Викторина, посвящённая, 125-летию К. Иванова

Раздел Другое
Класс -
Тип Другие методич. материалы
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Есть
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

К.В.Ивановăн 125 çулхи юбилейне халалланă конкурс-викторина ыйтăвĕсем

1.«В составе Северного края входят две губернии: Архангельская и Вологодская. На севере он ограничивается Северным ледовитым океаном, на востоке Северным Уралом, с южной стороны Северными Уралами, а с западной - отрогами Скандинавских гор. Из рек, обремляющих Северный край, более примечательны Северная Двина и Печора».

Сак сыпăк К.В.Иванов çырнă мĕнле ĕçрен? Вăл мĕн ятлă? Ăна мĕнле предметпа çырнă?

2.Учитель ятне илме К.В.Иванов миçе çул вĕреннĕ? Мĕнле предметсемпе экзамен тытнă?

3. «Асапланса выртатăп,

Сăнă тухрĕ витĕрех,

Кăкăрăма шăтарса» йĕркесем мĕнле произведенирен?

4.К.В.Иванова миçемĕш çулта тата мĕншĕн выговор панă?

5. К.В.Иванов халăхран çырса илнĕ «Хурăн çулси», «Чибис», «Хура ĕне» юрă текстчĕсем мĕн ятлă сборникре пичетленсе тухнă?

6. «Нарспи» поэмăн ÿкерчĕкпе илемлетнĕ пĕрремĕш кăларăмĕ хăçан тухнă? Ăна кам илемлетнĕ?

7. «Нарспи» хайлавра пурĕ миçе тĕп сăнар тата персонажсем?

8.К.В.Ивановпа пĕр ялтан тухнă тепĕр çыравçă? Вĕсем хăш енчен пĕр-пĕрне тăван лекеççĕ?

9.К.В.Иванов таланчĕ мĕнре палăрнă?

10. «Нарспи» поэма тăрăх çырнă пĕрремĕш пьеса хăçан тата ăçта тухнă? Унăн авторĕ?

11. К.Иванов пирки кам «чăваш Джоканди» тенĕ?

12. Викторина, посвящённая, 125-летию К.Иванова Картина авторĕ? Ăна миçемĕш çулта ÿкернĕ?

13.К.В.Иванов çинчен ÿкернĕ фильмсем мĕн ятлă? Фильмсен режиссёрĕсем?

14. К.В.Ивановăн пичетленнĕ ÿкерчĕкĕсем.

15.Шупашкарти К.Иванов урамĕ малтан мĕн ятлă пулнă? Унăн ятне миçемĕш çулта улăштарнă?

16.К.В.Иванова халалласа çырнă 5 хайлав ятне асăнăр. Вĕсен авторĕсем.

17. К.Иванов ячĕллĕ премие хăçан пама пуçланă? Чи малтан премие илме тивĕç пулнă çынсен хушамачĕсене 5 кая мар асăнăр.

© 2010-2022