КОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔ

Раздел Другое
Класс 7 класс
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Есть
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

7 - мĕш А класра «Вăрман - çут çанталăк пуянлăхĕ»

темăпа ирттернĕ урок коспекчĕ

Урок теми: Вăрман - çут çанталăк пуянлăхĕ.

Урок тĕсĕ: Аса илÿпе пĕтĕмлетÿ урокĕ.

Тĕллевĕсем:

Сапăрлăх тĕллевĕ: вăрман пурлăхĕпе пĕлсе усă курма, ăна упрама, сыхлама вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: Чăваш Республикинчи вăрмансем çинчен вĕреннине аса илнĕ май темăпа çыхăннă лексикăна, грамматика хăнăхăвĕсене çирĕплетесси.

Аталантару тĕллевĕ: ачасене шухаша тĕрĕс палăртма, хăйсем тĕллĕн ĕçлеме, чăвашла калаçма пултараслăхне аталантарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ачасен вулавĕ, ыйту-хурав, пĕчченшерĕн калани, хорпа вулани, сăмах майлашăвĕсенчен текст туни.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, «Чăваш вăрманĕ» видеофильм (htt://www npark21.ru «Тайны леса»), мультимедиа презентацийĕ, текст йĕркелемелли предложенисен тĕслĕхĕсем, вăрман çинчен калакан вырăс тексчĕсем, Гузовский рашчипе Лакрей вăрманĕ çинчен текстсем йĕркелемелли тĕрев сăмахĕсем.

Урок юхăмĕ

I. Класа йĕркелени, сывлăх сунни.

II. Урок йĕркипе паллаштарни.

- Эпир сирĕнпе Сăр вăрманĕ тата Йăлăм вăрманĕ çинчен вĕрентĕмĕр. Паян вĕреннине аса илсе çирĕплетсе хăварăпăр. Вăрман çын пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ çинчен калаçăпăр, экскурсие Шупашкарти вăрмансене кайса килĕпĕр.

III. Фонетика хăнăхăвĕсене аталантарни: «Вăрман» сăвăпа ĕçлени.

Малтан сăвва учитель вуласа парать, унтан ачасем ăшра вулаççĕ, лайăх вулакан пĕр-икĕ ача вулать, унтан пурте пĕрле вулаççĕ.

Сăвă тĕслĕхĕ:

Вăрман вăл ман,

Вăрман вăл сан,

Апла пулсан -

Вăл тус-тăван.

Вăрман вăл мул,

Вăрман - тупра,

Апла пулсан - ăна упра.

(Н. Васильев)

IV. Ыйту-хурав хăнăхăвĕсене аталантарни.

Вĕренекенсем вĕрентекен ыйтăвĕсене хуравлаççĕ.

Ыйтусен тĕслĕхĕсем:

1) Сăвăра вăрман çинчен мĕн каланă ? (Вăрман - мул, тупра, тус-тăван.)

2) Вăрман вăл камăн? (Ман, сан.) 3) Сăвă авторĕ пире мĕн тума хушать? (Вăрмана упрама хушать.) 4) «Вăрман мулĕ, тупри» тенине мĕнле ăнланатăр? (Пуянлăх.)

V. Лексика хăнăхăвĕсене аталантарни: кластерпа ĕçлени.

Ачасем слайдри ÿкерчĕксемпе усă курса вĕрентекенĕн «Вăрман пуянлăхĕ мĕн вăл?» ыйтăва хуравлаççĕ. Слайд çинчи пушă овалсем хуравсемпе тулса пыраççĕ: йывăçсем, чечексем, кăмпасем, кайăксем, çырласем, çут çанталăк илемĕ, уçă сывлăш, чĕр чунсем.

КОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔВăрман пуянлăхĕ мĕн вăл?

КОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔКОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔКОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔ

КОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔКОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔ

КОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔКОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔКОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔКОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔКОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔ

КОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔКОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔКОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔ

КОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔКОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔКОНСПЕКТ УРОКА ПО ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ ВĂРМАН-ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПЯНЛĂХĔ

VI. Лексикăпа грамматика хăнăхăвĕсене аталантарни: предложенисен вĕçĕсене тĕрĕс тупса палăртни.

- Вăрманăн çут çанталăкри пĕлтерĕшĕ пысăк, унăн пуянлăхĕ, мулĕ çын пурнăçĕнче те кирлĕ, усăллă. Мĕнле усă парать пире вăрман?

Вĕренекенсем таблицăри лексика материалĕпе усă курса предложенисем йĕркелеççё, çапла майпа вĕрентекен ыйтăвне хуравлаççĕ.

Предложени тĕслĕхĕсем: 1) Кайăксем сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтереççĕ, хитре юрлаççĕ. 2) Çимелли кăмпасене тăварлаççĕ, маринадлаççĕ. 3) Йывăçсем сывлăша тасатаççĕ. 4) Чĕр чунсемсĕр çут çанталăкра кичем. 5) Чечексем çут çанталăка илем кÿреççĕ. 6) Çырларан çынсем варени, компот тăваççĕ.

Таблица тĕслĕхĕ:

  1. Кайăксем

  2. Çимелли кăмпасене

  3. Йывăçсем

  4. Чĕр чунсемсĕр

  5. Чечексем

  6. Çырларан

  1. сывлăша тасатаççĕ.

  2. çут çанталăка илем кÿреççĕ.

  3. сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтереççĕ.

  4. çынсем варени, компот тăваççĕ.

  5. тăварлаççĕ, маринадлаççĕ.

  6. çут çанталăкра кичем.

