Чувашский язык в 5 классе урок на тему Синоним

Раздел Другое
Класс 5 класс
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Есть
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Иванова Алевтина Афанасьевна,

Елчӗк районӗ, Кӗҫӗн Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул

Урок теми. Синонимсем

Урок тĕсĕ. Çĕнĕ темăна вĕрентмелли хутăш урок

Словарь ĕçĕ: куян, катăк тута, кĕске хÿре,

Курăмлăх хатĕрĕсем: шкатулка, синоним словарĕ,

Кăтарту хатĕрĕсем: проектор, экран, презентации, компьютер

Урок тĕллевĕсем: Харпăрлăх результачĕ: Чăваш чĕлхине юратса вĕренме хăнăхтарасси

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

- Хăнăху результачĕ:Ачасем синонимсем çинчен вĕренни;

- Хутшăну результачĕ: Ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарасси, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентесси; учитель каланине ăша хывма вĕренесси;

- Аталантару результачĕсем: Синонимсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма хăнăхни; Хăйсен шухăшне пĕтĕмлетме пултарни

Предметăн пайрăмлă результачĕсем: Чăваш чĕлхинче синонимсем нумай мари чĕлхен перекетлĕхĕпе çыхăннине пĕлмелле;

Пуплеве синонимсемпе, перифазăсемпе пуянлатма пултармалла;

Синонимсемпе словарьсемпе усă курса тупма хăнăхмалла.

Ресурссем: 1. Чăваш чĕлхи программи: чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем вали. И.А.Андреев, Г.Н.Семенова, Ю.М.Виноградов хатĕрленĕ.- Шупашкар, 2013

2. Чăваш чĕлхи: 5-мĕш класс вали / Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева, Г.Ф.Брусова.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014.- 239 с.

3. Грамматика вăййисем: 5-9 классем валли. Л.П.Сергеев. - Шупашкар: Чăваш кӗнеке издательстви, 2008.- 110с

Урок эпиграфĕ: Вăхăт çитсессĕн калама тесе

Сăмахсене ачашласа усратăп. ( П.Эйзин)

Урок юхăмĕ

  1. Класа урока йĕркелени.

Хаваслă кăмăл-туйăмпа, çĕнĕ ĕмĕтпе пуçлăпăр паянхи урока. Пĕр-пĕрне йăл кулса саламлар. Çакăн пек ырă туйăм хуçалантăр пирĕн чĕресенче урок тăршшĕпех. Вырнаçса ларăпăр та урока пуçлăпăр.

2. Пуплев хăнăхăвĕ

Уй-уй-уй- пирĕн умра анлă уй.

Уй-уй-уй- пирĕн ялта шавлă туй.

Ай-ай-ай - савăнатĕп эп пĕрмай.

Ай-ай-ай- чăвашла пуплеп самай.

Ра-ра-ра эп ларатăп халь класра

Ла-ла-ла калаçатăп чăвашла.

3.Кăсăклантарса яни


  1. Графика диктанчĕ

-Эпӗ сăмахсем вулатăп. Сирӗн ҫав сăмахсене тӗрӗс палăртмалла. Сăмахӗсене ҫырмалла мар.

Ҫӳлелле

  1. Омоним

  2. Пӗр пӗлтерӗшлӗ сăмах

  3. Нумай пӗлтерӗшлӗ сăмах

Чувашский язык в 5 классе урок на тему Синоним

  1. Шăпăр

  2. Алса

  3. Çунат

  4. Вăрман

  5. Йĕп

  6. Кука

  7. Хут

- Сирӗн ҫакăн пек ӳкерчӗк пулмалла. Пурин те тӗрӗс пулчӗ-и? Апла пулсан эсир маттурсем.

Эпĕ паян шкула кĕнĕ чухне çыру илтĕм. Çак çырура сăмах кам çинчен пынине ниепле те пĕлеймерĕм. Эпĕ сире çырăва вуласа паратăп, хам вара эсир пулăшасса чунтан шанатăп.

