Конспект урока Кĕрхи вăрман

Раздел Другое
Класс -
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Есть
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Кěрхи вăрман илемлě-и?

5 класра ирттермелли урок планē

Воспитани тěллевěсем: çут çанталăк илемне курма, юратма вěрентесси, ăна сăнас тата упрас туйăма ÿстересси.

Пěлÿ тěллевěсем: пару падежěнчи сăпат местоименийěсемпе пуплевре тата çырура тěрěс усă курма хăнăхтарасси, чěр чун, кайăк, йывăç ячěсене çирěплетсе хăварасси, кěрхи вăрман çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси.

Аталантару тěллевěсем: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлěхе, илемлě те тěрěс вулав хăнăхăвěсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.

Урокра кирлē хатēрсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатěрленě презентаци, тест тēрēслевē ирттермелли уйрăм ēçсем.

Словарь ēçē: вěрене, пурте, сăмах çитмест, пăхăр-ха, тěлěнмелле

Урок юхăмē.

I. Класа урока йēркелени. (1-мěш слайд).

- Ырă кун пултăр, ачасем!

- Ырă кун пултăр, Галина Леонидовна!

Шăнкăр - шăнкăр! Шăнкăрав

Акă иртрĕ те тăхтав.

Ларар парта хушшине

Пуçлар чĕлхе урокне.

- Ватăсем ěçе тытăнма ăнăçу сунса: «Кăмăлу лайăх пултăр», - тенě мěн авалтан. Кăмăл лайăх чухне çеç ěçе тěплě, чуна парса пурнăçлатăн, вăл ÿсěнет, тулли савăнăç кÿрет. Эпир те, ачасем, лайăх кăмăлпа урока пуçлар.

II. Фонетика хăнăхтарăвě. (2-мěш слайд).

  1. Кăштах чĕлхесене вылятса илер-ха. Эпě мěнле вуланине тимлě итлěр, сăвăра сăмах мěн çинчен пынине ăнланма тăрăшăр. Пусăмсене тěрěс лартса вулама хатěрленěр.

Кěрхи, кěрхи, кěрхи кунсем

Килсе çитрěç васкаса.

Эпир туслă ачасем

Вěренетпěр тăрăшса.

1) учитель вулать;

2) вырăсла куçарасси;

3)учитель хыççăн ачасем вулаççĕ;

4)хорпа, икшер йĕрке, пĕчченшерĕн вулаттарасси.

2. Урок темине пěлни. (3-мěш слайд).

- Çак сăвва вуласа тупсăмне каласан паянхи урок темине пěлěпěр.

Эс курнă-и сар кунсене,

Вăрман сап-сарă тăнине,

Çил лăпкă-лăпкă вěрнине,

Сап-сарă çулçă çунине?

1) учитель вулать;

2) ачасем учительпе пěрле

- Ачасем, ку сăвăра эсир мěн çинчен пěлтěр? Çул талăкăн хăш вăхăтěнче вăрман сарă тум тăхăнать-ши?

III. Урок темине тата тěллевěсене пěлтерни. (урок темине, эпиграфне палăртмалла) халě вуланă сăвва вара урок эпиграфě вырăнне усă курăпăр

1. - çак илеме эпир сирěнпе паян асамлă кĕрхи патшалăха çитсе курăпăр, ку таранччен вěреннě кайăк, йывăç, чěр чун ячěсене аса илсе асра çирěплетсе хăварăпăр; кěрхи çут çанталăка сăнăпăр, текстпа ěçлěпěр, кěркуннене халалланă сăвăсемпе паллашăпăр.

IV. Пуплев хăнăхтарăвě.

- Халě вара, хамăр ырă шухăш-кăмăлпа эпир сирěнпе çула тухăпăр. Асамлă кěрхи патшалăха çитме çăмăлах мар, тěрлě ěç тума тивě.

1. Проблемăллă ыйтăва татса пани. (4-мěш слайд)

- Чи малтан çак асамлă алăка уçас пулать. Вăл уçăлтăр тесен сирěн паянхи çанталăка сăнласа памалла. (пĕрремĕш ыйтăва учитель парать, кайран ачасем сăнчăр мелěпе пěр-пěрне ыйту парса хуравлаççě) (5-мěш слайд)

- Халь çулталăкăн хăш вăхăчě?

- Паян мěнле çанталăк?

- Тÿпе мěн тěслě?

- Хěвел пăхать-и?

- Çумăр çăвать-и?

- Çил вěрет-и?

- Мěнле çил вěрет?

- Йывăç çулçисем мěнле?

- Кайăксем юрлаççě-и?

- Кайăксем ăçта вěçсе кайнă?

- Çынсем мěнле тăхăнаççě?

- Сана кěркунне килěшет-и? Мěншěн?

- Ачасем, халě ылтăн кěркунне е хура кěркунне?

