Урок по чувашскому языку для 5 класса Хĕлле

Раздел Другое
Класс 5 класс
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Урок теми: Хĕлле (5 класс)

Тĕллевсем:

1) Хĕл çинчен аса илесси, çирĕплетесси, малалла вĕренесси.

2) Тĕрĕс те илемлĕ вулама, хăйсен шухăшне калама хăнăхтарасси.

3) Çут çанталăка, кайăк-кĕшĕке, чĕр чуна юратма, упрама вĕрентесси.

4) Ачасене урокра ушкăнра ĕçлеме хăнăхтарасси, туслăх туйăмне çуратасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: «Асамçă хĕл çитрĕ» презентаци, «Хĕл каçакан кайăксем», «Тискер чĕр чунсем», «Хĕллехи çи-пуç» темăсемпе ÿкерчĕксем, учебник, хĕлле çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем, сăвăсем, юрăсем.

Урок юхăмĕ:

1.Фонозарядка. «Чăваш Республикин гимнĕ»

2. Урокăн тĕллевне лартасси.

3. «Хĕлле» текстпа ĕçлесси:

1) Текста вулаттарни;

2) Вырăсла куçарни;

3) Ыйту-хурав;

4) Словарь ĕçĕ - сăрт, ту, вар, айлăм, кăçатă, тĕмеске, аскăнчăк çил, çĕлĕк, кĕрĕк, хĕлхем.

4. Хĕлле çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси.

Хĕл хĕрĕх тĕслĕ.

Хĕл хырăмĕ аслă.

Хĕлле çурт ăшши, çулла хĕвел ăшши.

Хĕлрен чун хăрать, çуркуннене чун савать.

Хĕл чунĕ таса.

5. Хĕлле çинчен калакан тупмалли юмахсен тупсăмне тупасси.

Шыв çинче кĕмĕл кĕпер. (Пăр)

Сивĕре чул пек, ăшăра шыв пек. (Пăр)

Алли çук, пÿрни çук, сăмса вĕçне чĕпĕтет. (Сивĕ)

Çулленех пĕр мучи килет, шурă кунсем илсе килет. (Хĕл)

Хура çĕр çине шурă мамăк витĕнет. (Юр)

Асатте шăпăрĕ çул шăлать. (Тăман)

6. Хĕлле çинчен калакан сăвă йĕркисене вуласси.

Пĕрремĕш юр

Юр çăвать, пĕрремĕш юр…

Юр çăвать, тухса эс кур…

Савăнăçлă эсĕ пул.

Ут эс тÿрĕ урампа,

Юр пĕрчи вылять санпа:

Пит çине ачаш ÿкет,

Кăтăклать те ирĕлет.

Юр çăвать, пĕрремĕш юр…

Сахăр пек таса, шап-шур.

Кăмăла çĕклентерет,

Йăпатать те илĕртет.

Ман çÿрес килет каçчен

Нăтăрт-нăтăрт юр çинче.

Николай Сандров

Хĕл çитсен

Васкаса кĕр кунĕ иртрĕ,

Çулçă пĕтрĕ тăкăнса.

Сисĕнмесĕр хĕл те çитрĕ

Шурă шупăр тăхăнса.

Çырмасем те, кÿлĕсем те

Пăрпа витĕнчĕç каллех.

Коньки хатĕр, сыр-ха йĕлтĕр,

Ярăнма каяр халех.

Вĕренмешкĕн те, канма та

Пултаратпăр вăхăтра.

Çитĕнсе ÿссе пыратпăр

Хамăр савнă çĕршывра.

Иван Малкай

Хĕлле

Лапка-лапка юр çăвать,

Хура çĕре шуратать.

Хура çĕре шуратать,

Кĕрхи куна ăсатать.

Вăштăр-вăштăр çил вĕрет,

Пите сивĕ чĕпĕтет.

Пите сивĕ чĕпĕтет,

Хĕл çитнине пĕлтерет.

Ача-пăча ярăнать,

Тăвайккине якатать.

Тăвайккине якатать,

Хĕл кунĕпе савăнать.

В.Давыдов-Анатри

7. Ачасене хăйсен сăввине пăхмасăр калаттарасси.

