План-конспект урока по творчеству чувашского поэта Якова Ухсая

Раздел Другое
Класс 9 класс
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Яков Гаврилович УХСАЙ

Сăвă. "Карлав аври касмашкăн кайрăм"

Тишкерÿ урокĕ.

Пĕлÿ тĕллевĕ:

1. Я. Г. Ухсай юбипярăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарасси.

2. Ухсай çут çанталăка упрас темăпа нумай хайлав çырни.

3. Сăвва илемлĕ вулама, тĕп шухăшне тупма вĕрентесси,
сăвă чĕлхин уйрăмлăхне ăнкарма пулăшасси.

Сапăрлăх тĕллевĕ:

1. Тăван тавралăха юратма, упрама вĕрентесси.

2.Çут çанталăк илемне курма пĕлекен çын ырă кăмăллă пулнине туйтарасси.

Илемлĕх тĕллевĕ:

1. Сăмах пуянлăхне, унăн сăнарлăхне туйма вĕрентесси.

2. Сăвва илемлĕ, тĕрĕс, кăмăла хускатмалла, асра юлмалла вулама хăнăхтарасси.

Урок мелĕсем, меслечĕсем: учитель сăмахĕ, илемлĕ вулав, ыйту-хурав,

чĕлхене сăнани, илемлĕх мелĕсене харпăр хăй тĕллĕн тупни, пĕтĕмлетÿ туни.

Пуплеве аталантарас хăнăхусем.

  1. Сăвва илемлĕ вулама хăнăхтарасси.

  1. Ыйтусене текстри сăмахсемпе усă курса хуравлама хăнăхтарасси.

  2. Вулав хăвăртпăхне, илемне аталантарасси.

  1. Сăвăри ÿкерчĕк çинчен ачасене илемлĕ чĕпхепе калама вĕрентесси.

Доска çинче, умĕнче

1.Число. Тема.

2.Урок эпиграфĕсем.

Çĕре- Анне, ĕçе - Аттемĕр тейĕр
Ырра вĕрентĕр çамрăк-кĕрĕме

(«Атте-анне» поэмăран)

... Пĕтĕм чĕререн

Эсир пуç тайăр çут çантапăка

(«Атте-анне» поэмăран) 3. Яков Ухсай, М.Ухсай портречĕсем

4.«Ухсай 90 çулта» выставка (поэт кĕнекисем, альбомсем, тĕрлĕрен статьясем…)

5.П.Ялкир. Чăваш литератури энциклопедийĕ. К. 2000 "Ялав" журнал.

Ю. Листопад. Алга, Ахах ... Камсем эпир? Ш., 1993.

б. Ухсай хĕрĕ аса илни.

В. Г. Егоров. Этимологический словарь чувашского языка. И., 1964.

Н. И. Ашмарин. Чăваш сăмăхĕсен кĕнеки. б т, М ., 1994 М. И. Скворцов.

Чăвашла-вырăсла словарь. Ш., 1982
Сăнӳкерчĕксем.

Карта (Пушкăрт республики)
Аппликацисем

Урок юхăмĕ
I Класа йĕркепесси.

II Çĕнĕ тема.

Учитель сăмахĕ. Кăçaл чăваш халăх поэчĕ Я. Г. Ухсай (Никифоров) çурални 90 çул çитрĕ. Çавна халалласа çак урока ирттерес терĕмĕр. Ку урокра эпир
поэтăн пурнăçĕ-пултарупăхĕпе паллашăпăр, çут çантапăк çинчен калаçăпăр ...
(тĕппевсемпе паллаштарать). Урока толерантпă чǎтăмлăх, туйǎмлăх, çураçулǎх
урокĕ тейĕпĕр (толерантность-терпимость, принимать таким какой есть; сострада-
ние ... ) Пĕр-пĕрин шухǎш-туйǎмне хисеплесе капаçǎпăр: калаçнине итлесе пĕтерме чăтǎмлăх ситерĕпĕр; никама кÿpeнтepмecĕp, хамǎр шухǎша çирĕплетме, ĕнентерме пǎхǎпǎр.

Чи малтан Ухсай пурнăçĕпе тата пуптарупăхĕпе пире кĕскен Мулюкова
Е. паппаштарĕ. Эсир, ачасем, питĕ кĕскен, кирлĕ цифрǎсене, пайǎр ячĕсене çырса пыратǎр.

Кĕске биографийĕ (кĕнекере пурри), карттăпа ĕçлени, фотосем кăтарт-

ни ...

