Сенарий литературно-фольклорного праздника по чувашскому языку на тему Хоровод

Раздел Другое
Класс -
Тип Другие методич. материалы
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Сценарий литературно-фольклорного праздника.

«Вышли в хоровод вместе с Нарспи».

Тĕллевсем: 1) Чăваш чĕлхи кунне К.Иванов çулталăкне халалласа ирттересси; 2) чăваш халăх историйĕпе интереслентересси; 3) чăваш юрри-ташшисене вĕрентесси.

Е.п. - Сывлăх сунатпăр пурне те! Паян эпир кунта пурте чăваш чĕлхи кунне уявлама пуçтарăннă.

Е.п. -Сывă-и, туссем! Чăвашсем темиçе пин çул каяллах хăйсен чĕлхипе калаçнă, ăна ламран лама, ăруран ăрăва халалласа пынă, куç пек упранă. Авалтан пыракан чĕлхемĕр ĕмĕрсем хушши пуянланса, çивĕчленсе, туптанса пынă.

Е.п. Паян кунта мĕн чухлĕ чăваш хĕрĕсемпе каччисем пуçтарăннă. Епле капăр тумланса килнĕ пурте.

Е.п. Чăваш халăхĕ мĕн авалтанпах хăйĕн ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Çи-пуçĕнче те çак ĕçченлĕх курăнать. Чăвашсем уй-хирте те ĕçленĕ, алă ĕçне те тунă, юрă-ташăра та ăста пулнă. Атьăр, эппин мухтар, савар халăхăмăра тата тăван чĕлхемĕре, вĕсене упрар чыс-хисепре.

Е.п. Эх, чĕвĕлти чăваш чĕлхиçĕм,

Янра çак уявра!

Шеп тăвар-и уява!

Чап кĕрлетĕр таврара!

«Илемлĕ, илемлĕ…» чăваш юрри, 1куплет

Е.п. Ака уйăхĕн 25- мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак куна ахальтен суйласа илмен. 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсене çутта кăлараканĕ, Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Чăваш чĕлхи кунне шкулта кашни çул чаплăн паллă тăватпăр. Кăçал вăл кун Константин Васильевич Иванов поэтăмăра халалласа иртĕ.

Е.п. Мĕншĕн тесен 2015 çул - Чăваш Республикинче Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ. Кăçал чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕ, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ çуралнăранпа 125 çул пулать.

Е.п Константин Васильевич Иванов - чăваш сăвăçĕ, чăваш литературин классикĕ - 1890 çулхи çу уйăхĕн 15(27)-мĕшĕнче Слакпуç ялĕнче çуралнă. Халĕ вăл ял Пушкăрт Республикин Пелепей районĕнче пулать.

Е.п. Поэт хăйĕн «Нарспи» поэмипе чапа тухнă. Кăшт аса илер-ха ун çинчен.

Е.п. Поэмăна пĕрремĕш хут 1908 çулта Чĕмпĕрте пичетленĕ.

  • 18-ти Константин чи малтан поэмăна Иван Яковлевич Яковлев умĕнче хытă хумханса, хавхаланса вуласа панă.

Шкул ачи вулать.

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса;

Силпи чăваш ялĕнче

Юр ирĕлчĕ васкаса.

Тусем, сăртсем хуп-хура

Юрĕ кайса пĕтнĕрен;

Тухать курăк çăп-çăра

Хĕвел хытă хĕртнĕрен.

Сивĕ, хаяр хĕл иртет,

Каять йĕрсе, хурланса;

Сивĕ куççульпе йĕрет

Иртнĕ куншăн хуйхăрса.

Путăксемпе, варсемпе

Çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет.

Анчах мĕнле йĕрсен те,

Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет.

Хĕл куççулĕ шавласа

Юхса кайрĕ çырмара.

Ачи-пăчи выляса

Чупса çÿрет урамра.

Е.п. Çакăн пек пуçланать «Нарспи» поэма.

Е.п. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенсем сăвăçăн пĕр сăмахне сиктерми, ун çинчен куç илмесĕр, сывламасăр тимлесе итлесе ларнă.