(Паянхи çанталăка пěтěмлетсе каласа пани - 1 ачаран ыйтмалла).

V. «Кěрхи вăрман» темăпа çыхăннă ěçсем. (6- мěш слайд)

1). «Хěл каçма юлакан кайăксем». Асамлă алăка эпир сирěнпе хăюллăн уçса сисмесěрех кěрхи вăрмана та çитсе кěтěмěр. Халě шăп ларса кěрхи вăрман шавне итлер-ха.

Вăрмана кайсан кайăк сасси илтмесěр çук, - тенě чăвашсем мěн ěлěкрен. Ачасем эсир мěнле сасăсем илтрěр?

- Кěрхи вăрманта сасăсем нумай-и?

- - Çапла, ачасем. Кěрхи вăрманта кайăксен сасси хутран-ситрен кăна илтěнкелет. Кěрхи вăрман пире кайăксен илемлě юррипе савăнтараймасть. Вěсем пурте хěллехи сивě кунсене кěтсе илме хатěрленеççě.

Хěвел çути йăвашрах

Çуллахи пек ăшăтмасть.

Вăрманě те ав шăпах

Кайăк сасси янрамасть.

- Кěрхи вăрманта мěнле кайăксене курма пулать-ши? (кайăк ячěсене калани) (7- мěш слайд)

- Кусем мěнле кайăксем-ши? (- Хěл каçма юлакан кайăксем). (8- мěш слайд)

Пěтěмлетÿ: Кайăк ячěсене тепěр хутчен аса илсе çирěплетсе хăварар-ха: çерçи, уйăп, кăсăя, чакак, улатакка, тăмана, ула курак, кăвакарчăн.

- Часах сивě хěл кунěсем çитěç, кайăксене апат-çимěç тупма çăмăлах пулмě. Апла пулсан, кайăксене эпир мěнпе пулăшма пултаратпăр?

- Сырăш тумалла, унта çимелли хумалла. (9- мěш слайд)

- Тěрěс, ачасем, çынсем пулăшмасан кайăксене хěлле йывăр килě. Çавăнпа та вěсене май килнě таран пулăшма тăрăшмалла. Çуркунне çитсен вěсем вара пире хăйсен илемлě юррипе савăнтарěç.

2) Кану саманчě. Куç гимнастики.(10- мěш слайд)

Халě шăппăн ларар-и

Пěрле вăйă выляр-и?

Йывăç ячĕсене пĕлнине

Тěрĕслесе пăхар-и?

3)Йывăç ячĕсене аса илни. (11- мěш слайд)

- Ачасем, хěллехи сивě кунсенче кайăксене мěнсем хÿтě параççě? (Йывăçсем). Эсир хамăр тăрăхра ÿсекен йывăç ячěсене мěнлерех пěлнине тěрěслеме çак кроссвордпа ěçлěпěр. Сирěн пурĕ 10 йывăç ячĕ тупмалла.



а) Кроссвордпа ĕçлени

Конспект урока Кĕрхи вăрман

ă) Кроссворд тĕрĕслени. (12-мĕш слайд)

Пĕтĕмлетÿ: пирĕн тăрăхра юман. хыр, çăка, пилеш, хурăн, чăрăш, çĕмĕрт, вĕрене, палан, ăвăс ÿсет.

4) Тискер чěрчунсен ячěсене аса илни.

- Вăрман вăл йывăçсем, кайăксем терěмěр. Тата мěн-ши вăл вăрман? Çак ыйтăва хуравлас тесен сирěнпе «Рифмăсем туп» ятлă вăйă выльăпăр.

Качăр! Качăр! Кач-кач-кач!

Купăста çиет … (мулкач) (13- мěш слайд)

Тирĕп-чĕрĕп, тирĕп-чĕрĕп!

Хăратать мана ват …(чĕрĕп) (14- мěш слайд)

Чăх-чĕп тытма вăл вăрттăн килĕ

Çăмламас та чее … (тилĕ) (15- мěш слайд)

Сарă, тутлă пылпа

Килчĕ хăнана … (упа) (16- мěш слайд)

Вăрманта ан кăшкăр,

Унта çÿрет … (кашкăр) (17- мěш слайд)

Хам йăвара эп - патша!

Мăйăр шĕкĕлчет … (пакша) (18- мěш слайд)

Мышка чăвашла - шăши

Лось пулать вара … (пăши) (19 - мěш слайд)

Пěтěмлетÿ: Чăваш çĕр-шывĕнче мулкач, чĕрĕп, тилĕ, упа, пакша, пăши, шăши тата ытти чěр чун пурăнать.

VI. Чěр чунсен хусканăвне пăхса ларнипе сирěнтен кăшт çан-çурăма хускатса илес килнине сисетěп. Кăшт канса илер.

Кану саманчě. (20 - мěш слайд)

Ушкăн-ушкăн ачасем

Шкулалла утаççě.

