Вăйă - конкурс К. В. Иванов пултарулăхне пĕлетĕн-и?

К.В. Иванов пултарулăхне пĕлетĕн-и?ВăйăТĕллевĕсем: поэт пултарулăхне тĕплĕнрех вĕренме хавхалантарасси, ачасене чăваш литературин пуянлăхĕпе кăсăклантарасси, çыхăнуллă пуплевне аталантарасси.Йĕрки: 1.     Вăййа 5 ача хутшăнать, кашни ача хăйшĕн вылять.2.     Кирлĕ пая суйлать те, ыйту хакне пĕлтерет. Вĕрентекен çав ыйтăва вуласа парать.3.     Ача тĕрĕс хуравласан ыйту хакĕ ачан балĕ пулать. Енчен те тĕрĕс хурав памасан черет теприн патне куçать.   Станцисем:                              СтанциБа...
Раздел Другое
Класс -
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

К.В.Иванов пултарулăхне пĕлетĕн-и?

Вăйă

Тĕллевĕсем: поэт пултарулăхне тĕплĕнрех вĕренме хавхалантарасси, ачасене чăваш литературин пуянлăхĕпе кăсăклантарасси, çыхăнуллă пуплевне аталантарасси.

Йĕрки:

  1. Вăййа 5 ача хутшăнать, кашни ача хăйшĕн вылять.

  2. Кирлĕ пая суйлать те, ыйту хакне пĕлтерет. Вĕрентекен çав ыйтăва вуласа парать.

  3. Ача тĕрĕс хуравласан ыйту хакĕ ачан балĕ пулать. Енчен те тĕрĕс хурав памасан черет теприн патне куçать.

Станци

Баллсем

К.В.Иванов пурнăçĕ

10

20

30

40

50

К.В.Иванов пултарулăхĕ

10

20

30

40

50

«Нарспи» поэма

10

20

30

40

50

«Тимĕр тылă»

10

20

30

40

50

Кам каланă?

10

20

30

40

50

Ыйтусем

  1. К.В.Иванов пурнăçĕ

10. К.Иванов хăçан, ăçта çуралнă? (1890 ç., майăн 15-мĕшĕнче, Пушкăрт республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче)

  1. Хăçан, мĕне пула вилнĕ? (1915 ç. мартăн 13-мĕшĕнче ÿпке чирне пула)

  1. Миçемĕш çул шкулта вĕренме пуçланă? (1898 ç.)

  1. 1902 ç. ăçта вĕренме кĕнĕ? (Пелепейри хула училищине)

50. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче хăш çулсенче вĕреннĕ? (1903-1907 ç.ç.)

2. К.В.Иванов пултарулăхĕ

10. К.Иванова классика шайне çĕкленĕ произведени. («Нарспи»)

20. Çырас пултарулăхĕнче мĕнле жанрсем палăраççĕ? (лирика, эпика, драматурги)

30. 1907 ç. мĕн пирки И.Я.Яковлев 1-мĕш класс ачисене класĕпех шкултан кăларса ярать? (Революци юррисем юрласа çÿренĕшĕн, шкулне хуптарас мар тесе)

40. К.Иванов таланчĕ нумай енлĕ тетпĕр, миçе енлĕ тата мĕнлисем? (11 енлĕ: поэт, художник, куçаруçă, фотограф, декоратор, педагог, фольклорист, иллюстратор, ал ăсти, сĕрме купăсçă, конструктор)

50. 1905-1907ç.ç. революци витĕмĕпе çуралнă чăвашсен марсельезине К.В.Иванов çырнă. Мĕн ятлă вăл, миçемĕш çулта çырнă? ( 1906 ç. «Вăранăр, тапранăр, чăваш çыннисем»)

3. «Нарспи» поэма

10. Поэмăра миçе сăнарăн ячĕ пур? Хăшсем вĕсем? (5 сăнарăн ячĕ пур: Нарспи, Михетер, Сетнер, Тăхтаман, Сентти)

20. «Нарспи» поэмана поэт чи малтан кама вуласа парать? (И.Я.Яковлева)

30. «Нарспи» сăвви тесе мĕне калатпăр эпир? ( 20 йĕркерен тăракан сăвă çыххи)

40. «Нарспи» поэма миçе пайран тăрать? (14 юрă)

50. «Нарспи» поэма 1-мĕш хут хăçан, ăçта пичетленнĕ? (1908 ç. «Сказки и предания чуваш. Чăваш халлапĕсем» кĕнекере)



  1. «Тимĕр тылă»

10. Кĕçĕн кинĕн ячĕ. (Чĕкеç)

20. Хайлав жанрĕ. (Литература юмахĕ)

30. Сарă кине мĕн çăлать усал тимĕр тылăран? (Сĕтпе çăрнă виçĕ юсман)

40. Ĕçсем миçе хут пулса иртеççĕ? (3 хут: 3 юсман, 3 хут пăрахать, 3 хут шаккать, тимĕр тылли 3 хут каять, таврăнать…)

50. «Тимĕр тылăра» тата мĕнле тылăсем пирки каланă поэт? (Йĕс, йывăç).

5. Кам каланă?

10. «Пит маттур-çке Иванов бульварĕ,

Пыллăхри пек çамрăк çăкасар.» (Митта Ваçлейĕ)

20. «Кашларĕ Иванов вăрманĕ,

Хитре вăрман, сĕм-сĕм вăрман,

Чăваш поэзийĕн вăрманĕ». (Ухсай Яккăвĕ)

30. «Нарспи сассиллĕ çепĕç кулă -

Чăваш хĕрарăмĕн кулли!

Ĕçре те питĕ çыпăçуллă, -

Ахаль-и кĕреке тулли?» (Л. Мартьянова)

40. « Иванов сассипе янкăрах шуçăмланчĕ

Пирĕн сăвă тĕнчи терт-хĕнре.

Чăвашри сăвăçсен кĕреки пуянланчĕ,

Ивановăмăр халь те тĕпре?» (Г.Юмарт)

50. «Эп тарăн шухăша кайса тăратăп

Çак мрамор палăк умĕнче ялан.

Чăвашăн иртнĕ ĕмĕрне куратăп,

Унта вĕçсе çитсе ăсăмпалан». (А.Алка)

Пĕтĕмлетÿ

Захарова Валентина Валентиновна,

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

1-мĕш категориллĕ учитель,

Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăшри тĕп шкул

© 2010-2022