Хĕлле

Юр çусассăн урамра -

Шап-шурă йĕри-тавра.

Йывăçсем, пÿрт тăррисем

Витĕннĕ юрпа вĕсем.

Вăрманта та урăхла:

Сасă çук халĕ унта.

Мулкач сикет юр çинче,

Улăштарнă хăй тумне.

Настя Фомина

Юр çăвать

Юр çăвать, çăвать, çăвать…

Çил вĕрет те чарăнать.

Сивĕтет те ăшăтать.

Хăш чухне хĕвел пăхать.

Ярăнатпăр савăнса,

Тăвайккине якатса.

Часах Çĕнĕ çул çитет,

Вăл парне илсе килет.

Диана Романова

Хĕллене эп юрататăп

Хĕлле мана килĕшет:

Юр пĕрчи вĕçсе ÿкет,

Пур çĕрте те шурă юр,

Çĕнĕ çул уявĕ пур.

Хĕллене эп юрататăп,

Юр кĕлеткесем тăватăп,

Конькипе те ярăнатăп,

Тус-юлташсемпе вылятăп.

Даша Михайлова

Хĕлле çитрĕ

Кĕркунне те иртсе кайрĕ,

Хĕвел те сахал пăхать.

Кайăксем те вĕçсе кайрĕç,

Халĕ шурă юр çăвать.

Шкулалла утса килетĕп -

Урамра шур юр выртать.

Эп каникула кĕтетĕп -

Юрпа выляма пулать.

Артем Батраков

Хĕлле

Хĕлле! Хĕлле! Юр çăвать.

Часах Çĕнĕ çул çитет.

Хĕл Мучи çула тухать,

Ачасем патне килет.

Ача-пăча савăнать,

Çунашкапа ярăнать.

Пурте пĕрле пухăнса

Юр кĕлетке йăвалать.

Шурă-шурă юр çинче

Тĕрлĕ чĕр чун сиккелет.

Пакша йывăç тăрринче

Сарă мăйăр шĕкĕлчет.

Любимова Даниэла

8. Ачасене «Пĕрремĕш юр» юрра юрлаттарасси.

9. Хĕллене сăнлакан ÿкерчĕксемпе ĕçлесси.

10. Виçĕ ушкăна уйăрса уйрăм ĕçсем парасси.

1 ушкăн - Хĕл каçма юлакан кайăксем çинчен каласа памалла.

2 ушкăн - Тискер чĕр чунсем еплерех хĕл каçни çинчен каласа памалла.

3 ушкăн - Çынсем хĕлле мĕнле çи-пуçпа çÿрени çинчен каласа памалла.

11. Çыру ĕçĕ.

Точкăсем вырăнне тĕрĕс сăмахсем лартăр:

Хĕл …, … хĕлле, хĕллехи …, хĕллене …;

Юр …, юрлă …, юрпа …, юртан …;

Сивĕ …, сивве …, сивĕрен …, … сивĕ;

Пăр …, пăрлă …, … пăр, пăр çинче … .

12. Хушăм ĕç

Çак сăмахсене ăнлантаракан сăмахсем тупăр:

Хĕл (мĕнле?) -

Юр (мĕнле?) -

Пăр (мĕнле?) -

Çил (мĕнле?) -

Сывлăш (мĕнле?) -

Çанталăк (мĕнле?) -

Кăмăл (мĕнле?) -

13. Пĕтĕмлетни.

14. Фонозарядка. «Икĕ чĕлхе»

Вырăсла та калаçар,

Чăвашла та сăмахлар.

Иккĕшĕ те халь вĕсем

Питĕ туслă чĕлхесем.

15. Юрă юрлаттарасси.

Илемлĕ, илемлĕ,

Илемлĕ чăваш чĕлхи.

Илемлĕ чăваш чĕлхи те

Калаçма пĕлсен кăна.

16. Киле ĕç парасси. Пĕр-пĕр кайăк çинчен каласа пама хатĕрленмелле.

Çырса хатĕрлекенĕ - Зинаида Петровна Михайлова, Чăваш Республикин Красноармейски шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ


© 2010-2022