Учитель: Яков Гаврилович хăйĕн хайпавĕсене тĕрлĕ темăпа çырнǎ, вĕсенчен çут çантапǎкпа этем хушшинчи çыхǎнǎва кăтартаканнисем те сахал мар. Сăмахран: "Юратрǎм эп, хирсем, сире", «Шурă хурǎнпа капаçни". Çын, çут çантапǎк пуян тесе-ши, çĕр паракан пуянпăхпа тискеррĕн ашкǎнать. Килес ăрусем çинчен шутламанни ку. Хальхи самана çыннисене малтанхи ăрусем тунă йăнǎшсем паянхи кун та кансĕрлеççĕ.

Мĕн чухпĕ сиен кÿнĕ таврапăха çĕр-анне пуянпǎхĕпе тĕрĕс усă курманни!

Этемĕн хăйĕн тата пулас ăрусен пурнăçĕшĕн ответпă пулнине туймалла.

Яков Ухсай хăйĕн хǎш-пĕр хайпавĕсене этем хăйĕн çĕр çинчи малашнехи пурнăçĕ çут çантапǎка паян упраса хăварнипе çыхǎннине ăнлантăр тесе çырнă. Паян вара
унăн тепĕр сǎввипе паппашǎпǎр. Вăл «Карлав аври касмашкăн кайрăм» ятпǎ. Вуласа пăхар-ха (вулать). Халĕ эсир хăвăр тĕппĕн вуласа пăхăр (вупаççĕ). Малалла тишкерÿ тăвăпăр.

Учитель: Чи малтанах карлав сăмах пирки капаçǎпǎр. Мĕн вăл? Пирĕн
тăрăхра усă курнă-и вăл сăмахпа? Словарьсем мĕнле ăнлантараççĕ? Ку ĕçе пур-
нăçлама элĕ ятарласа пĕр ачана хушнăччĕ.

Яковлева О: - Паян пирĕн тăрǎхра ку сăмахпа усă курсах каймаççĕ, анчах
унччен пирĕн лексикăра "карлав" сăмах пулнă. Ялти ватă çынсем те капарĕç ун
çинчен, словарьсенче те шыраса пăхрăм. Сăмахран, Н. И. Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнекин» б-мĕш томĕнче çапла ăнлантарнǎ: Карлав - особая лопатка для рытья картофеля и др. Карпав-хусăк + Карлав-лаша пăтратакан икĕ юплĕ патак.

В. Г. Егоровăн "Этимологический словарь чувашского языка" кĕнекинче

çапла çырнă:

Карлав - виrюoбpазная палка, которой месят лошадям, «мешалка». "Чăвашпа-вырǎсла" словарьте çырнине те итлесе пăхар;

Карлав 1. Мешалка (для замешивания корма скоту)

2. Деревянная лопата (для рытья картофеля)

Апла пулсан, ку сăмахпа чăнах та унччен усă курнă, паян вăл - кивепнĕ сăмах.

Учитель: Халĕ çак ыйту çине хуравлама ыйтатǎп: сăвăра герой пур-и,
кам, мĕнлерех çын вăл?

Ача:- Сăвăри лирикăллă герой - хура çĕр сĕткенĕпе ӳснĕ, çут çантапăка
юратакан, илеме курма пĕлекен, ăна сыхлама тăрăшакан çамрăк çын (автор хăй).
Хăртса, ĕнтсе пĕтернĕ йывăçсене курсан унăн чунĕ ыратать. Хăрнă йĕлмене шел-
лет вăл. Ытти йывăссене тĕкĕнмест, çак усăсăр пек лараканскертенех хуçапăхра
кирпĕ хатĕр-карпав аври - ăсталать. Йĕри-таврари хăрнă туратсенчен, йĕлме турпасĕнчен кăвайт чĕртет. Йĕлме (хăрнă йывăç) тирпейпенет, кĕп пулса каллех çĕрпе варшăнăть, йывăç тымарĕсемшĕн хăйне кура удобрени пулса каллех усăплă пулать.Таврапăх та тирпейпенет.

Учитель:Сăвăра поэт мĕнпе йывăçсене асăннă, вĕсене мĕнле ипемлĕх
мелĕсемпе сăнланă-ши?

