Сценари Ҫеҫпӗлӗн хайлавӗсем для внеклассной работы

Раздел Другое
Класс -
Тип Другие методич. материалы
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Алевтина Афанасьевна Иванова, Светлана Ильинична Маркова, Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта чăваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем

«Ҫеҫпӗл Мишши - сӳнми ҫăлтăр»

( Вăтам тата аслă классенче ирттермелли ăс-хакăл ăмăртăвӗ)

Чăвашсен паллă поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнă куна кашни ҫулах анлă паллă тăватпăр. Ҫвна пула кашни ҫул тӗрлӗ мероприяти ирттерме тивет. Литература ҫулталăкӗ пулнине шута илсе эпир 2015-мӗш ҫулта 7-9 классем хушшинче ăс-хакăл ăмăртăвӗ ирттерме палăртрăмăр. Ачасен ӗҫ суйласа илестесен чечек ҫеҫкисене татса илмелле. Хăйсене килӗшекен ӗҫе пур ушкăн та пурнăҫлать. Жюри ачасен хуравӗсене тӗрӗслесе хаклать.

Тӗллевсем: Ҫеҫпӗл Мишшин кун-ҫулӗпе тата пултарулăхӗпе ҫывăхрах паллашасси; вӗренекенсен тавра курăмне анлăлатасси, пултарулăхне, тавҫăрулăхне аталантарасси.

Кирлӗ хатӗрсем: Ҫеҫпӗл Мишшин портречӗ, унăн кӗнекисен куравӗ, проектор, компьютер, Федор Николаевич Пакрышень, Анастасия Александровна (Петровна) Червякова, Агафья Николаевна Николаева, Г.К.Кузьмин, Наталия Рубис, Юрий Збанацкий, Валерий Туркай портречӗсем е сăн ӳкерчӗкӗсем

  1. «Ҫеҫпӗлӗн хайлавӗсем» викторина

Поэт ҫырнă йӗркесем мӗнле хайлавран пулнине пӗлмелле. Кашни тӗрӗс хуравшăн - 1 балл.

  1. Сарлака та пысăкчӗ

Ҫӗр тӗнче тавра,-

Санăн ану хӗсӗкчӗ

Сарлака уйра. ( «Иртнӗ самана»)

  1. Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,

Ҫӗршывăн хастар ачисем,

Вут кайăклăн вӗҫӗр, ан юлăр,

Ан юлăр кун-ҫул уттинчен. ( «Хурҫă шанчăк»)

  1. Чухăнлăх, пуянлăх, уйрăмлăх йăранӗ

Ирӗкпе ҫӗнелнӗ пурнăҫран тарӗ,

Чӗрере ачашшăн ҫунӗ, ҫулăмланӗ

Тантăшлăх, тăванлăх, юрату кăварӗ. («Пуласси»)

  1. Тӗнчене тасатрӗ ирӗк вут-кăварӗ,

Ҫут тӗнче ҫуталчӗ, иртрӗ авалхи.

Тӗттӗмӗ тӗп пулчӗ, мăшкăл иртсе кайрӗ-

Тин ирӗке тухрăн, тӗп чăваш чӗлхи. ( «Чăваш чӗлхи»)

  1. Катаран каҫ килсен,каҫхи кунăн мӗлки

Уйсенчен ыйхăпа хупласан,

Йӗркерен-йӗркерен тӗрлӗ шухăш йӗрки

Пуҫăма пуҫтарна пуҫласан-

Ӗлӗкхи ӗмӗрсен ӗмӗлки-кӗлетки

Куҫăма курăнать аякран. («Катаран каҫкилсен»)

  1. Кăвар чӗрем - пин ҫын чӗри.

Эп пӗр ҫын мар - эп хам пин-пин,

Эп пин чăваш, эп пин-пин ҫын!

Чӗрем юрри - пин ҫын юрри! («Инҫе ҫинҫе уйра уяр…»)

  1. Кăвак ҫутăран шăратнă ака пуҫ,

Туртийӗ хушшинче хӗвел ташлать.