«Кунĕпе çапла çÿрерĕм, çума çакрăм виç куян. Хитр тăрăх икĕ вĕшле йытă кĕске хÿрене хăваласа пыраççĕ. Хашкаса чупса çитетĕп каялла редакцине, леш юмахри катăк тута хыççăн хăвалакан усал çури пек. Йăкăлт! кăна сикрĕ шиклĕ чалăш куç. Мулкач йĕлтĕр йĕррипе чупмасть»

- Мĕн асăрхарăр эсир? Сăмах мĕн çинчен пырать? Çак палăртнă сăмахсене мĕн çыхăнтарать?

Куян, кĕске хÿре, катăк тута, чалăш куç, мулкач

- Ку сăмахсем пĕр пĕлтерĕшлĕ.

- Апла эпир паян урокра мĕн çинчен вĕренĕпĕр?

- Пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахсем çинчен эпир паян урокра вĕренĕпĕр.

- Пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахсене мĕн теççĕ?

- Синоним.

- Синонимсем çинчен эсир мĕн пĕлетĕр?

- Синоним - грек чĕлхинчи synonymos «пĕр ятлă» сăмахран пулнă. Синоним тесе тĕрлĕрен илтĕнекен, пĕр пуплев пайĕнчен пулнă, çывăх е пĕр тан ăнлава пĕлтерекен, анчах пĕр-пĕринчен е пĕлтерĕш сĕмĕпе, е стиль тĕлĕшĕпе уйрăлса тăракан сăмахсене калаççĕ.

- Паянхи урок тĕллевĕ мĕнле? Мĕн тума вĕренмелле паян пирĕн урокра?

- Чăваш чĕлхинче синонимсемпе паллашасси, вĕсемпе анлăрах пуплевре усă курасси

4. Словарьпе ĕçлесси

- Чăваш чĕлхинче синонимсен словарĕсем пур. Вĕсене Л.П.Сергеев «Синонимсемпе антонимсен словарĕ» I- IV классенче вĕренекенсем валли тата Е.Ф.Васильева «Чăваш чĕлхинчи синонимсен словарĕ» пухса хатĕрленĕ. Синонимсен словарĕнче куллен усă куракан, тăтăш тĕл пулакан сăмахсене кĕртнĕ.кашнипе халăх сăмахлăхĕнчен тата илемлĕ литература хайлавĕсенчен илнĕ тĕслĕхсене кăтартнă. Синонимсен словарĕ пĕр сăмаха çине-çине усă курасран сыхланмв, ăна мĕнле сăмахпа улăштарма май пурине пĕлме май парать.

5. Вăйлă, мăнтăр, масар, чухăн, чÿлмек сăмахсен синонимĕсене словарьте тупасси. ( пĕчĕк ушкăнсем çине пайланса ĕçлеме пулать)

6. Словарьпе ĕçлесе «Синоним» кроссворд тăвасси

Чувашский язык в 5 классе урок на тему Синоним

Ыйтусем:

  1. Шатра сăмахăн синонимĕ

  2. Пÿске сăмахăн синонимĕ

  3. Каска сăмахăн синонимĕ

  4. Йытă сăмахăн синонимĕ

  5. Какай сăмахăн синонимĕ

  6. Куç кĕски сăмахăн синонимĕ

  7. Кÿршĕ сăмахăн синонимĕ

  8. Лаша сăмахăн синонимĕ

  9. Кĕçĕ сăмахăн синонимĕ

  10. Хÿме сăмахăн синонимĕ

  11. Каччă сăмахăн синонимĕ

  12. Кашкăр сăмахăн синонимĕ

  13. Инкек сăмахăн синонимĕ

  14. Рет сăмахăн синонимĕ

  15. Çĕкĕ сăмахăн синонимĕ

  16. Сала кайăк сăмахăн синонимĕ

  17. Кĕвĕ сăмахăн синонимĕ

Хуравсем:

  1. Чечче; 2. Мечĕк; 3. Тунката; 4. Анчăк; 5. Аш; 6. Тĕкĕр; 7. Пускил; 8. Урхамах;

9. Кăрчанкă; 10. Карта; 11. Йĕкĕт; 12. Тукмак; 13. Нуша; 14. Йĕрке; 15. Çтерлĕк ; 16. Çерçи; 17. Çемĕ

4. Çĕнĕ материалпа ĕçлени.

