Йăпану Асанне патĕнче хăнара

Раздел Дошкольное образование
Класс 13 класс
Тип Другие методич. материалы
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

Асанне патĕнче хăнара


Асанне: Паян мăнуксем хăнана килетпĕр терĕç-ха. Вĕсем киличчен сĕтел çине хатĕрлем-ха: кукăльсем пĕçертĕм, çырласенчен варении тунăччĕ, кăçал панулми те ăнса пулнă.

(Ачасем кĕреççĕ.)

Ачасем: Сывă-и, асанне? Мĕнле пурăнатăн? Чирлемерĕн-и?

Асанне: Сывах-ха. Паян иртенпех сире кĕтетĕп.Настя та килнĕ,…

(Ачасене ятран каласа тухать.)

Хăвăр мĕнле пурăнатăр? Мана мĕнпе савăнтаратăр?

Ачасем: Эпир çĕнĕ сăвăсем, юрăсем вĕрентĕмĕр, ташлама та пĕлетпĕр.

Асанне: Сире курса савăнам-ха апла.

Ертсе паракан: Сăвăсем каласа парар-ха асаннене.

(Ачасем кĕркунне çинчен сăвăсем калаççĕ.)

Ертсе пыракан: Ачасем калăр-ха,çулталăкăн хăш вăхăчĕ-ши халь?

Ачасем: Кĕркунне.

Ертсе пыракан: Çапла, ахальтен мар сăвăсем те кĕркунне çинчен каларăмăр эпир. Кĕркунне çитнине ăçтан пĕлтĕр-ха?

Ачасем: Çулçăсем саралса тăкăннă, час-час çумăр çăвать, вĕçен кайăксем кăнтăр енне вĕçсе кайнă.

Ертсе пыракан: Халĕ кĕркунне çинчен юрă юрлатпăр.

Юрă «Осенняя песенка».

1мĕш ача: Илĕртет кĕрхи илем,

Сывлăш янкăр уçă.

Тунсăхпа тулать чĕре,

Тăкăнать сар çулçă.

2мĕш ача: Ылтăн тумлă вĕрене,

Кĕмĕл çÿçлĕ ăвăс

Саламлаççĕ пĕр-пĕрне,

Ал çупаççĕ харăс.

Юрă «Çулçăсемпе ташă».

Ертсе пыракан: Çапла, иртсе кайрĕç çуллахи кунсем. Ăшă çумăрсем çăватчĕç. Вара пĕлĕте асамат кĕперĕ тухатчĕ.

Юрă «Асамат кĕперĕ».

Ертсе пыракан: Çуллахи кунсем татах та килĕç-ха. Асамат кĕперне те пĕрре мар курăпăр. Кĕркуннехи кунсем те лайăх-çке. Йывăçсем çинчен сарă, хĕрлĕ çулçăсем çилпе çаврăнса ÿкеççĕ те, çул тăрăх малалла вĕçсе каяççĕ.

Юрă «Листопад».

Ертсе пыракан: Кĕркунне çитсессĕн вăрманти чĕрчунсем те хăйсене валли çимелли хатĕрлеççĕ: хăшĕсем кăмпа, хăшĕсем мăйăр…

Сăвă «Ял хыçĕнчи вăрманта».

Ертсе пыракан: Ачасем, эсир пĕлетĕр-и-ха, хăшпĕр чĕрчунсем йăвине кĕрсе выртаççĕ те çуркуннеччен çывăраççĕ. Мĕнле чĕрчун вăл?

Ачасем: Упа.

Ертсе пыракан: Тĕрĕс.Пирĕн юрăри упа темшĕн çиленнĕ.

Юрă «Хмурый мишка».

Ертсе пыракан: Асанне, эсĕ те мăнукусене илемлĕ юрă юрласа пар-ха, эпир ташласа парăпăр.

Юрă «Рябинушка- красавица».

(Асанне юрлать, ачасем ташлаççĕ)

Вăйă «Мулкача кишĕр çитер».

Асанне: Мăнуксем, эсир пулман пулсан кăçал аслаçăрпа иксĕмĕр çĕр улмине кăларса та пĕтерейместĕмĕр,ватăлтăмăр-çке-ха.

Ертсе пыракан: Ачасем, айтăр вăйă выляса илер.

Вăйă «Куç хупса улма пуçтармалла».

Ачасем: Асанне, асатте ăçта?

Асанне: Вăл пахчана çарăк кăларма тухрĕ-ха. Халь те кĕмест. Çарăкне туртса кăлараймасть-ши?

(Асатте кăшкăрать. Ачасем ăна пулăшма каяççĕ.

«Çарăк» юмаха выляççĕ. Ачасем асаннепе сыв пулашса тухса каяççĕ.)

Викторова


© 2010-2022