Е.п. Мăнаçлă Яковлев шурă çилхеллĕ мăн пуçне шăнăрлă пысăк алли çине тайса ларнă та вăхăтăн-вăхăтăн, сăвăçпа килĕшсе, пуçне сулланă, пĕрре Иванов çине, тепре ачасем çине шухăшлăн пăхса илнĕ.

Е.п. « Пирĕн те, халиччен тĕттĕмре пурăннă чăвашсен, хамăр поэт пур! Акă Константин Васильевич Иванов, вырăссен аслă Пушкинĕ пек, чаплă поэма çырнă… Эпĕ çакăншăн савăннипе ĕнертенпе ларма-тăма вырăн тупаймастăп… Эпĕ ĕмĕтленни тинех çитрĕ: малашне пирĕн те хамăрăн писательсем, поэтсем пулĕç…

Е.п. Туйипе такама хаяррăн юнаса, Иван Яковлевич шурă тутăрне кăларса шывланнă куçĕсене шăлма тытăннă… «Куртăр-и? Куртăр-и? «Чăваш çырулăхĕ, литератури нихăçан та пулас çук, чăваш кĕнекине ĕне çинĕ, чăваш чĕлхи пĕтмелле» тетчĕç пур-çуксем. Айвансем! Акă вăл - пирĕн чăваш литератури!» - тенĕ вăл.

Е.п. 50-60 çын, «Нарспи» поэмăна сăвăç хăй вуланине чи малтан илтнĕ чăвашсем, пĕр самант ним чĕнеймесĕр шак хытса ларнă, унтан пурте сиксе тăрса хаваслăн кăшкăрашса поэт патне ыткăннă, ăна çавăрса илсе «урра» çĕкленĕ..

Е.п. «Нарспи» паян та пурне те калаçтарать. Ун çути сÿнмест. Поэмăна çĕр-шыври тата чикĕ леш енчи 50 ытла чĕлхене куçарнă. Константин Иванова паян пĕтĕм тĕнче пĕлет.

Е.п. «Нарспи» поэма - Тăван халăхăн ылтăн çÿпçи. Унта Сентти вăййинчен пуçласа, хĕрсем вăййа тухни, туй йăли-йĕрки тата ытти те пур. Чăваш çыннин пурнăçĕн энциклопедийĕ теме пулать ăна.

Е.п. Поэмăна шкул çулне çитмен ачасем те пĕлеççĕ. Сăввисене пăхмасăр калаççĕ, сăввисем тăрăх хывнă юрăсене шăрантараççĕ.

«Сентти», «Килчĕ ырă çуркунне» юрăсем.

Е.п. Çуркунне çитсен чăваш халăхĕн çĕр ĕçĕ пуçланнă.

Çухалса кайма килмен

Эпир çакă тĕнчене.

Кам вăй хунă, ÿркенмен

Вăл тупатех телейне.

Е.п. Тăван çĕре савакана

Саваççĕ халăх хушшинче.

Тăван çĕре савакана

Мухтаççĕ пур юрăсенче.

Е.п. Чăваш халăхĕ - ĕçчен халăх терĕмĕр. Чăваш хĕрĕсемпе каччисем, кунĕпе ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн, каçсерен вăййа тухнă, вăйăра вара часах ывăнни çинчен манса кайнă, хавасланнă. Эпир те паян сирĕн умăрта хамăрăн асаттесемпе асаннесем çамрăк чухне вăййа тухнă пек вăйă ирттерĕпĕр, юрлăпăр та ташлăпăр, выльăпăр та кулăпăр.

Е.п. Пирĕнпе пĕрле вăййа Нарспи те хутшăнать.

Вăйă юрри (фон).

Чăваш çи-пуçĕ тăхăннă ачасем, учительсем алла-аллăн тытăнса юрласа тухаççĕ, çурма çавра майлашăнса тăраççĕ.


Е. п. Хĕрсем вăййа тухсассăн та,

Хĕрсем вăййа тухсассăн

Килет урам илемĕ.

Ачасем! Атьăр вăйă выльăпăр!

П у р т е. Мĕнле вăйă?

