• Преподавателю
  • Другое
  • Кашни чĕрĕ чун, кашни ҫын хӳтлӗхсӗр – вǎйсǎр (Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăвви тăрăх)

Кашни чĕрĕ чун, кашни ҫын хӳтлӗхсӗр – вǎйсǎр (Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăвви тăрăх)

Урок теми:      Кашни чĕрĕ чун, кашни ҫын хӳтлӗхсӗр – вǎйсǎр (Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăвви тăрăх). Урок тĕсĕ:Шухăшлав урокĕ. Урок тĕллевĕсем:      Пĕлӳ тĕллевĕ:     1.Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăввине вуласа тишкересси.  2. Ачасене пурнăҫ ҫинчен, ҫынпа ҫын хутшăнăвĕ ҫинчен, ҫут ҫанталăк  пулăмĕсем ҫинчен  тарăннăн  шухăшлама вĕрентесси.       Сапăрлăх (воспитани) тĕллевĕ: 1. Ачасен калаҫу чĕлхине аталантарасси. 2. Харпăр хăйĕн шухăшне уҫҫăн калама хăнăхтарасси. 3. Ҫĕр ҫинчи ырăпа усал...
Раздел Другое
Класс -
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Урок теми:

Кашни чĕрĕ чун, кашни ҫын хӳтлӗхсӗр - вǎйсǎр (Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăвви тăрăх).

Урок тĕсĕ: Шухăшлав урокĕ.

Урок тĕллевĕсем:

Пĕлӳ тĕллевĕ: 1.Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăввине вуласа тишкересси.

2. Ачасене пурнăҫ ҫинчен, ҫынпа ҫын хутшăнăвĕ ҫинчен, ҫут ҫанталăк пулăмĕсем ҫинчен тарăннăн шухăшлама вĕрентесси.

Сапăрлăх (воспитани) тĕллевĕ:

1. Ачасен калаҫу чĕлхине аталантарасси.

2. Харпăр хăйĕн шухăшне уҫҫăн калама хăнăхтарасси.

3. Ҫĕр ҫинчи ырăпа усала уйăрма, ватă ҫынсене хисеплеме, ҫыннăн хуйхи-суйхине ăнланма, ҫынна пулăшма, хӳтĕлеме вĕрентесси.

Илемлĕх (эстетика) тĕллевĕ:

1. Ҫут ҫанталăкри чуна тыткăнлакан илеме курма, йывăҫ-курăка упрама вĕрентесси.

2.Вуланǎ калава хак пама вӗрентесси.

Урок мелӗсемпе меслечӗсем:

  • учитель сǎмахӗ;

  • урок темипе тӗллевне пӗлтерни;

  • учителӗн илемлӗ вулавӗ;

  • словарь ӗҫӗ;

  • сǎвва сасǎпа илемлӗ вулаттарни;

  • текстри япала ячӗсемпе ӗҫлесе темǎна тупма вӗрентни;

  • текстри паллǎ ячӗсем темǎна уҫса пама пулǎшнине кǎтартасси;

  • йǎмрапа хурǎн сǎнарӗсене тишкерсе кластер туни;

  • йǎмрапа хурǎн сǎнарӗсене схема-таблицǎпа характеристика парасси;

  • синквейнпа пӗтӗмлетесси.

Пуплеве аталантарас хǎнǎхусем:

- таблицǎпа усǎ курса хайлав тӗсне, темине, тӗп шухǎшне, сюжет йӗрне тупма пулǎшасси;

- ҫыхǎнуллǎ каласа пама вӗрентесси;

- пӗтӗмлетӳ тума вӗрентесси.

Курǎмлǎх хатĕрӗсем:

  • Вĕренӳ кĕнеки,

  • Петĕр Эйзин портречĕ,

  • «Юманпа ҫăлкуҫ» текст,

  • Василий Поймаковăн «Лисук» калавĕ,

  • мультимедилле проектор,

  • компьютер,

  • 3 слайд (П.Эйзинǎн «Йǎмрапа хурǎн» сǎвви патне тунǎ кластер, йǎмрапа хурǎн сǎнарӗсене пӗтӗмлетмелли синквэйнсем).

Урок эпиграфĕ:

Ҫынпа ҫын пурăнать.

Ваттисен сăмахĕ.

Урок юхăмĕ:

1. «Кĕркунне» темăпа калаҫса илесси.