Ҫӗн Кун - шевле сарриллӗ ылтăн пуҫ-

Чăваш уйне ака тума тухать. («Ҫӗн Кун аки»)

  1. Ҫӗн поэт ака та тутăр,

Утă ҫултăр,

Вутă ҫуртăр,

Ӗҫлесе ҫӗн юрă хутăр,

Туй пулсан - ташлатăр, култăр… ( «Тинӗсе»)

  1. «Ҫеҫпӗл Мишшин пурнăҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ датăсем»

Предложенисем умне кирлӗ числосем лартса тухмалла.

Кашни тӗрӗс хуравшăн - 1 балл.

….. ҫулхи чӳк уйăхӗн 4(16)- мӗшӗнче хальхи Чăваш Республикин Канаш районне кӗрекен Касакасси (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче чухăн хресчен ҫемйинче ҫуралнă.

….. ҫулта ҫемье тӗрекӗ ҫухалать, ачасем ашшӗсӗр тăрса юлаҫҫӗ.

….. ҫулсенче вăл Шăхасанти шкулта вӗренет.

….. ҫулхи кӗркуннеренпе Мишша Теччӗри учительсем хатӗрлекен семинарире вӗренет.

….. ҫулта Ҫеҫпӗле Шупашкара чӗнсе илеҫҫӗ.

….. ҫулхи май уйăхӗнче Ҫеҫпӗл Мишшине Крыма, Евпаторие, яраҫҫӗ.

….. ҫулхи ҫӗртме уйăхӗн 15-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши пурнăҫран уйрăлать.

Хуравсем: 1899; 1911; 1914-1917; 1917; 1920; 1921; 1922

  1. Ҫак йӗркесене тӗрӗс вырнаҫтарăр.

Сăвă йӗркисене тӗрӗс вырнаҫтармалла. Тӗрӗс хуравшăн - 3 балл.

Кăвар чӗре! Кăвар чӗлхеллӗ

Чăваш ачи сассуна пар!

Тухсам кунта. Сана кӗтеҫҫӗ.

Килсем! Килсем! Эс пур, -ҫук мар.

  1. Ҫак ҫынсем Ҫеҫпӗлшӗн кам пулаҫҫӗ?

Ҫак ҫынсем Ҫеҫпӗлшӗн кам пулнине пӗлмелле. Кашни тӗрӗс хуравшăн - 1 балл.

Федор Николаевич Пакрышень, Анастасия Александровна (Петровна) Червякова, Агафья Николаевна Николаева, Г.К.Кузьмин, Наталия Рубис, Юрий Збанацкий, Валерий Туркай ( презентаци евӗр е портречӗсене кăтартма пулать)

Хуравсем: Федор Николаевич Пакрышень - украин сăвăҫӗ, Ҫеҫпӗл Мишшин ҫывăх тусӗ

Анастасия Александровна (Петровна) Червякова - кăвар чӗреллӗ поэтăмăрăн пӗртен-пӗр юратăвӗ

Агафья Николаевна Николаева - поэтăн амăшӗ

Г.К.Кузьмин - шăллӗ

Наталия Рубис - юлташӗ

Юрий Збанацкий - юлташӗ

Валерий Туркай - Ҫеҫпӗл Мишшин фончӗн ертӳҫи

  1. Ҫеҫпӗл пурăннă тата ӗҫленӗ вырăнсене тӗрӗс тупăр.

Ҫеҫпӗл пурăннă тата ӗҫленӗ вырăнсене тӗрӗс тупмалла, унта мӗн тӗллевпе пулнине палăртмалла. Кашни тӗрӗс хуравшăн - 1 балл.

Теччӗ, Шăхасан, Ҫеҫпӗл, Крым, Мускав, Остер, Украина, Чӗмпӗр, Евпатори, Шупашкар, Хусан, Канаш

Хуравсем: Теччӗ, Шăхасан, Ҫеҫпӗл, Крым, Остер, Украина, Евпатори, Шупашкар

Вăйă вӗҫӗнче ăмăрту ҫӗнтерӳҫисене палăртмалла. Жюри ӗҫсене хакласа балсене шутлать. Хисеп хучӗсем, парнесем парса хавхалантармалла.



© 2010-2022