Конспект внеклассного мероприятияАнне-пирĕн телей

Раздел Другое
Класс 6 класс
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат docx
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Анне-пирĕн телей.

1-мĕш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, юлташсем!

2-мĕш ертсе пыракан: Ырă кун! Аннесен кунĕ ячĕпе пурне те хаваслă кулă, ырă кăмăл, пысăк телей тата юрату сунатпăр.

1-мĕш ертсе пыракан: Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă çын! Анне вăл - чи хитри, чи илемли, чи çепĕççи, чи маттурри тĕнчере.

(литмонтаж)

  1. Анне - çак ят чи çывăх,

Чи чаплă çĕр çинче.

Пурнать вăл ĕмĕр сывă

Кашни çын чĕринче.



  1. Хĕрарăм - кил ăшши ялан

Ун кăкăрĕн сĕтне çисе,

Утма пуçлаççĕ ачасем.

Чĕвĕл чĕкеçĕн сассине

Илеççĕ калаçма, вара

Пуçлаççĕ ăшă сăмахран:

Пурте:

Анне

  1. «Анне» сăмах мĕнпе

Кун-çул пуçламăшĕ - анне.

Вăл - пурнăç витĕмĕ, ун тĕшĕ,

Пире парать хăй ăшшине.



  1. Пире кам ачашшăн

Лăпкать пĕчĕкрен,

Чипер çые тăвасшăн

Çунать чĕререн?

Пурте:

Вăл - пирĕн анне!



  1. Ÿркенсен, алхассан,

Хушнине тумасан,

Кам чĕри ыратать ун чухне?

Кам пире ÿкĕтлет?

Кам пире вĕрентет?

Пурте:

Пирĕн ырă, юратнă анне!



  1. Инкек-синкек сиксе тухать-и,

Хуйхи те хушăран пулать,

Кирек хăçан та эс туятăн:

Анне пуриншĕн те çунать.



  1. Эх, аннеçĕм, пĕртен-пĕр анне,

Çук санран çывăх çын тĕнчере.

Пире эс вĕрентен, ăс паран,

Эпир лайăх пулсан - савăнан.



  1. Асран тухми аннемĕр,

Ялан санпа чĕремĕр.

Сана чунтан саватпăр,

Сÿнми телей сунатпăр

Пурте:

Тавах, юратнă анне!



  1. Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă çын! Анне - вăл чи хитри, чи илемли, чи çепĕççи, чи маттурри тĕнчере!

Пурте:

Анне - ăшă хĕвел!

Анне - çутă тĕнче!

Анне - пирĕн телей!

2-мĕш ертсе пыракан: Эх, аннеçĕм, пĕртен-пĕр анне

Çук санран сăпай çын тĕнчере.

Çак юрра йышăнсамччĕ пиртен,

Эс тухмастăн чунтан-чĕререн.

юрă «Пилеш кайăксем»



1-мĕш ертсе пыракан: Сут çăлтăр витĕр курăнаççĕ

Эпир çÿрес çулсем-йĕрсем.

Пире чун варринче усраççĕ

Асран кайми аннемĕрсем.

Сценка «Виçĕ анне»

Виçĕ анне

Ертÿçĕ

Танюш урамран кĕрсен

Ыйтать хăй пуканинчен.

Танюша

Хĕрĕм, мĕнле пурăнатăн?

Мĕнпеле савăнтаратăн?

Аллуна ăçта варларăн?

Кушакпа татах вылярăн?

Сĕтел айĕнче мĕн турăн?

Апат çимесен, ак курăн,

Ÿсеймесĕрех эс юлăн.

Сывлăха упрамалла

Ху çинчен шутламалла!

Ертÿçĕ

Танюш амăшĕ ĕçрен

Килчĕ тепĕр сехетрен.

Амăшĕ

Хĕрĕм, мĕнле пурăнатăн?

Мĕнпеле савăнтаратăн?

Апатне татах çимен

Куркари сĕтне ĕçмен.

Сывлăха упрамалла

Ху çинчен шутламалла!

Ертÿçĕ

Часах çитрĕ кукамай

Ыйту пачĕ утнă май.

Кукамăшĕ

Хĕрĕм, мĕнле пурăнатăн?

Мĕнпеле савăнтаратăн?

Çынсене эсĕ сиплетĕн,

Сывлăха çирĕплететĕн.

Тухтăр ĕçĕ çăмăл мар

Выçă пурăнмалла мар.

Сывлăха упрамалла

Ху çинчен шутламалла!

Ертÿçĕ

Виç анне пĕрле лараççĕ

Хĕрĕсемпе савăнаççĕ.

Сăвă «Анне» (А. Галкин.)

Анне.

А. Галкин

Шкула-и ăсатать пире вăл,

Ятлать-и е пуçран шăлать…

Куç шăрçине сыхланă евĕр

Мĕн пĕчĕкрен пире упрать.

Инкек-синкек сиксе тухать-и?

Хуйхи те хушăран пулать.

Кирек хăçан та эс туятăн:

Анне пуриншĕн теçёунать.

Тен, çавăнпах-та унăн çÿçĕ

Ытла та хăвăрт шуралать.

Кунсем-çулсем чупса иртÿçĕн

Чĕри те вăхăтсăр хавшать.

Çапла, лара-тăра пĕлмесĕр

Пире вăл сыввăн ÿстерет.

Кам чăтĕ-ха хисеплемесĕр

Хăй амăшне çут тĕнчере?



2-мĕш ертсе пыракан: Чăн-чăн пысăк телей эс пурри,

Саншăн пултăр чĕремĕр юрри.

Çĕнĕ юрă янрать сан çинчен,

Вăл сана парне пултăр пиртен.

юрă «Асаннеçĕм, асанне»

Сăвă Василий Давыдов -Анатри «Пирĕн телей».

Пĕррехинче аннерен,

Те халиччен илтменрен:

«Телей тени- мĕн тени?»-

Тесе ыйтать Сăпани.

Анне ăна йĕркерен,

Мĕнпур чунтан-чĕререн

Çурăмĕнчен лăпкаса

Ăнлантарчĕ каласа:

«Эсĕ паттăр çитĕнни,

Шкула ялан васкани,

Унта лайăх вĕренни

Телей çавă, Сăпани.

Мăн заводсем шавлани,

Хирте тыр-пул кашлани,

Эпир лайăх пурăнни -

Телей çавă, Сăпани.

Мăн заводсем шавлани,

Хирте тыр-пул кашлани,

Эпир лайăх пурăнни -

Телей çавă, Сăпани.

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхни,

Спутник вĕçсе çĕкленни,

Çĕр-шыв ÿсни, сарăлни -

Телейçавă, Сăпани.

Эпир сана юратни,

Пире эсĕ итлени,

Маттур, лайăх вĕренни -

Телей çавă, Сăпани…»

Чăваш ташши

1-мĕш ертсе пыракан: Тусăмсем! Ах мĕн сире калатăп:

Аннĕре ан манăр нихăçан.

Юратма та упрама ыйтатăп:

Пурнăç лайăх аннесем пулсан!

Юрă «Асамат кĕперĕ»

7



© 2010-2022