Текст к уроку по теме что такое любовь?

Раздел Другое
Класс -
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:


Мĕн-ши вăл юрату? Журналистсем çак ыйтăва 4-8 çулхи ачасене панă. Вĕсен хуравĕсем мăн çынна та тĕлĕнтернĕ. Акă вĕсем:


  1. Эсĕ ăçта та пулин кайсан чи пысăк торт касăкне ăна паратăн. Сана шел мар!

Настя, 6 çулта

  1. Юрату вăл питĕ ывăнсан та кулас килни.

Саша, 4 çулта

  1. Эсĕ ар çын ачана унăн кĕпи хитре тесе калатăн та, вăл ăна кашни кун тăхăнма пуçлать.

Нина, 7 çулта


  1. Эсĕ йытă çурине килте кунĕпе пĕччен хăварсан та вăл сана савăнса кĕтсе илет, питрен çуллать.
    Миша, 5 çулта


  1. Чăннипех юратмастăн пулсан «Эпĕ сана юрататăп» тесе ан кала. Юрататăн пулсан вара кашни кун, кашни кун каламалла. Çынсем манса кайма та пултараççĕ.

Лида, 8 çулта

Юлашкинчен журналистсем çак ыйтăва мĕншĕн ыйтнине ăнлантарнă. Чи çепĕç те ырă ачана тупасшăн пулнă вĕсем.
Çĕнтерӳçĕ 4 çулхи Максим пулса тăнă. Унăн кӳрши темиçе çул каялла арăмне çухатнă, çавăнпа час-часах йĕнĕ. Максим вара, çакна курсан вĕсен картишне кĕнĕ те унăн чĕрки çине пырса ларнă. Амăшĕ: «эс мĕн тăватăн?»- тесе ыйтсан- «Нимĕн те. Эпĕ ăна йĕме пулăшрăм çеç» тенĕ.

Сирĕн шутпа, мĕн-ши вăл юрату?

© 2010-2022