Конспект урока по чувашской литературе Никита Бичурин пурнăçĕпе пултарулăхĕ

Раздел Другое
Класс 9 класс
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

9-мĕш класра Чăваш литературипе ирттернĕ урок планĕ.

Никита Бичурин пурнăçĕпе пултарулăхĕ.

Урок тĕллевĕсем :

Пĕлӳ тĕллевĕ-Н.Я.Бичуринăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ,тивĕçлĕ таланчĕпе паллаштарасси,ăна ăса хывасси ;

Сăпарлăх(воспитани ) тĕллевĕ -Н.Я. Бичуринăн сăваплă ĕçĕпе мухтанма ,ăна хисеплеме,юратма вĕрентесси ;

Аталантару тĕллевĕ - Ҫыравçă ĕçĕсене тĕпе хурса чăваш литературине вĕренес туйăма аталантарасси.

Урок тĕсĕ : çĕнĕ тема вĕренесси.

Урок мелĕсем : вĕрентекен калаçăвĕ, презентаци куравĕ, ыйту хурав.

Кирлĕ хатĕрсем : Н.Я.Бичурин портречĕ , презентаци , компьютер тата проектор, ачасем хатĕрленĕ альбом .

Урок юхăмĕ :

  1. Пуçламăшĕ .

Урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарни.Ҫырса хатĕрленĕ эпиграф сăмахĕсене ăнлантарни.Вĕренекенсем портрет çине пăхса вăл кам иккенне пĕлме хăтланни, хăйсен шухăшĕсене калани.

2.Тĕп пайĕ.

1)Компьютерпа усă курса Никита Бичурин пурнăçĕпе пултарулăхне çак планпа паллаштарни :

Ачалăхĕ

Хусанти тĕн семинарийĕ ( академийĕ )

Иркутск.Тобольск.

Ытарайми Китай.

Раççее таврăнни

Наукăри ĕçĕ-хĕлĕ

Бичурин тусĕсем

Юлашки çулĕсем.

2)Ачасем Иакимф атте çинчен хатĕрленĕ альбомпа паллаштарн.

3)Бичурин пурнăçĕнчи кăсăклă самантсем çинчен каласа пани .

4)Урок пуçламăшĕнче кăтартнă эпиграфăн пĕлтерĕшĕсене ăнлантарса пани.(ачасемпе калаçу ирттерни).

3.Ҫирĕплетӳ тапхăрĕ.

Ачасем вĕреннĕ темăна мĕнле ăнланнине тĕрĕслесси ( тест тăрăх ĕçлесси).

Презентаци çинчи тестăн сакăр ыйтăвĕ çине хуравласси .

4.Пĕтĕмлетни.

Учитель паян мĕн вĕренни çинчен аса илтерни, пĕтĕмлетӳ туни. Чăвашран тухнă аслă ăслайçă,çыравçă Раççей çĕр-шывĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса хăварни çинчен палăртни.

5.Килте тумалли ĕç.

Никита Бичуринăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен çырнă хаçат-журналтан материалсем пухасси.

Хушса калани : урок содержанийĕ презентаци çинче.

© 2010-2022