Текст к уроку по теме Жадность

Раздел Другое
Класс -
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Ирĕк пачĕ- разрешил(а)

Ан шĕвĕрт - не точи

Сăрламалла - надо покрасить

Тинкерсе пăхрĕ - посмотрела долгим взглядом, уставилась

Кăвак çулçăсем.

Катьăн икĕ симĕс кăранташ. Ленăн вара симĕс кăранташ çук.

- Симĕс кăранташна пар-ха, - ыйтрĕ Лена Катьăран.

- Аннерен ыйтмалла, - хуравларĕ Катя.

Тепĕр кунхине хĕр ачасем шкулта тĕл пулчĕç.

- Аннӳрен ыйтрăн-и ? - терĕ Лена.

- Анне ирĕк пачĕ, пиччерен ыйтман - çке.

Тепĕр кунхине хĕр ачасем шкулта татах тĕл пулчĕç.

- Пичче ирĕк пачĕ.Анчах эсĕ кăранташа ан хуç, ан шĕвĕрт, нумай ан сăрла, - терĕ Катя.

- Манăн çулçăсем кăна сăрламалла.

- Ку питĕ нумай, - кăмăлсăрланчĕ Катя.

Лена ун çине тинкерсе пăхрĕ те айккинелле утрĕ, кăранташа илмерĕ.

Тепĕр урокра вĕрентекен ӳкерчĕксене валеçсе пачĕ.

- Лена, санăн йывăç çулçисем мĕншĕн кăвак?- ыйтрĕ вăл.

- Манăн симĕс кăранташ çук.

- Мĕншĕн юлташунтан ыйтмарăн?

Лена шăп ларчĕ.

- Эпĕ ăна симĕс кăранташ патăм. Анчах вăл илмерĕ, - терĕ те Катя хĕрелсе кайрĕ.


  1. Лена Катьăран мĕн ыйтнă?

  2. Катя каранташа мĕншĕн паман?

  3. Лена меншĕн кăранташа илмен?

  4. Катя хăй йăнăшне ăнланнă-ши?

© 2010-2022