Текст к уроку по теме Любовь к родине

Раздел Другое
Класс -
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Тăван çĕр-шыва юратни.

Тахçан авал Сурами хули çине час-часах тăшмансем тапăннă. Çавăнпа та грузинсем ун йĕри-тавра крепоç тума шутланă. Нумай тар тăкнă вĕсем, анчах та пĕр стена ишĕле-ишĕле анса тарăхтарнă.

Пĕр ватă мучи вара çапла каланă:

- Енчен те пĕртен-пĕр ывăллă амăшĕ ывăлне стена ăшне чикме килĕшсен тин крепоçа туса пĕтерме пулать.

Ывăлĕ те, амăшĕ те тупăннă. Каччă стена варрине тăрсан вара амăшĕ куляннипе чул пула пуçланă.

- Мĕнле вăй çитертĕн эсĕ çапла тума? - ыйтнă амăшĕнчен Мучи.

- Манăн ывăлăн икĕ анне: Тăван çĕр-шыв тата эпĕ. Паян унран тепĕр амăшĕ пулăшу ыйтрĕ.

Мучи стена тăвакансене чарнă, каччăна хăтарнă та çапла каланă:

- Пирĕн хушăмăрта çакăн пек ывăлсемпе амăшĕсем пур чухне пирĕн çĕр-шыва никам та çĕнтереймĕ. Ку стена вунă хут ишĕле - ишĕле анĕ, анчах та вун пĕрмĕш хутĕнче эпир ăна парăнтаратпăр.

Сурами крепоçĕ тахçанах ишĕлсе аннă ĕнтĕ, анчах та унăн пĕр стени паянхи кун та ларать.

© 2010-2022