VII. Кану саманчĕ.

Вĕрентекен «Вăрман» темăпа çыхăннă сăмахсене калать. Çырла ячĕсене илтсен ачасем алăсене çÿлелле çĕклеççĕ, кайăк ячĕсене илтсен - алăсене хул пуççи шайне антараççĕ, кăмпа ячĕсене илтсен - алă çупаççĕ.

Сăмахсен тĕслĕхĕ: пилеш, кăрăç, шăнкăрч, уплюнкка, кĕтмел, ула такка, шăпчăк, хурăн çырли, çĕр çырли, ăвăс кăмпи, çерçи, палан, хурăн кăмпи, тăмана.

VIII. Çыхăнуллă пуплеве аталантарни.

- Çын пурăнакан вырăнта йывăçсем ешерни, вăрман пурри питĕ аван. Шупашкар хули те йывăçлă. Пирĕн хулара пĕчĕк лаптăклă вăрмансем, парксем, аллейăсем пур. Вĕсен те пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Йывăçсем сывлăша тасатаççĕ. Кайăксемпе чĕр чунсем валли хÿтлĕх. Çуллахи шăрăхра çынсем йывăç сулхăнĕнче канаççĕ, вăрманта уçăлса çÿреççĕ. Йывăçсем Шупашкара илем кÿреççĕ.

Халĕ эпир сирĕнпе вăрмана экскурсие каятпăр. Экскурсие кайма сирĕн икĕ ушкăна пайланмалла. Вăрманта мĕн курнине, илтнине пĕр-пĕрне чăвашла каласа памалла. Пĕр ушкăн Гузовский рашчине, тепĕр ушкăн Лакрей вăрманне каять. Сирĕн умра вырăсла текст. Çак текста вуламалла. Пулăшу хатĕрĕпе усă курса (конвертра) предложенисем тумалла, предложенисенчен текст. Хатĕр-и? Ырă çул пултăр!

Ушкăнсем тĕрев сăмахĕсемпе усă курса Гузовский рашчи тата Лакрей вăрманĕ çинчен каласа параççĕ.

«Лакрей вăрманĕ» текста йĕркелемелли тĕрев сăмахĕсем:

  • хула варринче

  • лаптăкăшĕ - 41 гектар

  • Лакреев - Попов улпут хуçа

  • çулçăллă йывăçсем (ытларах юмансем)

  • 120 -140 çулхи юмансем

  • чĕр чунсемпе кайăксем

  • культурăпа кану вырăнĕ

  • «çут çанталăк палăкĕ»

«Гузовский рашчи» текста йĕркелемелли тĕрев сăмахĕсем:

  • хулан çурçĕр-хĕвеланăç пайĕнче

  • лаптăкăшĕ - 50 гектар

  • Гузовский Б.И. вăрманçă

  • ытларах пайне юмансем йышăнаççĕ

  • хырсем тата чăрăшсем

  • пакшасем

  • спортпа кану вырăнĕ

  • «çут çанталăк палăкĕ»

IX. Çĕнĕ информаципе паллашни.

Вĕрентекен ачасене Чăваш Республикинчи чи ватă юман çинчен каласа парать. Вĕренекенсем «Чăваш вăрманĕ» видеофильм пăхаççĕ.

X. Лексикăпа грамматика хăнăхăвĕсене аталантарни: ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.

Пурте пĕрле ĕçлеççĕ: панă сăмахсенчен ваттисен сăмахĕсем тăваççĕ.

Çур, тăлăп, вăрман (Вăрман çур тăлăп.)

Асли, пуянни, çук, вăрман пек, çук, пек,уй (Уй пек асли çук, вăрман пек пуянни çук.)

Пушă, вăрман, ямасть нихçан та (Вăрман нихçан та пушă ямасть.)

Сывлăшĕ, усăллă, вăрман, сывлăхшăн (Вăрман сывлăшĕ сывлăхшăн усăллă.)

Вутă, турттараççĕ, вăрмантан, вăрмана, мар (Вăрмана мар, вăрмантан вутă турттараççĕ.)

X. Çыру хăнăхăвĕсене аталантарни.

Тĕрĕс йĕркеленĕ ваттисен сăмахĕсене тетрадь çине çырса хураççĕ.

XI. Пуплев хăнăхăвĕсене аталантарни.

- Вăрман - пирĕн пурлăх, пирĕн ырлăх. Пирĕн ăна упрамалла, сыхламалла. 2013 çул - Раççей Президенчĕн указĕпе «Çут çанталăка, тăван тавралăха упрамалли, сыхламалли çул». Анчах та мĕнле упраса, сыхласа хăвармалла çак пурлăха пирĕн? Çак ыйту çине хурав тупас тесен сирĕн çак ĕçе пурнăçламалла. Тимлĕ пулăр!

Вĕрентекен ачасене ĕç условийĕпе паллаштарать. Вĕренекенсем предложенисене черетленсе вулаççĕ, хăйсем предложени шухăшĕпе килĕшнипе килĕшменни çинчен калаççĕ.

  1. Вăрманта кăшкăрса калаçмалла.

  2. Кайăк йăвисене тустармалла мар.

  3. Йăвари кайăк çăмартисене тытмалла мар.

  4. Вăрманти хитре чечексенчен çыхă тума юрать.

  5. Чĕр чунсене хăратмалла

  6. Хĕлле кайăксем валли сырăшсем туса çакмалла.

  7. Çÿп-çапа вăрманта хăвармалла.

  8. Вăрманта кăвайт чĕртме юрамасть.

  9. Хăрнă йывăçсене касмалла.

  10. Йывăç тураттисене хуçмалла мар.

XII. Урока пĕтĕмлетни, ачасен ĕçне хаклани.

4

© 2010-2022