Пирĕн пултарулăх. Ачасен сăввисем

Здесь опубликованы стихотворения собственного сочинения учащихся МБОУ "Старосаврушская ООШ" и "Савгачевская СОШ" Аксубаевского района Республики Татарстан. Руководителем являюсь я - Захарова Валентина Валентиновна, учитель чувашского и русского языков и литературы. Эти стихи были прочитаны ими на муниципальном празднике "Полоруссовские чтения" в День родного языка в номинации "Проба пера" 27 февраля 2015 года в МБОУ "Старосаврушская ООШ". Тематика стихотворений разнообразная: о природе, о маме, ...
Раздел Другое
Класс -
Тип Другие методич. материалы
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

ТУТАРСТАН РЕСПУБЛИКИН
АКСУ РАЙОНĔНЧИ
«КИВĔ САВРĂШРИ ТĔП ШКУЛ» БМВУ







Пирĕн

ПУЛТАРУЛĂХ







ЕРТŸÇИ - ЗАХАРОВА В.В.









2015

Аннеçĕм

Ман аннеçĕм пит ĕçчен:

Ир-ирех вăл вăранать,

Выльăх-чĕрлĕхе пăхать,

Апатне те пĕçерет,

Пире шкула ăсатать.

Эпир шкултан киличчен

Пÿрт-çурта вăл тирпейлет,

Апат-çимĕç хатĕрлет.

Ывăннине пăхмасăр

Çыхать, тĕрлет, пĕçерет…

Пирĕн анне пит ĕçчен:

Шкулта ĕçлет, тăрăшать,

Пирĕншĕн вăл вăй хурать,

Пирĕнпе вăл савăнать,

Ыр çын тăвасшăн çунать.

Анне

Юратнă анне

Пире ачашлать,

Юратнă анне

Пире çупăрлать.

Ирех вăл тăрать,

Апат хатĕрлет.

Пире те шкула

Кăмăлпа ăсатать.

Ĕçе каять, тăрăшать,

Ачасене ăс парать.

Хăйĕн ырă ĕçĕпе

Савăнтарать пурне те.



Çуркунне

Хĕвел пăхать ăшшăнрах,

Юр ирĕлет васкасах.

Хĕл Мучийĕ макăрать,

Çырмана юхса каять.

Шарлантарса шыв юхать,

Çут çанталăк вăранать.

Кайăк сасси вăйлăрах,

Çил кастарать хытăрах.

Кондратьева Кристина, 7 класс,

Кивĕ Саврăшри тĕп шкул.







Çулла

Акă çитрĕ çулла,

Эп каятăп пулла.

Вăлта хатĕр тахçанах -

Ăман тупрăм аранах!

Пит вăрăм вăлта хулли,

Улталать чее пулли.

Эп тытасшăн уланкă,

Лекрĕ иккен çутанкă.

Анне пĕçерчĕ уха -

Тусăмсене чĕнем-ха.

Шÿрпи тутлă пулнăран

Кайрĕç килсене аран.

Çурхи кунсем

Ака уйăхĕ çитет,

Юр васкаса ирĕлет.

Ача-пăча савăнать,

Карапсем шыва ярать.

Таврара шăв-шав тăрать,

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать.

Ача-пăча васкаса

Çакать йăва савăнса.

Кайăк-кĕшĕк юррийĕ,

Выльăх-чĕрлĕх шăв-шавĕ -

Систереççĕ халь пире

Çурхи кунсем çитнине.

Маркелова Снежана, 7 класс,

Кивĕ Саврăшри тĕп шкул.





ÇУЛТАЛĂК

Çаврăнать çулталăк,

Улшăнать тăватă хут.

Акă иртрĕ талăк,

Каллех çитрĕ тепĕр кун.

Пуçлать çулталăка хĕлле -
Тавралăх шур пĕркенчĕкпе.

Раштав уйăхĕ, Çĕнĕ çул,
Кăрлач иртрĕ, нарăс та…

Ăшăтма тытăнать тинех,
Хĕрсен уявĕ çитсенех.
Пуш, ака хыççăн çу çитет,

Çуркуннен те иртет черет.

Ĕнтĕ, туссем, ак тинех
Килчĕ, çитрĕ каникул.
Халĕ ĕнтĕ кунĕпех

Ĕçле, выля, савăн, кул!