Кĕрхи илем… Мĕншĕн ылтăн-ши вăл кĕркунне? Йывăҫ ҫулҫисем сарă, хĕрлĕ, хăмăр, симĕс, кĕрен… Ҫулҫă тăкăнать…

Мĕнле йывăҫсем ӳсеҫҫĕ-ха пирĕн тăрăхра? Мĕнле йывăҫсем кĕр илемне кӳреҫҫĕ?

Юман, ҫăка, вĕрене, хурăн, хурама, йăмра, ҫĕмĕрт, ҫирĕк, шĕшкĕ, палан, пилеш, ăвăс, йĕлме, катăркас, чăрăш, хыр, каврăҫ, хăва…

Мӗншӗн йывǎҫсем пӗр пек ӳсеймеҫҫӗ? (Лайǎх условисем ҫукран.)

Йывăҫсем те чĕрĕ: ҫуралаҫҫĕ, ҫын пекех сывлаҫҫĕ, ĕҫлеҫҫĕ, канаҫҫĕ, пăшăлтатаҫҫĕ те шавлаҫҫӗ, вилеҫҫĕ… Анчах та вĕсем калаҫаймаҫҫĕ.

Йывăҫсене ҫынпа танлаштарма пулать-и? Халăх сăмахлăхĕнче ҫапла калаҫҫĕ: юман - атте, ҫăка - анне, хурăн - хӗр, шĕшкĕ - шăллăм, йăмра - йăмăк.

2.Урок тĕллевĕ ҫинчен каласси.

Паян эпир Петĕр Эйзинăн «Йăмрапа хурăн» сăввине вуласа тишкерĕпĕр, ҫут ҫанталăк экологийĕпе чун экологийĕ ҫинчен калаҫăпăр, харпǎр хǎй чӗлхине ҫӗнӗ сǎмахсемпе пуянлатǎпǎр, сǎнарлǎха туйма хǎнǎхǎпǎр, ҫынна ырǎ тǎвас туйǎмсене малалла аталантарǎпǎр.

3. Сăвва вуласа тишкересси.

1) Вĕрентекен илемлӗ вуланине итлесси.

2) Словарь ӗҫӗ: Йǎрǎс-тӳрӗ.

Алхасса-ашкǎнса, иртӗнсе.

Вистенӗ- хǎпартнǎ, сӳнӗ.

Курпун-ҫурǎм шǎмми мǎкǎрǎлса тухни.

Экологи-ҫут ҫанталǎк тасалǎхӗ.

3) Ыйту-хурав.

- Сǎвǎра мӗнле сǎнарсене тӗл пултǎр?

- Автор йăмрапа хурǎна еплерех сăнласа панă-ши?

Йăмра

Хурăн

Ватă

ҫап-ҫамрăк

Лутра

йăрăс

Курпун

илĕртӳллĕ

сар пике

Йăмрана

Хурăна

ялан кӳрентернĕ

пăхса савăннă

тавралăх илемне ярать тенĕ

тавралăх илемне кӳрет тенĕ

Каснă

хăварнă

-Йǎмрана камсем кӳрентернӗ? Ǎна мӗншӗн каснǎ?

-Йăмрана каснă хыҫҫǎн хурăнпа мĕн пулнă?

(«Инкек-синкек тиеннĕ», «хуппине вистенĕ», «шывне юхтарнă», «илемĕ пĕтнĕ», «пуҫне уснă», «хурлăхлăн ларнă»).

-Ватă йăмрапа ҫамрăк хурăна пурнăҫра камсемпе танлаштарма пулать-ши? (-Ватă тата ҫамрăк ҫынпа.)

- Хурăн йăмра хӳттинче ним шиксĕр, ним шухăшсăр ларать. Хӳтлĕх пĕтет те - хурăн та пĕтет.

- Ҫамрăк ҫын та ватă ҫын ҫумĕнче хӳтлĕхре пурăнать. Ватти вилсессĕн ҫамрăкки пĕр-пĕччен тăрса юлать. Ăна вĕрентекен те, йăпатакан та, пулăшакан та, пăхакан та, хавхалантаракан та ҫук. Ҫын ирĕксĕрех мĕскĕне тухать: пуҫ та, алă та усăнать.

Апла ан пултăр тесен ватăсене, хамăра хӳтлĕхре пăхса усракан чи ҫывăх та ырă ҫынсене, пирĕн хисеплемелле, упрамалла.

Йăмра ватă, илемсĕр пулсан та - шанчăклă, ун хӳттинче тепĕр йывăҫа ӳсме питĕ меллĕ. Ăна кӳрентереҫҫĕ пулсан та - вăл ҫавах чăтса-тӳссе ларать.