Е. п. «Ал татмалла» выляр-и?

П у р т е. Выляс, выляс!

Икĕ ушкăна пайланнă хĕр ачасем тата

арçын ачасем пĕр-пĕрне хирĕç илемлĕн утса

«Çерем пăсса вир акрăм» юрă юрлаççĕ.

Е.п. Хĕрсем, каччăсем, ташă ташласа кăтартăр-ха.

Пуçламăш классем. «Ахаяс, ахаяс…»

Е.п. Тупмалли юмахсем калар-и?

Е.п. Пуçĕ çук - этемрен нумай пĕлет. Мĕн вăл? (Кĕнеке)

Кĕпе мар - çĕленĕ, йывăç мар - çулçăллă, çын мар - каласа парать. Мĕн вăл? (Кĕнеке)

Пуçĕ тура пек, хÿри çурла пек, кăшкăрать мулла пек. Мĕн вăл? (Автан).

Хир-хир урлă, хир урлă, ял-ял урлă, ял урлă, эреветлĕ-теветлĕ хĕр килет. Мĕн вăл? (Чĕкеç).

Пурте ăна юратаççĕ, куçран пăхма вăтанаççĕ. (Хĕвел).

Пурте ăна кĕтеççĕ, вăл килсен килĕсене кĕрсе тараççĕ. (Çумăр).

Кĕпи симĕс, пиçиххийĕ сарă. (Милĕк).

Е.п. Тăпăр-тăпăр тутарать, ачи матур, пултарать. Ташă ташласа парсамăр хĕрсем, каччăсем.

6-7-мĕш классем. «Кария, кумая…»


Е.п. эх, ташши лайăх та.

Эй, ачасем, ташлар-и?

Атьăр, ташлар-и, атьăр кулар-и?

Никама та нимте туман

Çав(ă)нпа савнар-и?

7-мĕш класс хĕрĕсем. «Атьăр, юрлар-и?» ташă.

Е.п. Çитет пулĕ ташласа. Атьăр тепĕр вăйă выляр.

Пурте. Мĕнле вăйă?

Е.п. «Тутăр пăрахмалла.» («Мăшăрла»).

Н а р с п и. Эп утатăп хурланса,

Хама юлташ шыраса.

Утсан-утсан чупатăп,

Тутăр пăрахса хăваратăп.

Пурте. Нарспи, тар! Сетнер, пÿлсе ил.

Пĕр каччă Нарспие тытасшăн. С е тн е р чупса тухать те качча тытса ун тавра çаврăнать. Çав вăхăтра Нарспи сцена умне тăрать. Сетнер ун патне пырса тăрать.

1-м ĕ ш а ч а. Ешĕл курăк хушшинче

Сап-сарă чечек ÿсет.

Аслă Силпи ялĕнче

Нарспи ятлă хĕр ÿсет.

Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм,

Хирти сарă чечек пек.

Икĕ куçĕ хуп-хура,

Икĕ хура шăрçа пек.

2-м ĕ ш а ч а.

Явăнаççĕ хыçалта

Çивĕт вĕçĕ кăтрисем.

Утса-утса пынă чух

Шăнкăртатать тенкисем.

Куçĕсемпе пăхнă чух

Каччăн чĕри çĕкленет,

Çÿхе тутти кулнă чух

Каччă чунĕ çемçелет.

1-м ĕ ш а ч а. Хирти сарă чечеке

Ăшă куçпа кам пăхмĕ?

Ун пек лайăх хитре хĕре

Мĕнле каччă юратмĕ?

С е т н е р. Çапах вара, Нарспиçĕм,

Çук-ши манăн ăраскал?

Çаплах сана ют çĕре

Илсе кайĕ-шим усал?

Ах, телейĕм çук-тăр çав.

Аçу-аннÿ пит пуян;

Хăйсен пуянлăхĕпе

Пăрăнаççĕ çук çынран.

Н а р с п и. Ан ÿпкелешсем, Сетнер,

Мĕншĕн çынна ÿпкелес?

Ăçта тарса каяс-ха

Пуян атте-аннерен.

