Эссе Человек не птица в зоопарке. .. (О поэме К. В. Иванова Нарспи)

Раздел Другое
Класс 10 класс
Тип Другие методич. материалы
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Читлĕхри кайăк ирĕке туртăнать

Человек не птица в зоопарке,

Что лишь опереньем хороша…

(И.Пиняев)

Миçе хутчен пулать-ши вулама?

Пĕр вĕçсĕр тейĕп мухтанмасăр.

Татах тем чул ыйту парса хама

Эп шăппăн ларăп. Васкамасăр

Каллех уçатăп хаклă «Нарспие».

Кашни йĕрки темле асамлă…

Çурхи кунсем çитеççĕ Силпие -

Мĕнпур тĕнче сывлать хаваслă.

Çак кĕтесе çитсе курсаччĕ эп…

Ял пулнă вырăнĕ илемлĕ!

Хăйне курсан пулатчĕ , чăн та, шеп!

Шел, ялĕ çук, çапла кун-çулĕ.

Силпи пуян та аслă ял пулни

Çинчен кашни йĕрки систерчĕ.

Нар пек хитре хĕрсем хавас утни

Камăлăма та çĕклентерчĕ.

Хула пекех тет ялĕ ав поэт.

Ĕçчен çынсем усраççĕ выльăх.

Ака та çывхарать, ан ĕçĕр тет.

Ĕçки-çики кÿмест-çке ырлăх.

Çак çутă тĕнчере этем, чăнах,

( Эп килĕшетĕп) ăслă, вăйлă.

Анчах та хăш-пĕри чунпа чăлах,

Теприн сăнарĕ пархатарлă.

Юмахри пек кĕç сирĕлчĕ чаршав.

Нарспи шур акăш евĕр тухрĕ.

Силпи, сана пикешĕн пысăк тав.

Сан сăпкунта вăл чыслăн ÿсрĕ.

Сап-сар чечек пекех хитре. Тата

Мĕнпе ăна танлаштарар-ши?

Шăрçа пек хура куç, çÿхе тута…

Миçе качча ăмсантарман-ши?

Ытарайми чăваш пики Нарспи!

Кăкри çинче шеп шĕлкемийĕ.

Шăнкăртатать тевечĕ. Ун сасси -

Хаваслă кайăксен юррийĕ.

Тĕлĕнмелле ĕçчен: арлать,тĕрлет…

Пуян пике тесе калаймăн.

Хăна валли апат та хатĕрлет:

Кушак питне çăвать-мĕн майлăн.

Аван иртет-ха пурнăç, кулянма

Пулмарĕ нимĕнле сăлтав та.

Атте-анне пуçларĕ пуç ватма:

Çитет-çке вăхăт хĕр пама та.

Мула анчах савать-çке Михетер.

Хĕрне çука парса аташмĕ.

Халь кам ăна хĕрхенĕ-ши çав тер…

Ун туйăмне кил-йыш хакламĕ.

Нарспи! Халь эсĕ читлĕхре! Чĕре

Ман саншăн вĕçсĕр ĕсĕклерĕ.

Ик çунатна сарса çÿл тÿпере

Вĕçме те мехелÿ çитмерĕ.

Сетнерпеле пĕр çулпала утма

Аçу-аннÿ те пил памарĕ.

Шутланă ав аçу татах пуйма:

Чуна йĕртет усал хыпарĕ.

Хушăлкари пĕр чаплă пуяна,

Тăхтамана кĕрÿ тăвасшăн.

«Эй! Михетер, уçсамччĕ эс куçна,

Хĕрÿ Сетнерпеле пуласшăн».

Хитре вăл юрату чунран савсан,

Чĕресенче çунать вут-хĕмĕн!

Нарспи хăй савнипе пĕрле пулсан

Телейĕ тăсăлатчĕ ĕмĕр.

Атте-анне сăмахĕнчен иртме

Йăли хушмасть пире чăвашăн.

Савман çынпа мĕн ĕмĕр ирттерме

Асаплă, йывăр, чăн-чăн тамăк…

Чун савнисем тараççĕ вăйăран

Туй вăхăтне пăхса тăмасăр…

Тытса килеççĕ кайăкла, кайран

Хăртаççĕ нимĕн уямасăр.

Кĕрлерĕ туй, сăйланчĕ пĕтĕм ял.

Наспин черченкĕ чунĕ йĕчĕ…

Телей-и çакă - вĕçсĕр кунашкал

Тискер иртен кунсен ĕречĕ.

Хаяр çав Тăхтаман, ытла кăра!

Нарспи чунне илесшĕн, нĕрсĕр.

Çĕн кин тем шут тытать: вилин ара,

Вăл пĕтмесен пĕтетĕп пур-пĕр…

Чи пысăк çылăху ку сан, Нарспи.

Çын вĕлерсе телей кĕтеймĕн.

Çак çĕр çинче кашнийĕн хăй шăпи.

Унран вара ниçта иртеймĕн.

Аçу çеç мар (ун чапĕ мул тĕнчи!),

Тăван аннÿ те хĕрхенмерĕ.

Ылханчĕç пĕр хĕрне.Мĕн йăлăнни -

Ăна никам та итлемерĕ.

Хăйсем те пĕтрĕç вăрă аллинчен.

Мулне пĕрле парса ямарĕç!!!

Пĕр шанчăкчĕ - Сетнер. Юлашкинчен

Ăна та пурăнма памарĕç…

Тухасшăн пулчĕ ирĕке Нарспи

Юратнă çынпала пуласшăн.

Сентти пек ачасем пĕр пÿрт тулли

Вылянине чунтан курасшăн…

Тен, тĕвĕленнĕччĕ унра пĕр чун

Сетнерпеле туйран тарсассăн…

Çук, таврăнмасть нихçан та иртнĕ кун,

Шелленипе сывлатăн ассăн.

Нарспи те вилчĕ, вилĕмĕ пÿкле.

Шанатăп : ирĕкре ун чунĕ…

Ял-йыш та Нарспие чунтан шеллет.

Силпи пики - ун иртнĕ кунĕ.

Сăнпа епле илемлĕччĕ Нарспи!

Телейĕ çеç пĕрле пулмарĕ.

Ĕçре ăстаччĕ ывăнми алли,

Ăна халь кам манма пултарĕ?

Этем чунне ан хупăр читлĕхе!

Унта вăл ытлашши те мĕскĕн.

Этем ан тухтăр выльăх-чĕрлĕхе,

Мул умĕнче пуçне ан пĕктĕр.

Паян телейлĕ Нарсписем,чăнах!

Сетнерĕсем епле хаваслă!

Чун савăнать: пики хитре ахах!

Каччи ĕçчен, маттур та ăслă.

«Нарспи» хайланă Иванов поэт -

Вун çиччĕри чи чаплă гени!

Эс мĕн çырни вĕçрен тĕлентерет

Нарспи ялан асра çÿренĕрен-и?

Вăййа тухса та савăнтăм каçпа,

Силпи валакĕпе килентĕм…

Куçа та шăлтăм эпĕ тутăрпа,

Нарспи шăпишĕн шăппăн йĕтĕм…

Тата кама мĕн чул калаçтарать

Ытарайми Нарспи сăнарĕ?

Чăваш чапне таçта-таçта сарать.

Ку вăл поэтăн пархатарĕ.




© 2010-2022