Сăвăра хурăн (вырăспа-береза), çăка (липа), шĕшкĕ (орешник), çĕмĕрт

(черемyxa), йĕлме (ильма) йывăçсене асăннă, Ку йывăçсем пирĕн тăрăхра пурте
ӳсеççĕ, эпир вĕсене пурне те тенĕ пекех пĕпетпĕр пулсан та, Ухсай сăввинче вĕсем пирĕн ума урăхларах - чĕррĕнтереххĕн, илемлĕреххĕн, усăппăраххăн тухса
тăрассĕ. Сăмахран, хурăнĕ хĕр пек тӳп-тӳрĕ иккен; шĕшки те кашни çулах ярăм-
ярăм тутă мăйăр ӳстерекенскер; çăки вара хăйĕн тутпă та сипетлĕ шăршипе вĕлле
xypтнe "хăнана" чĕнет, сиплĕ пылне парнелет; çĕмĕрчĕ те пулин çеçкере парать,

хăйне курмасăрах, унăн тутпă шăрши сăмсана кăтăкпать пек ... Пурте кирпĕ, пĕрне
тепринсĕр кичем, тăлăх. Куç умне пурте чĕррĕн тухса тăраççĕ.

Йывăçсен ÿкерчĕкĕсене кăтартни.

Учитель:"Ухсай поэзийĕнче тăван уй-хирсен.ешĕп вăрмансен, шăнкăр-
шăнкăр çăл куçсен, тăрă кӳлĕсен çепĕçпĕхĕпе илемпĕхĕ, чăваш хапăхĕн ĕçченлĕ-
хĕпе типтерлĕхĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та халăхăн сӳнми ĕмĕчĕ, пулас çутă
кунсен шанчăкĕ палăрать, чăваш çĕр-шывĕпе унăн çыннисен пурнăçĕ курăнатъ»,-
тенĕ И. И. Иванов литературовед. Чăнах та, вăрман "çепĕçлĕхĕпе илемлĕхне" пире ку сăвăра мĕн туйтарать-ши? Тен, аллитераци (хупă сасĕсен янравлăхĕ), тен, ассонанс (уçă сасăсен янăравпăхĕ)? Вăл та, ку та пур. Сăмахран:

Карлав аври касмашкăн кайрăм ...

(Пĕрле ĕспессĕ)
Учитель:Тата кам мĕнле илемлĕх мелĕ тупĕ?

(Ачасем пĕрин хыççăн тепри тăрса калаççĕ, çав вăхăтрах тетраде çырса

пыраççĕ.

Ачасем:- Хĕр пек тӳп-тӳрĕ хурăна (танлаштару)
- Ача пек çамрăк йĕлмене (танлаштару)

- Çемçе чĕлхеппĕ пĕчĕк кăйăк (эпитет)

- Шеллерĕм эпĕ çамрăк каччă (яланхи эпитет)

- Çăка та, пурăн, эсĕ çĕмĕрт (олицетворени)

Муллат вĕллен ĕçчен хуртне (эпитет) ...

Учитель: Сăвă висисем çинчен вĕреннине аса илер, ку сăввăн виçи мĕнле-
ши? Доска умĕнче пĕри ĕспет. Ыттисем пĕр строфине тетрадь çинче тишкереççĕ.

Виçи - ямб. Виçисене аса ипеççĕ.

Учитель: Ялан илем çинчен капаçнипе-ши, пĕр-пĕр илемлĕ юрă итлес
килсе кăйрĕ. Хĕр ачасем паçăрах çут çанталăк çинчен юрă шăрантарас тесе лараççĕ. Тархасшăн.

Юрă. "Çăл куç",

Учитель: Кĕнекери хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлар-ха тата. Карлав аври
тума юратчĕ пĕр кукăр-макăр та мана" текен сыпăкăн иккĕмĕш йĕркинче мĕншĕн
герой сăмса витĕр мăкăртатнăн тӳйăнăть?

Ача: Чăнах та, мăкăртатнă пек туйăнать. Ман шутпа, каччăн пĕр йывăçа
та хур тăвас килмест, пурте илемлĕ, анчах Карлав аври те кирлĕ. Вăл вăрмана
çавăншăн килнĕ-çке. Нимĕн тума та çук, пĕр йывăçне унăн усă курмаллах, ăна тă-
вас килмен ĕçе ирĕксĕр тутарнă пек туйăнать, çавăнпа вăл кăмăлсăр. Малашнехи
пурнăç синчен те шутламалла ...

Учитель: «Чĕррисене - этем хисепĕ,

Вилнисене - хура тăпра" тенине мĕнле ăнланмалла?

Ача: «Тăпраран пулнă, тăпрах пупатпăр", - теççĕ ваттисем. Тĕнчере нимĕн

те ĕмĕре пымасть: пурте вăхăт çитсен, тăпра пупатпăр - этемĕ те, йывăç-курăкĕ те. Анчах пурăннă чухне çут çантапăкпа этем те, этемпе этем те пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса, упраса, шайлашăнса пымалла. Вилнисене те хăрнисене те хисеплемелле, пытармалла, вĕсен вырăнне урăххисем - çĕннисем çурапччăр, шăтса тухчăр. Хăрнисене, вилнисене тирпейлесси - кашни этемĕн тивĕçĕ.