Ватă ҫынсем те - ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн пурăнаҫҫĕ. Вĕсем пурнăҫра хăйсене тăлăххăн ан туйччăр, инкек-синкек мĕнне ан пĕлччĕр, ытлă-ҫитлĕ пурнăҫпа пурăнччăр теҫҫĕ.

4) Сăввăн темипе тĕп шухăшне палăртасси.

Халь сǎвǎри япала ячӗсене тупса, темǎна палǎртǎпǎр.

Йǎмра

Йǎмра

Хупǎ

Хурǎн

Хурǎн

Шыв

Йǎмра

Алǎ

Илем

Хурǎн

Тавралǎх

Йывǎҫ

Пике

Илем

Пуҫ

Ача-пǎча

Йǎмра

Йǎмра

Иртен-ҫӳрен

Инкек-синкек

Хӳтлӗх

Хурǎн

Хурǎн

Вǎхǎт

?-йǎмра ?- инкек-синкек

?-хурǎн ?-хӳтлӗх

?-илем

Текстра хǎш сǎмах нумайрах тӗл пулать? (йǎмра-5, хурǎн-5, илем-2).

Учитель пӗтӗмлетӗвӗ: Сǎмах ытларах йǎмрапа хурǎн ҫинчен пырать. Ҫакǎнтан тема тухса тǎрать. Йǎмрапа пӗрлех хурǎн та йышлǎ тӗл пулать. Апла пулсан, хайлаври тӗп сǎнарсем- йǎмрапа хурǎн.

Тǎтǎш тӗл пулакан сǎмахсенчен ӗҫ-пуҫ кунта илемпе, инкек-синкекпе, хӳтлӗхпе ҫыхǎнни курǎнать.

Йǎмрапа хурǎн сǎнарӗсем урлǎ темǎна палǎртатпǎр- ҫут ҫанталăк тасалăхĕпе чун тасалăхĕ.

Текстри паллǎ ячӗсемпе ӗҫлесе йǎмрапа хурǎн сǎнарӗсене палǎртатпǎр.

Паллǎ ячӗсем

Ват

Илӗртӳллӗ

Ҫап-ҫамрǎк

Сар

Лутра

Хурлǎхлǎн

Курпун(лǎ)

Ватǎ

Йǎрǎс

Ыр

Паллǎ ячӗсем темǎна уҫса пама пулǎшаҫҫӗ. Сǎнарсен характерне уҫса параҫҫӗ, пурнǎҫ ҫине мӗнле пǎхнине кǎтартаҫҫӗ. Халь глаголсене пǎхса тухǎпǎр.

Пурǎнатчӗҫ

Касрӗҫ

Ас илтеретчӗ

Тиенчӗ

Алхасса

Вистенӗ

Пǎхса

Юхтарнǎ

Савǎннǎ

Пӗтрӗ

Кӳрентеретчӗҫ

Ларать

Ҫӗклеме

Усса

Хǎяймастчӗ

Аса илсе

Ярать тесе

Сǎвǎри глаголсем ӗҫ-пуҫа мӗнле сǎнлаҫҫӗ? ( Глаголсем хайлавра пулса иртекен ӗҫсен йӗркине кǎтартаҫҫӗ).

Пӗтӗмлетӳ: Хайлавра пулса иртекен ӗҫсен йӗркине сюжет теҫҫӗ. Сюжет тӗп шухǎша тупма пулǎшать.

Тĕп шухăш: Кашни йывăҫ хăй вырăнĕнче ӳсет. Ăна касса-чĕрме, вăхăтсăр пĕтерме кирлĕ мар. Илемлĕ-и вăл, илемсĕр - вăл ҫавах ешерет, уҫă сывлăш парать. Ăна касса-чĕрме, вăхăтсăр пĕтерме кирлĕ мар. Ватă ҫынна та кӳрентерме, унăн кăмăлне хуҫма, ăна хисепрен кăларма юрамасть. Ват ҫын - тăват ҫын теҫҫĕ.

Халӗ вара хайлава синквэйн туса хамǎр ǎнланнǎ пек пӗтӗмлетӗпӗр.

-Хǎш сǎмах темиҫе хутчен те тӗл пулчӗ?

(Йǎмра. Ǎна пӗрремӗш ҫырса хурǎпǎр).

