Йăпану «Ылтăн тумлă кĕркунне»

Раздел Дошкольное образование
Класс 13 класс
Тип Другие методич. материалы
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Нет
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

«Ылтăн тумлă кĕркунне»

ача садĕнче ирттермелли уяв сценарийĕ.

Зала илемлетнě. Ачасем кěвěпе зала кěреççě.

1 ача. Çитрĕ, çитрĕ, килсе çитрĕ

Кĕркунне.

Хурăн тăхăнчĕ илемлĕ

Кĕпине.

2 ача. Салам сана, сап-сарă тумлă,

Пуян та çутă кĕркунне.

Кучченеçпе сĕтел халь тулăх,

Савăнтарать пире парне.

3 ача. Яла ак çитрĕ капăр кайăк-

Сар пĕсехеллĕ кăсăя.

Çерçи чĕвĕлтетни те лайăх,

Ан кайтăр ăшă кун сая.

Ертÿçě. Ырă кун пултăр, хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, хаклă хăнасем! Паян эпир ылтăн тумлă кĕркуннепе унăн пуян та тулăх кĕрекинче савăнма пуçтарăнтăмăр. Ăшă кунсем сахаллансах пыраççĕ, сивĕ çумăр çукалать, хĕвел те хĕртсе пăхмасть. Анчах çут çанталăкăн кашни тапхăрĕ хăйне майлă илемлĕ. Кĕркунне те хăйĕн капăрлăхĕпе савăнтарать.

4 ача. Хĕрлĕ, сарă çулçăсем

Пахчара вĕçеççĕ.

Вĕлтĕр-вĕлтĕр çаврăнса

Çĕр çине ÿкеççĕ.

5 ача. Йывăçсем тăкаççĕ

Сар çулçисене.

Ачасем саваççĕ

Çулçă çумăрне.

(Çулçă çумăрĕ пуçланать)

Ертÿçě. Ачасем кунта илемлĕ çулçăсем пур. Вĕсене пуçтарса çыхăсем тăвар-и, аннесене парнелер-и?

Юрă «Осенняя песенка».

Ертÿçě. Ачасем, эпĕ çулçăсем хушшинче конверт тупрăм. Уçса пăхар-ха ăна. Мĕн тесе çырнă-ши унта? Кĕркунне сире салам ярать иккен. Юрă-ташă, тупмалли юмахсем, тĕрлĕрен вăйă сĕнет. Малтанах тупмалли юмахсем вуласа парам-ха, эсир тупсăмĕсене пĕлме тăрăшăр.

(Тупмалли юмахсем- пахча çимĕç çинчен).

Малалла вулар-ха кĕркунне çырăвне. Вăйă та пур иккен кунта. «Шишкобол» тет. Кун пек вăйă çинчен пуçласа илтетĕп-ха эпĕ. Футбол пирки илтнĕ, волейбол текен вăййа хам та выляса курнă. Ку тата мĕнле вăйă-ши?

(Вăййа мĕнле вылямаллине ăнлантармалла).

6 ача. Çутçанталăк пăсăлать,

Пĕрĕхет сив çумăр.

Ватă йывăç хурланать-

Халь юлать вăл тумсăр.

7 ача. Анкартине тухрăмăр,

Кĕреçесем тытрăмăр.

Кăлартăмăр çĕр улми

Тĕп сакайне шăнăçми

.

Ертÿçě. Халĕ эпир те пахча çимĕç пуçтарма тухатпăр.

Вăйă «Куç хупса улма пуçтармалла».

«Урожай собирай» юрă янăрать.

(Пахча çимĕçе машина çине тиесе каяççĕ, çав вăхăтра çумăр çума пуçлать).

Ертÿçě. Юрать пахча çимĕçе вăхăтра пуçтарса кĕртрĕмĕр. Çумăр та лÿшкеме тытăнчĕ, ак.

«Дождик» юрă янăрать.

(Юрласа пĕтерсен сунчăк айне пытанаççĕ).

Ертÿçě. Ай,сивĕ. Ачасем, айтăр хĕвеле чĕнетпĕр.

«Песня солнышку» юрă янăрать.

«Аннесене пулăшар» вăйă.

Ертÿçě. Асаттепе асанне пахчинче темĕн чухлĕ çимĕç ÿснĕ. Анчах вĕсен пахчине вĕçен кайăксем иленнĕ. Ватăсем пахчана катемпи лартма шутлаççĕ. Пирĕн ăна тумлантармалла.

«Кам маларах тумлантарĕ» вăйă.

«Пугало» юрă янăрать.

Ертÿçě. Ачасем, кĕркуннене сăвăсем каласа халалар-ха.

1 ача. Шăнтать ĕнтĕ кунсерен,

Çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне.

Вĕçен кайăк сассинчен

Хуйхă кĕрет чĕрене.

2 ача. Карти-карти кайăксем

Вĕçрĕç тинĕс леш енне.

Хывнă ĕнтĕ йывăçсем

Пурте сарă тумтирне.

3 ача. Савнă ял урамĕнче

Çулçăсем ташлаççĕ.

Кĕркунне çитни çинчен

Шав хыпар сараççĕ.

4 ача. Тĕрлĕрен кăпшанкăсем

Сивĕпе халь çĕтнĕ.

Мăкăнь питлĕ уйăпсем

Хĕл каçмашкăн çитнĕ.

«Çулçăсемпе ташă» юрă янăрать.

Ертÿçě. Ачасем, сире валли кĕркунне асамлă парне илсе килнĕ. Уçса пăхар-ха çак кавăна. Мĕн пытаннă-ши унта?

(Кавăна уçса пăхаççĕ.Унтан тĕрлĕ улма-çырла кăлараççĕ. Ачасене кĕркунне парнисене валеçсе параççĕ.)


Викторова Ольга Александровна, воспитатель

Елчěк районě,

Кěçěн Таяпа.

© 2010-2022