Учитель: Ку сăвă çинчен калаçмаппи татах та пур. Анчах та сăввăн
вырăсла варианчĕпе паллаштаратăп сире. Эсир иккĕшĕн хушшинчи уйрăмпăха сăнăр. Ку сăвва вырăспа чăваш театрне пуçарса янă И. С. Максимов-Кошкинскин кĕрӳшĕ П.Градов поэт куçарнă.(Ачасен умĕнче - вырăсла варианчĕ).

Я. Ухсай. Стихи и поэмы М ., 1980, 9 стр.
("В лесу решил я палку срезать ... ")
Ачасем уйрăмлăхĕсене тупаççĕ.

Чăвашла

  1. Карлав аври касмашкăн

  1. Çап-çамрăк вĕтлĕх вăрман

  2. 6 строфа

4. Çăка

5.Йĕлме

6. Тивме хăймарăм

Вырăсла

Решил я палку срезать
Лес анчах

7 строфа

Липа одинокая
Ольха (çирĕк)

Взглянул и повернул назад

(Кашни уйрăмлăха ăнлантармалла)

Учитель: Халĕ пĕтĕмлетĕпĕр, сăввăн тĕп темипе идейине еплерех хакпă-

пăр.

Ача: - Ман шутпа, сăвă теми - лирикăллă герой вăрманта хăйне кирлĕ
йывăçа шыранă чухне шухăша кайни. Идейине вара çапла калама пулать пуль: çут çантапăкпа шайлашуллă та кипĕштерсе пурăнмаппа; ăна тустарса пĕтермелле мар, унăн илемĕпе киленмелле, пуянлăхне упрамалла, тирпейпĕ тытмалла тавралăха. Унĕн пуянлăхĕпе, илемĕпе эпир анчах мар, килес ăрусен те усă курмалла, киленмелле пуптăр. Паянхипе анчах пурăнмаппа мар, ыранхи çинчен те шухăшламалла.

Учитель: Сăвă синчен пуçпанă сăмаха вĕçлĕпĕр. Анчах Ухсай поэт çинчен каламалли татах та пур-ха. Сăмахран, Ухсайăн пĕр псевдоним анчах мар, темиçе те. Хăшĕ-пĕрисене çырса хурăпăр:

Пелeпейсем, Александр Силпи

Пĕneкен А. С.

Пишпӳлeк Я. И.

Ухсай Яккăвĕ Я.Иванов

А.Силпи Я.Гаврилов

Сержант Мизин Я. Яковлев

Красноармеец Семенов ...

Чăн хушамачĕ - Никифоров.

Учитель: Халĕ вăйă выпятпăр. Эпĕ сире сăмахсем çырса паратăп, эсир
савсенчен паянхи урокра мĕн вĕреннине çирĕппетме пулăшакан предложенисем
йĕркепер.

1. Автор. Сăвă-поэма. Ухсай. Нумай.
(Ухсай - нумай сăвă-тюэма авторĕ)
2.Ухсай.Поэт.Халăх. Чăваш.
(Ухсай - чăваш халăх поэчĕ).

З. Ухсай, Иванов. Тăван. Классик-поэт. Чаплă. (Ухсай- чаппă классик-
поэт, Ивановăн тăванĕ)

4. Патăрьеп. Училище. Педагогика. Поэт. Вĕрент.

Литература. Чăваш (Поэт Патăрьелĕнчи педагогика училищинче чăваш
литератури вĕрентнĕ).

Учитель: урока вĕçпесе пырăпăр. Киле çакăн пек ĕç пулать: "Карлав
аври касмашкăн кайрăм" сăвва пурин те пăхмасăр калама вĕренмелле.

Пĕтĕмпетӳ (ӳчитель тăвăтъ): - Çапла вара, паян эпир сирĕнпе Я.Г. Ухсай пуптарупăхĕн пĕр пĕчĕк пайĕпе çеç паппашрăмăр (ун çинчен аспăрах классенче тĕплĕнрех вĕренĕпĕр), Доска çинчи эпиграфпа пĕтĕмпетĕпĕр урока (вĕсене
çĕнĕрен вулать).

Чăнах та, яланах ыррине курар, ĕçе юратар, çут çанталăк ырлăхĕпе пĕпсе
усă курăр, ăна варалар мар, вăл килес ăрусемшĕн те тасан та тирпейлĕн сыхланса юлтăр. Эпир унăн тусĕсем пулар.

Оценка лартать. Урока вĕçлет.


© 2010-2022