СИНКВЭЙН

Япала ячӗ йǎмра

2 паллǎ ячӗ ватǎ, лутра

3 глагол кӳрентернӗ,тавралǎх илемне ярать тенӗ,каснǎ

Предложени Ват йǎмрана ялан кӳрентернӗ

Синоним (метафора) хӳтлӗх

СИНКВЭЙН

Япала ячӗ хурǎн

2 паллǎ ячӗ йǎрǎс, илӗртӳллӗ

3 глагол пǎхса савǎннǎ, илем кӳрет тенӗ, хǎварнǎ

Предложени Хурǎна пǎхса савǎнма хǎварнǎ

Синоним (метафора) илем

- Ачасем, мĕнле туйăмсем ҫуратать-ши ҫак сăвă?

( - Ватă йăмрана хĕрхенес килет. Ăна касмалла пулман. Вăл ешерсе ларнă чух унпа киленнĕ, ватăлсан вара - хаклама пĕлмен.

- Хурăна та шеллес килет. Хӳтлĕх пĕтнĕ хыҫҫăн вăл та вăхăтсăр илемсĕрленет.

- Ҫынсем чунсăр пулнăшăн тарăхас килет. Йăмрапа хурăн пĕр-пĕриншĕн тĕрек, шанчăк, хӳтлĕх пулнине вĕсем ăнланаймаҫҫĕ, пĕрне пĕтерсен тепри те пĕтме пултарнине туйса илеймеҫҫĕ.)

- Автор мĕншĕн сăвва «Хурăнпа йăмра» тесе ят паман-ши?

( - Йăмра - ватă, хурăн - ҫамрăк.

- Ватта хисепе хуни, сума суни.)

4. Литература терминĕсемпе ĕҫлени.

-Автор тӗп шухǎша аллегори мелӗпе уҫса панǎ.

Аллегори - ҫыннăн пурнăҫне, шухăш-кăмăлне, сăн-сăпатне пĕр-пĕр сăнар е паллă урлă систерсе калани. «Йăмрапа хурăн» - тарăн шухăшлă сăвă. Автор йывăҫ сăнарĕсем урлă ҫынсен пурнăҫне, вĕсен хуйхи-суйхине, вĕсен шăпине кăтартса парать.

Верлибр - француз чĕлхинчен кĕнĕ сăмах - ирĕклĕ, виҫесĕр, рифмăсăр сăвă.

5. Сăввăн тĕп шухăшне уҫса паракан ваттисен сăмахĕсене ҫыртарни.

· Ҫынпа ҫын юнашар чух ҫара уйра та ăшă.

· Ҫынна ҫын яланах кирлĕ.

· Тăлăх йывăҫа тăвăл хуҫать.

· Тăлăххăн пурăнни - куҫҫуль тăкни.

· Ашшĕ-амăш хӳттинче ывăл-хĕрне ҫăмăл.

6.Урок темипе ҫыхăннă хайлавсемпе паллаштарасси.

Ҫакǎн евӗр чуна хускатакан хайлавсем вырǎс литературинче те тӗл пулатпǎр. Акǎ илер-ха Н.Соколова ҫырнǎ «Рябинка» хайлава:

Выросла рябинка при дороге.

Она выросла случайно, незаконно, пристроилась на обочине, у

высокого дощатого забора.И вот поднялась, как подросток,

угловатая и милая, мотая на ветру кудрявой головой.

Наступил август. Тонкие ветки рябины согнулись под тяжестью пышных богатых гроздьев, ярко и празднично окрашенных. Деревце запылало, как костер на юру. Хороша была рябинка и в погожий день, когда каждая ягода дрожала в капле воды и ветки застенчиво протягивали свои добрые длинные листья, склеенные, как пальцы после долгого рукопожатья.

Шла мимо девочка. Увидела рябинку, поахала.

-Возьму-ка я одну веточку.Одна веточка- это ведь так мало, ничего с деревцем не случится.

Ехал на машине усатый дядька.

-Ух ты… Прямо картинка… Шикарно!

Он остановил машину, вылез из-за руля. Ветки рябины так и затрещали под его сильной рукой.

-Вот какая стоит богатая, небось не обеднеет, если я прихвачу для жинки две-три ветки.

Под вечер шли туристы…И они по одной ветке сорвали.

Шел в сумерках влюбленный.На рябинке горела одна -единственная кисть, которую никто, видимо, не смог достать.Влюбленный был высокого роста и сумел дотянуться…

На другой день приехал хозяйственник.

-Что это еще за уродец?- строго спросил он, наткнувшись на рябинку.