Ушкăн-ушкăн кайăксем

Кăнтăра вěçеççě.

Тěрлě тěслě çулçăсем

Çěрелле ÿкеççě.

VII. Кěнекери «Илемлě-и кěрхи вăрман?» текстпа ěçлени.

  1. Словарь ěçě: вěрене, пурте, сăмах çитмест, пăхăр-ха, тěлěнмелле. (21 - мěш слайд)

    1. учитель - хор;

    2. ача вуласа вырăсла куçарни;

    3. сăнчăрпа пěрер сăмах вулани;

2.Кăтартуллă вулав. (22 - мěш слайд

а) çěнě сăмахсем пур предложенисене тупса вулани, вěсене вырăсла куçарни;

а) текста ăнланнине тěрěслени (1-2 ачаран кěске содержанине вырăсла ыйтмалла);

ă) сăнчăр мелěпе вулани;

б) ыйтусене хуравлани; (23 - мěш слайд)

- Кěрхи вăрманта мěнле?

- Çулçăсем мěнле?

- Çулçăсем кăвак тěслě пулаççě-и?

- Люся, Таня тата унăн аслашшě вăрманта мěн тăваççě?

- Люьăна хăш йывăç çулçи ытларах килěшет?

- Таньăна пилеш çулçи ытларах килěшет-и?

- Хěр ачасем мěн валли çулçă пуçтараççě?

Вăхăт çитсен йывăç çулçи те тăкăнать, - тенě ваттисем. Çавăнпа та эсир те гербари валли

илемлě çулçăсем кирлě пулсан çак кунсенчех пуçтарма тăрăшăр.

г) текст тăрăх ушкăнсенче ěçсем йěркелени: (24 - мěш слайд)

1) 1-мěш ушкăн консультант ытти ачасене ыйтусем парать;

2) 2-мěш ушкăн консультанта ачасем ыйтусем параççě;

3) 3-мěш ушкăн ачасем пчěр-пěрне ыйтусем параççě

д) текста пěтěмěшле каласа пани. (25 - мěш слайд)

Эпир сирěнпе кěнекери текстпа паллашса кěрхи вăрман илемне куртăмăр. Поэтсем çак илеме хăйсен сăввисенче еплерех палăртаççě-ши? Итлесе пăхар.

VIII. Кěркунне çинчен сăвăсем вулани. (26 - мěш слайд)

- Ачасем, сăвăçсем кěркуннене еплерех сăнанине эпир халě итлекен сăвăсенчен пěлěпěр.

(Тресков Дима, Платонова Валя, Гурьева Арина сăвă вулаии).

Вăрăм куна кěскетсе Сарă-сарă тутăрне

ăшă куна сивěтсе Салтнă шурă хурăнсем

Йывăç тумне çěнетсе Шыв çинче курма сăнне

Килчě ылтăн кěркунне Хыт пăхаççě тинкерсе.

Кантăка туссем яр уçăр:

Янкăр кун тулта çиçет

çыру евěр сарă çулçă

Урамра ирех вěçет.

Сивě куççульне тăкса

Килчě çитрě кěркунне.

Хурăн ларать хуйхăрса,

Сапалать сар çулçине.

Вěçсе кайрěç кайăксем,

Салхулланчěç йывăçсем.

IX. Çыру ěçě. Ěç тетрачě 19-мěш урок. 1-мěш ěç.

X. Пěтěмлетÿ. 1)Паян эпир сирěнпе кěрхи вăрман асамлăхěпе паллашрăмăр. Сире çул çÿрев килěшрě-и? Çак илем ан çухалтăр тесен хăвăра мěнле тытмаллине ан манăр. Вăрманта хамăра мěнле тытмаллине кам аса илтересшěн? (вăрманта хамăра тирпейлě, шăп тытмалла, йывăç тураттисене хуçма, чечексене татма юрамасть)

2) - Кěрхи вăрман тесен мěнле сăмахсем аса килеççě? (кластер) (27,28 - мěш слайд)

Конспект урока Кĕрхи вăрман

XI. Киле ěç пани. «Илемлě-и кěрхи вăрман?» текст содержанине ÿкерчěк урлă уçса парасси. (29 - мěш слайд)

XII. Ачасен ěçне хаклани. (30 - мěш слайд)

Вĕрентекен: Ачасем, урок вěçленсе пынă май чăваш халăх поэчě Петěр Хусанкай çырнă сăвă йěркисене вуласа сире малашнехи уроксенче те ăнăçу сунас килет.

Ан ÿркенĕр, ăслă пулăр,

Пĕлмелли питех нумай,

Шырăр, тупăр, çырăр, вулăр,

Çивĕчленĕр тĕрлĕ май (П.Хусанкай)


© 2010-2022