Атте-анне ухмах çав,

Мĕн каласа кăнтарас?

Мĕн тăвар-ха, кала-ха,

Мĕнле пирĕн май тупас?

Хĕвел ансан, каç пулсан,

Паян туя лартаççĕ.

Хушăлкари пуянпа

Манăн туя пуçлаççĕ.

Тăшман ытла хаяр, тет.

Епле унтан хăтăлас?

Сетнер, Сетнер, кала-ха:

Ăçта каяс, мĕн тăвас?

Сана тем пек юратса,

Савса эпĕ пурăнтăм,

Анчах çапах çак куна

Çамрăк пуçăмпа куртăм.

С е т н е р. Пĕртен-пĕрех пуçăм пур,

Вĕри юнлă чĕрем пур,

Ватă карчăк аннем пур,

Урхамах пек утăм пур;

Вĕсенчен те хаклăрах-

Чунăм савни, эсĕ пур;

Анчах сана та паян

Туртса илен тăшман пур;

Вăл тăшмана пĕтерме

Икĕ вăйлă аллăм пур.

Анчах ăна пĕтерсен,

Унран усал тĕнче пур.

Хăвăн кăмăлу пулсан,

Лашам çине лартăттăм,

Аяккаллах ку ялтан

Вĕçĕттĕм те кайăттăм.

А ч а с е м. Нарспи, Сетнер, килĕр, ăçта эсир? Саланатпăр.

Хурăн çулçи çиле май та,

Атьăр, хĕрсем, киле май.

Е.п. Ытла ырă, тантăшсем,

Вăйăсенче каçхине.

Сисместĕн те вăхăтсем

Епле иртсе кайнине.

Е.п. Пуян хĕрĕ, сарă хĕр

Чухăн качча юратнă.

Ашшĕ-амăш ирĕксĕр

Ăна юта çураçнă.

Нарспи чупса тухса каять. Сетнер ун хыççăн тухать.

Вĕсем вăйă картине хутшăнаççĕ.

Вăйă юрри. Виç кукăр.

Е.п. Хĕрсем, яшсем, атьăр-ха пĕрре карталанса вăй калар.

Тарăн варта хур пусрăм та

Вăрă тесе те ан калăр.

Вăй пуçласа каларăм

Шухă тесе те ан калăр.

Çăмха ыв(ă)трăм çÿлелле

Куç курмарĕ те аннине

Çамрăк ĕмĕр иртнине

Сисеймерĕ те вăйăра.

Çерем çийĕ тап-такăр

Çерçи ури йĕрри çеç.

Вăй вырăнĕ тап-такăр

Хĕрпе каччă та йĕрри çеç.

Ешĕл йăмра айĕнче

Тĕр тĕрлеме пит лайăх

Атте-анне килĕнче

Пÿ ÿстерме пит лайăх.

Касс суханне касмасан та

Çиес килни те пĕтерет.

Каçхи вăййа тухмасан та

Тухас килни те пĕтерет. Вĕçĕ. Хурăн çулçи çиле май та

Хурăн çулçи çиле май

Айтăр, хĕрсем, айтăр хĕрсем

Киле май.

Е.п. Шăнкăрав пек сассисем

Янра юлать ял çинче.

Пушмак-атă йĕрĕсем

Тăрса юлать çул çине.

Иртнĕ уяв вăхăчĕ

Час çаврăнмĕ каялла.

Улăхсенчен çамрăксем

Саланчĕçĕ ялалла.

Е.п. Ун ячĕ пулчĕ Атăл пек хăватлă.

Çĕклерĕ вăл чăваш поэзине.

Сетнерпеле Нарспи кервен çунатлăн

Халь вĕçсе тухрĕç çут тĕнче умне.

Иванова вулать ман çĕрĕм-шывăм,

Пăлхар, француз сума сăвать ăна.

Мĕншĕн тесен, Нарспи вилсен те - сыввăн

Пирĕнпеле çÿрет-çке яланах. ( Г.Ефимов)

Е.п. Чипер юлăр, туссем! Тавта пуç пире килсе курнăшăн. Уяв вĕçленчĕ. Чипер!


© 2010-2022