-Убрать. Срубить. А то весь вид портит.

И рябинки не стало.

-Автор ҫак йӗркесене ҫырса парса пире мӗн каласшǎн-ши?

-Ҫыннǎн тӗрӗс мар утǎмне тǎвиччен ҫав утǎм хыҫҫǎн мӗн пулса тухассине тӗплӗн шутламалла.

-Йывǎҫǎн та ӳсес, пурǎнас, ҫут ҫанталǎк ырлǎхне курас килет, анчах чунсǎр ҫынсене пула унǎн та шǎпи хурǎнǎн шǎпи евӗрлех пулса тухнǎ.

-Ҫак хайлавра, ачасем, эсир мӗнле илемлӗх мелӗсем тӗл пултǎр?

- «Как подросток», «как костер на юру» - танлаштарусем.

-«Мотая на ветру кудрявой головой» сǎмах майлашǎвӗ - метафора.

- «Деревце запылало». Кунта та вǎрттǎн танлаштару куратпǎр.

- «Ветки застенчиво протягивали свои добрые длинные листья». Кунта эпир туратсем ҫын вǎтаннǎ евӗр вǎтаннине, ҫын аллине тǎснǎ евӗр ҫулҫисене тǎснине кǎтартнине куратпǎр. Ку вǎл - сǎпатлантару.

-«Добрые листья» сǎмах майлашǎвӗ те сǎпатлантару пулать.

Тепӗр тӗслӗх илер-ха.

Темиҫе ҫул каялла Америка ученǎйӗсем кӳлӗ таврашӗнчи вǎрǎмтунасене йǎлт пӗтернӗ. Вӗсем пӗтсен шаписем те пӗтнӗ. Кайран кӳлли те шǎршланса-ҫӗрсе пӗтнӗ. Кайран ҫак кӳлле каялла вǎрǎмтунасене, шапасене килсе янǎ та, кӳлӗ ӗлӗкхи пекех ҫуталнǎ, тасалнǎ. Ку тӗслӗх пире мӗн ҫинчен калать?(Ҫут ҫанталǎкра пурте шайлашуллǎ пулмалла.)

Кусем - ҫут ҫанталǎкри пулǎмсем, сǎнлǎхсем. Ҫак сǎнлǎха чӗрӗ ҫынсемпе танлаштарар.

Василий Поймаковăн «Лисук» калавĕнче вара амăшĕпе хĕрĕ пĕр-пĕринсĕр пурăнайманнине кăтартса панă. Лисукăн амăшĕ вăхăтсăр ҫĕре кĕрет. Ҫитĕнсе ҫитмен хĕр ача пĕр-пĕччен тăрса юлать. Кашни кунах амăшĕн вил тăпри ҫине кайса нумайччен макăрса ларать. Юлашкинчен вара килне те таврăнмасть: вил тăпри ҫинчех ĕмĕрлĕхех куҫне хупать.

Апла пулсан, ачасем, пирӗн пурнǎҫра мӗнле пулмалла-ши?

-Ваттисене хисеплемелле.

-Йывǎрлǎхпа кӗрешсе ǎна ҫӗнтерме хǎнǎхмалла.

7. Пĕтĕмлетни.

Ҫапла, кашни чĕрĕ чунах хӳтлĕх кирлĕ. Пурте пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăннă, пурне те тимлĕх уйăрмалла. Кашни ҫыннăн чунпа та, шухăшпа та ырă, илемлĕ пулмалла. Ахальтен мар Петӗр Эйзин: «Ҫӗр ҫинче этем нумай, ҫынни сахал»,-тет. Кам-ши вǎл этем? Кам-ши вǎл ҫын? Вӗсем хушшинче мӗнле уйрǎмлǎх-ши?

Ҫын пулас тесен ырǎ шухǎшлǎ, ырǎ ӗҫлӗ, ырǎ чунлǎ пулмалла. Эсир хǎвǎр умǎра ҫын пулас тӗллеве лартасса тата ҫут ҫанталǎкпа шайлашуллǎ ҫын пуласса эпӗ шанатǎп.

8. Ачасен пĕлĕвне, шухăшлавне, ĕҫне, хастарлăхне палăртасси.

9. Киле ĕҫ парасси.

1. «Йăмрапа хурăн» сăвăри илемлĕх мелĕсене тупмалла.

2. «Ҫут ҫанталᾰк тусӗсем пулар» хайлав ᾰсталамалла.

3. Сᾰвва илемлӗ вулама вӗренмелле.



© 2010-2022