- Синонимсем пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

- Халĕ эпир хамăрăн пĕтĕмлетĕве кĕнекери 144-145-мĕш страницăри правилăсемпе танлаштарăпăр. Вуланăçемĕн ушкăнсем çакăн пек ыйту çине хурав тупатăр.

1-мĕш ушкăн: Мĕн вăл синоним? Вĕсем мĕне пĕлтереççĕ?

2-мĕш ушкăн: Синонимсем пуплевре мĕн тума кирлĕ?

5. Темăна çирĕплетесси

1) 337-мĕш хăнăхтарăва çырса пурнăçласси

2) «Синонимсен ешчĕкĕ» вăйă

Ешчĕкрен ачасем сăмах çырнă карточкăсем туртса кăлараççĕ. Кашни ушкăн хăйсем суйласа илнĕ сăмахсен синонимĕсене тетраде çыраççĕ. Нумайрах синоним тупакан ача çĕнтерет.

Калаç-пупле-юмахла-сăмахла-халапла-пакăлтат-сÿпĕлтет-лĕпĕртет

Хăюллă-паттăр-харсăр-сатур-чăрсăр

Илемлĕ - чипер-хÿхĕм- маттур-хитре-капăр

Мăнтăрлан - самăрлан-самăрăл-хулăнлан-сарăл-тачкалан-шыçмаклан-кÿпшеклен-шÿ

Кул-ахăлтат- ихĕр- епре -ахăр - тутана ей

Вĕтĕртет -сирпĕт- пĕрĕх-йăслан - йĕпхÿ çу

3) 342-мĕш хăнăхтарăва çырса пурнăçласси ( панă синонимсене пĕлтерĕш пали ÿссе пынине кура вырнаçтарса çырăр)

7. Кану саманчĕ

8. Киле ĕç парасси

1)§ 40 пĕлмелле, 343-мĕш хăнăхтару пурин валли те

2) «Синоним» темăпа сочинени çырма

«Синоним» темăпа кроссворд тума

9. Рефлекси

Эпир паянхи урокра мĕн ас туса юлнине пĕлме клаус тест ирттерĕпĕр

  1. Клоуз- тест ирттерни ( точкăсем вырăнне кирлĕ сăмахсем лартмалла)

Синоним тесе …… илтĕнекен, ….. пуплев пайĕнчен пулнă, анчах пĕр-пĕринчен е ……… сĕмĕпе, е ……… тĕлĕшĕпе уйрăлса тăракан сăмахсене калаççĕ.

  1. «Шÿтлĕ ыйтусемпе ĕçлесси

Типĕтнĕ курăк сăмах майлашăвĕн пĕлтерĕшне виçĕ сас паллипе мĕнле çырмалла? (утă)


  1. Пуçватмăш тупасси


















ы

р

ă




о

п

ы

т



я

л

а

н



с

а

в

ă

н



т

ă

р

у

к


т

у

х

ă

ç

л

ă























-Тетрадьсене пĕр-пĕринпе улăштаратпăр та ĕçсене тĕрĕслесе хак паратпăр.

Критерисем: 0 йăнăш - «5»

1-2 йăнăш - «4»

3 йăнăш - «3»

- Камăн хуравĕсем çак критерисене пăхăнаççĕ, çавсем пĕр-пĕрне саламлама пултараççĕ.

- Паянхи урок материалĕ пуриншĕн те ăнланмалла пулчĕ-и?

Эпир хамăр пĕлес тенине пĕлтĕмĕр-и? Паянхи темăна вĕренни пире пурнăçра кирлĕ пулать-и?

- Паян урокра камăн кăмăлĕ çĕкленчĕ, çавсем сарă хĕвеле йăтма пултараççĕ. Урокра камăн кăмăлĕ хуçăлчĕ çавсем кăвак пĕлĕте çĕклĕпĕр. Сар хĕвелĕ ытларах пулни манна савăнтарать, сар хĕвел ăшшăн пăхсан пурнăç килет, çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ.

Пурте пĕрле калатпăр.

Кул,кул, кул

Савăнса эсĕ кул.

Пул, пул, пул

Пысăк, ăслă пул.



© 2010-2022