Çулла хыççăн кĕркунне
Тытрĕ хăйĕн черетне.
Авăн уйăхĕ çитсен
Уçать шкулăм алăкне.

Юпа çитет, кĕрхи бал…
Пĕтет ĕнтĕ чĕрĕк те.
Чÿк уйăхĕ иртсенех
Кĕтетпĕр Çĕнĕ çул каллех.

Çаврăнать çулталăк,

Кунсем иртнĕçем.

Акă иртрĕ талăк -

Эп те çитĕнеп.

Тутарстан



Тăван çĕршывăм - Тутарстан,

Чи хаклă мулăм эсĕ ман.

Асра ялан сан сăнару,

Ăшă та тарават куллу…

Тăван çĕршыв, эс чи чапли,

Чи хăюлли те хăватли…

Аякра чух хăв патна

Кăчăк туртатăн эс мана.

Сан сарлака уюсене,

Вĕçсĕр-хĕрсĕр хирÿсене,

Çырмусемпе кÿллÿсене

Манассăм çук эп ĕмĕрне.

Вăрманусем выртаç таçтан,

Инçетрен курнаç хуран.

Пырса тăрсассăн çывăха

Сисместĕп - лекеп тыткăна.

Тăван çĕршывăм, халăху

Паттăр, харсăр та ĕçчен.

Сан сăнна-питне, эс кур,

Ушкăнпа кÿреç илем.

Радмила Ярославлева, 8 класс, Кивĕ Саврăшри тĕп шкул.





Пире вăрçă кирлĕ мар!

Пире вăрçа кирлĕ мар,

Атьăр миршĕн кар тăрар!

Пăхтăр хĕвел Çĕр çинче,

Пултăр кулă питсенче!

Пултăр телей пурнăçра,

Канлĕх пултăр ватлăхра.

Эп каласшăн МИР тесе

Пĕтĕм халăха чĕнсе!

Хĕлле

Вăрманта паян Хĕл Мучи

Хуçаланать-çке çав тери.

Унпала пĕрле Çил ачи

Лăскать, хуçать, çĕмĕрттерет.

Хытă кашлать сĕм вăрман -

Тухать-шим ĕнтĕ тăман?

Чĕрчунсем те кайăксем -

Çта пытанĕç-ши вĕсем?

Иртрĕ акă мулкач чупса

Шур тумĕпе мухтанса.

Хыçранах пырать тилли-

Чее-çке вăл çав тери!

Кашкăр йĕрри курăнать:

Чуна хăруш туйăнать.

Упа, упа- утаман,

Курăнмарĕ çывракан.

Килчĕ, çитрĕ Çил ачи

Пĕчĕк хурăн патнелле.

Анчах чарчĕ Хĕл Мучи:

«Ан хăй эс ăна тивме!»

Лапка-лапка юр çăвать,

Çил майĕпен лăпланать.

Çут çанталăк шăпăртах,

Канас тет-ха тепĕртак.

Кузьмина Вероника, 7 класс,

Кивĕ Саврăшри тĕп шкул



Конькипе

Чăлтăр-чалтăр, йăлтăр-ялтăр -

Ярăнатпăр конькипе.

Юлташсемпе çитрĕмĕр

Каток çине сиккипе.

Акă тăтăм коньки çине,

Тухрăм çутă пăр çине,

Халĕ ĕнтĕ чараймастăр:

Ярăнатăп каçченех!

Шапкă ÿкрĕ, вĕçсе юлчĕ -

Эп пăхмастăп каялла.

Ыткăнатăп, ярăнатăп -

Шав вĕçетĕп малаллла!

Кам ÿкет, ав, кам - тăрать,

Виççĕмĕш ура хурать.

Çук, çитеймĕр, ÿкереймĕр -

Эп вĕт туслă çилпеле.

Каç та пулчĕ, тĕттĕмленчĕ,

Уйăх тухрĕ тÿпене.

Çăлтăрсем, ав, вăй выляççĕ,

Куç хĕсеççĕ пикенсех.

Ярăнтăмăр, ярăнтăмăр,

Чун каниччен савăнтăмăр.

Пурте киле каятпăр,

Уроксене тăватпăр.

Виктория Захарова, 5 класс,

Савгачевăри вăтам шкул.



© 2010-2022