил Федоров çырнă «Арçури» балладăна пăхмасăр калама пĕлнĕ. Андриян Константин Иванов çырнă «Нарспи» кĕнекене те вуласшăн пулнă. Вăл хăйсен шкул библиотекине пынă.

- Мария Андреевна, эсир «Нарспи»кĕнекене тупса параймăр-ши? - ыйтнă ача. (В. Ален.)

- Кĕнеке, хаçат - журнал ячĕсене мĕнле çырмалла?

Урок темипе ĕçлени.

1. Вĕрентекен доска çине çырса хунă предложенисене вулаттарать.

Юрататăп эпĕ кунти ялсене килсе çÿреме. Ял-ял витĕр тухрăмăр. Эпир чылай ялта пултăмăр.

- Ял нумаййине ку предложенисенче мĕнле палăртнă? (Пĕрремĕшĕнче -сене аффикспа, иккĕмĕшĕнче ял сăмаха икĕ хут каланипе, виççĕмĕшĕнче чылай сăмахпа усă курнă..

Ялсене, ял-ял, чылай ял тенисем синонимлă пулнине каламалла.

«Япала ячĕн хисепĕ» таблицăпа ĕҫлесси.

пĕрреллĕ

нумайлă

1. çут çанталăк пулăмĕсем,

пайăр ятсем: кăнтăр, хĕвел,

çумăр, Мускав, Çĕрпÿ т. ыт. те

2. -лăх (-лĕх), - у(-ÿ), -в аффикслă абстраклă ăнлава пĕлтерекен сăмахсем: хаваслăх, юрату, курав, вĕçкĕнлĕх т. ыт. те

3. шутлама май çук япаласене пĕлтерекен сăмахсем: утă, тусан, çÿç, тусан, турăх т. ыт. те

1. морфологи мелĕ: я. я.-сем(- сен): ачасем, çулсем

2. лексика мелĕ: япала ятне чылай, нумай, темиçе йышши сăмахсем ăнлантарнипе йĕркеленнĕ сăмах майлашăвĕсем; япала ятне хисеп ячĕсемпе местоименисем ăнлантарни: виçĕ каç, темиçе кун.

3. пуçламăш формăри япала ятне икĕ хут калани (ял-ял, чĕресси - чĕресси)

2. Япала ячĕн пĕрреллĕ хисеп формипе çеç усă курнине çакăн пек предложенисемпе ăнлантарас пулать: (предложенисене доска ҫине ҫыраҫҫĕ)

1). Кăçал пирĕн хăяр ăнса пулчĕ. (Ку тĕслĕхре калаçу пĕр хăяр çинчен çеç пымасть, хăяра пĕтĕмлетсе каланă.)

2). Пирĕн ялăн пĕвинче хур-кăвакал савăнать. (Мăшăрлатса панă япала ячĕ пĕр хурпа кăвакал çеç пулнине пĕлтермест, шывра ишекен пур кайăка та шута илет.)

3). Куç хăрать те, ал тăвать. (Хăш-пĕр япаласем мăшăрлă пулаççĕ, çавăнпа вĕсен ячĕсене яланах пĕрреллĕ хисепре каламалла.)

Темăна çирĕплетни.

Чăваш чĕлхинче хăш-пĕр пайăр ятсем (çын ячĕсем, хушамачĕсем) нумайлă хисеп аффиксне йышăнма пултараççĕ. Ун пек чух пайăр ята пысăкранах çырмалла (Нинăсенче, Ивановсем т. ыт. те.). Çынна вăл ăçта пурăнни тăрăх палăртакан ял, хула, район, урам ячĕсем нумайлă хисеп аффиксне йышăнсан та пайăр ята пысăкранах çырмалла. (Вăйăра Шупашкарсем çĕнтерчĕç. Уява Вăрманкассем те килнĕ.) Уйрăмах йăнăш иккĕмĕш ушкăнри пайăр ятсене çырнă чух тĕл пулать.

Презентаципе ĕҫлесси:

1.Хăш сăмахсем (сăмах майлашĕвĕсем) нумайлă хисепре пулмаҫҫĕ?

Ташă, хаваслăх, хĕвел, тăван, сĕт, тӳпе, сывлăш, пӳлĕм, Шупашкар, чĕпĕ, ăмăрт кайăк, хĕвел анăҫ, михĕ, мунча.

2. Япала нумаййине палăртма хăш сăмахсене икĕ хут калама пулать?

Ҫул, Мускав, кĕнеке,чыслăх, Сăр, ял, пӱлĕм, Ҫĕмĕрле, ывăл, ĕмĕр, юрату, пурлăх, инҫет, вăхăт.

3. Мĕнле каласан тĕрĕс?

кĕнеке лавкки - кĕнекесен лавкки

хурăнсен вăрманĕ - хурăн вăрманĕ

сехетсен ăсти - сехет ăсти

партизан отрячĕ - партизансен отрячĕ

сурăх кĕтĕвĕ - сурăхсен кĕтĕвĕ

4. Чăвашла куçарăр.

оправа для очков - (куçлăх харши)

портновские ножницы - (çĕвĕç хаччи)

деревянные игрушки - (йывăç теттесем)

железные грабли - (тимĕр кĕрепле)

новые салазки - (çĕнĕ çунашка)

Кану тăхтавĕ.

Уҫă ҫилĕ вĕрчĕ,вĕрчĕ.

Пит-куҫа вăл уҫăлтарчĕ.

Йывăҫа та хумхантарчĕ.

Майĕпен вара лăпланчĕ.

6. Çыхăнуллă текстпа ĕçлесси.

46-мĕш хăнăхтару.

-Текста вулани.

-Текст тĕсĕ: сăнлав.

-Текст теми: Шурăм пуҫ хăпарни.

-Паллă тунă сăмахсене мĕншĕн пĕреллĕ хисепре ҫырнине ăнлантарăр.

Пĕтĕмлетÿ.

Урокра пăхса тухнă правилăсене аса илсе ачасем пĕтĕмлетӱ тăваҫҫĕ.

Килте тумалли ĕç.

, 47 -мĕш хăнăхтару.


© 2010-2022